Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

учӗ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйӑх ҫути самаях ҫутӑ, ҫавӑнпа Пинер вӗсенчен пӗрин, малта пыраканнин, учӗ ҫине такама хунине лайӑхах курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Учӗ унӑн вӗҫӗмсӗр малалла васкарӗ, вӑл ӑна ытлашши сасӑ ан пултӑр тесе, май ҫитнӗ таран чарса пыма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тытӑр вӑрра! — кӑшкӑрса ячӗ Савантер, анчах хӑй Пинер учӗ патне пыма хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер учӗ сасартӑк чӗвен тӑчӗ те вӑрӑммӑн кӗҫенсе Ячӗ, унтан кӗтмен ҫӗртен усал ултавҫа малти урипе пӗррех! кӗрӗслеттерчӗ, кӳсе чикӑл-макӑль туса тусанлӑ ҫӗр ҫине персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эх, ун учӗ ҫилхӑван пекех чупрӗ!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Шурӑ учӗ мала тухать! — кӑшкӑрса ячӗ сасартӑк пӗри савӑнӑҫлӑн.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ ӗнтӗ Пинер учӗ тимӗр-кӑвака хуса ҫитсе пырать…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем паҫӑр кӑна Пинер хутне кӗчӗҫ те халӗ вара ун учӗ ҫапла мыскара кӑтартни хайхисене тӗлӗнтерсех ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Анчах темӗскер мана ҫав мӑчавар ачин учӗ те питӗ килӗшет-ха.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Савантер учӗ кӑҫал та мала тухатех, — терӗ пӗр сухаллӑ мӑнтӑр арҫын хӑй кӳршине.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тапӑра ҫитсенех учӗ ҫинчен лаплатса ӳкнӗ паттӑр йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Амантасса амантнӑ… учӗ ӑна ҫапах, йӗнер ҫинчен ӳкермесӗр тапӑра илсе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӑх хӑшӗн учӗ малтан килессе кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӑҫтук, пуҫӗнчен кайса тыт-ха лашана, — терӗ Сергей Мӑҫтука, учӗ малалла утса кайма тӑнине курса.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Учӗ самӑр, кӳлмелли хатӗрӗсем чӗнрен, урапи ҫине утӑ-улӑм сарнӑ та, ӑна йӗрлӗ-йӗрлӗ паласпа чӗркесе, меллӗ ларчӑк тунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахтупай ун лашине йӗвенӗнчен ярса илсе тытса чарчӗ, вара учӗ ҫинчен сиксе анса Иливана пӗҫҫинчен ҫӗклесе илчӗ, ӑна ӳпне майлӑ юр ҫине вырттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн хӑтланатӑр эсир, явӑлсем? — кӑшкӑрса ячӗ ушкӑна ертсе килнӗ ҫар ҫынни учӗ ҫинчен сиксе анса.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам учӗ вӑл?

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Курчӗҫ пӑлхавҫӑсем — пӗр учӗ ҫинче вырӑс казакӗ ларса пырать.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрлӗ ҫын тӗрлӗ сӗнсе пӑхрӗ: пуҫлӑхсен — Элӗкпе Янчуран — хӑйсен хушшинче пайламалла вӑл япаласене, кам туртса антарнӑ воеводӑна учӗ ҫинчен, ҫавна памалла.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех