Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Ултавшӑн вӗсем чӗлхине ухӑ пек карӑнтараҫҫӗ, ҫӗр ҫинче тӳрӗ мар ӗҫсемпе паттӑрланаҫҫӗ: пӗр усал ӗҫ хыҫҫӑн тепӗр усал ӗҫ тӑваҫҫӗ, Мана пӗлмеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳрӗлӗхшӗн нихӑшӗ те вирлӗн калаҫмасть, нихӑшӗ те чӑнлӑха хӳтӗлемест: ӑҫтиҫука шанаҫҫӗ, суя суяҫҫӗ, усал тӗвӗлеҫҫӗ те усал ӗҫ ҫуратаҫҫӗ; 5. ҫӗлен ҫӑмартисене пусса лараҫҫӗ, эрешмен карти караҫҫӗ: кам ҫав ҫӑмартана ҫиет, ҫавӑ вилет, лапчӑтсассӑн — ҫӗлен шуса тухать.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Усал этемӗн ӗҫӗсем те — тӗп тӑвакан ӗҫсем: вӑл усал кавар хатӗрлет, чухӑн ҫын айӑпсӑр пулсассӑн та, ӑна суя сӑмахпа пӗтересшӗн.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Усал ҫынна каҫарсассӑн, вӑл тӳрӗлӗхе вӗренеймӗ — тӳррисенӗн ҫӗрӗ ҫинче усал ӗҫ тӑвӗ, Ҫӳлхуҫа аслӑлӑхӗ енне ҫаврӑнса та пӑхмӗ.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Усала ырӑ, ыррине усал теекенсене, сӗмлӗхе ҫутӑ пек, ҫутта сӗмлӗх пек хапӑллакансене, йӳҫҫине пылак пек, пылаккине йӳҫҫи пек хапӑл тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӑвӑнӑр, тасалӑр; усал ӗҫӗрсене Манӑн куҫӑм умӗнчен шӑлса ывӑтӑр; усал тума чарӑнӑр; 17. ырӑ тума вӗренӗр, тӳрӗлӗхе шырӑр, пусмӑр тӳсекене хӑтарӑр, тӑлӑха хӳтӗлӗр, тӑлӑх арӑма кӳрентерме ан парӑр.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑкӑр мӑйне сӳсменпе чӗн пушӑ, усал чурана тӑлӑпа суран авать; 28. чуруна ялан ӗҫлеттер, ахаль ан тӑтӑр вӑл: ӗҫсӗрлӗх этеме тем тӗрлӗ усала та вӗрентнӗ; 29. хӑйне тивӗҫлӗ ӗҫ патне тӑрат ӑна, итлемесессӗн — сӑнчӑрпа сӑнчӑрла.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Усал ҫынран сыхлан, — вӑл усал шухӑш тытать, — хӑҫан та пулин санӑн ятна ӗмӗрлӗхех ан варалатӑрччӗ вӑл.33. Остерегайся злодея, - ибо он строит зло, - чтобы он когда-нибудь не положил на тебе пятна навек.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Усал ан ту — хӑвна та усал ҫитмӗ; 2. тӗрӗсмарлӑхран пӑрӑн — вӑл та санран пӑрӑнӗ.1. Не делай зла, и тебя не постигнет зло; 2. удаляйся от неправды, и она уклонится от тебя.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ усал ҫынна та, унӑн усал ӗҫне те пӗр пекех кураймасть; 10. тунӑ япалине ӑна тӑваканӗпе пӗрлех хаса ҫитӗ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗр ҫинче ҫакӑн пек харамлӑх та пур: тӳрӗ ҫынсене усал ҫынсен ӗҫӗсене тивӗҫли ҫитсе ҫапать, усал ҫынсене таса ҫынсене тивӗҫли лекет.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫылӑхлӑ ҫын ҫӗр хутчен усал ӗҫ тума пултарать, нумайччен пурӑнать, анчах пӗлетӗп эпӗ — Турӑран хӑракана, Ӑна хисеплекене ырӑлӑх пулӗ; 13. йӗркесӗр, усал ҫынна вара ырӑлӑх пулмӗ, Турра хисеплемен ҫын, ӗмӗлке пек, нумай тытӑнса тӑраймӗ.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ усал ҫынсене мӗнле пытарнине куртӑм, кайран ҫынсем сӑваплӑ вырӑн патӗнчен каяҫҫӗ, килӗсене саланаҫҫӗ, — хула вара ҫав усал ҫынсене манӑҫа хӑварать.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хамӑн харам кунӑмсенче эпӗ пурне те ҫителӗклех куртӑм: тӳрӗ ҫын тӳрӗ пурӑннӑ чухнех вилет; усал ҫын усал тусах нумай пурӑнать.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Усал ҫын — тӳрӗ ҫынсемшӗн ирсӗрлӗх, усал ҫыншӑн ирсӗрри — тӳрӗ ҫулпа пыраканни.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Усал ҫынсене ан тарӑх, йӗркесӗр ҫынсене ан ӑмсан: 20. усал ҫыннӑн пуласлӑхӗ ҫук, йӗркесӗр ҫынсенӗн ҫути сӳнсе ларать.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тӳрӗ ҫын, усал ҫын килне сӑнаса, усал ҫынсем епле ҫылӑха кӗрсе ӳкнине курать.12. Праведник наблюдает за домом нечестивого: как повергаются нечестивые в несчастие.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кам ырӑ ӗҫшӗн усалпа тавӑрать, ҫавӑн килӗнчен усал хӑпмасть.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Усал сунакан хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине пӑсса ярать, ӑна ырӑ мар ҫул ҫине тӑма хӗтӗртет; 30. куҫне хӗсекен — ултавлӑх хатӗрлекен, шӑлне ҫыртсах усал ӗҫ тӑвать вӑл; [вӑл — хаярлӑх кӑмаки.]
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.