Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ӑсл 14

Пай: Библи –> Соломонӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 09:33

Пуплевӗш: 23; Сӑмах: 477

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Тата: хӑшӗ-пӗри, ишме, хаяр хумсем урлӑ ишсе каҫма шутласассӑн, йывӑҫ таткинчен пулӑшу ыйтать, ҫыннине лартса каякан караппа танлаштарсассӑн вӑл — ӑпӑр-тапӑр ҫеҫ: 2. карапне пуянлӑха ӗмӗтленни шухӑшласа кӑларнӑ, тӑвасса ӳнерҫӗ ӑслайса тунӑ, мӗн кирлине пӗтӗмпе туса ҫитернӗ, 3. анчах, Аттемӗр, карапа Санӑн аллу тытса пырать: тинӗсри ҫула та, хумсем хушшинчи шанчӑклӑ сукмака та Эсӗ панӑ, 4. ҫапла Эсӗ тинӗсе пӗли-пӗлми тухакана та пӗтӗм хӑрушлӑхран ҫӑлма пултарасса кӑтартатӑн. 5. Эсӗ Хӑвӑн ӑслӑлӑхун ӗҫӗсем кӑлӑх ан пулччӑр тесе тӑрӑшатӑн; ҫавӑнпа та ҫынсем хумсем ҫийӗн кимӗпе ҫӳренӗ чухне хӑйсен пурӑнӑҫне ҫак пӗчӗкҫеҫҫӗ йывӑҫа шанса параҫҫӗ те — ҫӑлӑнаҫҫӗ. 6. Ӗнтӗ сӗм авал та, мӑнаҫлӑ улӑпсене пӗтернӗ чухне, тӗнче шанӑҫӗ, Санӑн аллу ертсе пынипе, караппа усӑ курса, тӗнчене йӑх вӑрлӑхӗ хӑварнӑ. 7. Тӳрӗлӗхе сыхласа хӑваракан йывӑҫ пиллӗхлӗ! 8. Алӑпа тунӑскерӗ вара хӑй те, ӑна тӑваканӗ те ылханлӑ, ҫавна тунӑшӑн, ҫӗрес япалана турӑ тенӗшӗн ылханлӑ. 9. Турӑ усал ҫынна та, унӑн усал ӗҫне те пӗр пекех кураймасть; 10. тунӑ япалине ӑна тӑваканӗпе пӗрлех хаса ҫитӗ. 11. Ҫавӑнпа суя тӗнлисен йӗрӗхӗсене те сут пулӗ: вӗсем Турӑ пултарнийӗ хушшинче йӗрӗнчӗк те, ҫынсен чунне илӗртекен те, ӑссӑррисемшӗн таната та пулса тӑчӗҫ. 12. Йӗрӗх шухӑшласа кӑларни — аскӑнлӑх пуҫламӑшӗ, ӑна ӑсталани — пурӑнӑҫа ирсӗрлетни. 13. Вӗсем малтан та пулман, ӗмӗрӗпех те пулмӗҫ. 14. Тӗнчене вӗсем этемӗн пушӑ ӗмӗтне пула килнӗ, ҫавӑнпа вӗсен кӗҫех вӗҫӗ пулмалла. 15. Вӑхӑтсӑр вилнӗ ывӑлӗшӗн ҫунса кулянакан ашшӗ вилнӗскерӗн сӑнне касса тунӑ та — кайран ӑна турӑ вырӑнне хурса пуҫҫапма тытӑннӑ, хӑйне пӑхӑнса тӑракансене вӑрттӑн йӑла-йӗркене вӗрентсе хӑварнӑ. 16. Кайран, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, ҫирӗпленсе ҫитнӗ ҫак ирсӗр йӑлана саккун пекех уянӑ. Пуҫлӑхсем хушнипе касса тунӑ кӗлеткене турӑ вырӑнне хурса пуҫҫапнӑ. 17. Аякра пурӑннӑран ҫыннине хӑйне пуҫҫапма май пулманнипе ҫынсем унӑн инҫетри сӑнне касса кӑларнӑ: хӑйсем хисеплекен патшанӑн курӑнакан сӑнарне ӳкернӗ, лешӗ умра ҫук пулсассӑн та, ӑна пур пекех шутласа мухтанӑ. 18. Ӳнерҫӗ тӑрӑшни те халиччен ҫавна пӗлмен ҫынсене кӗлеткене пуҫҫапма хавхалантарнӑ: 19. вӑл, тен, патшана юрас тесе, унӑн ӗренкине хитререх тума тимленӗ; 20. халӑх вара, ҫак илеме ытараймасӑр, тин кӑна ҫын тесе хисепленӗскере халӗ турӑ вырӑнне хума тытӑнать. 21. Ҫакӑ вара ҫынсене илӗртнӗ: вӗсем, е ӑнсӑртлӑха, е хаяр патшана пӑхӑнса, пӗлтерме юраман Ята чулсемпе йывӑҫсем ҫине куҫарнӑ. 22. Турра пӗлмесӗр аташса пурӑнни вӗсемшӗн ҫителӗксӗр пулнӑ, вӗсем тата, тӗттӗмлӗхӗн хаяр кӗрешӗвӗнче пурӑнса, ҫав пысӑк усаллӑха тӑнӑҫлӑх тенӗ. 23. Ача вӗлерсе чӳк чӳклесе е вӑрттӑн аскӑнса, е асар-писер ӗҫкӗпе иртӗхсе, 24. вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫӗн тасалӑхне те, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнӑҫ тасалӑхне те упрамаҫҫӗ, ӗнтӗ пӗри тепӗрне е ултавлӑн вӗлерет, е унӑн арӑмне асӑхтарса мӑшкӑллать. 25. Ӗнтӗ пурте пӑтрашӑнса кайнӑ: юн тӑкаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ, улталаҫҫӗ, астараҫҫӗ, шӑв-шав тапратаҫҫӗ, пӗрне-пӗри сутаҫҫӗ, тупа тунине пӑсаҫҫӗ, ырӑ ҫынсене чӑрмантараҫҫӗ, 26. ырӑ тунине манаҫҫӗ, чунсене ирсӗрлеҫҫӗ, арҫынни-хӗрарӑмне уйӑрса тӑмаҫҫӗ, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнӑҫа мӑшкӑллаҫҫӗ, асӑхаҫҫӗ, иртӗхеҫҫӗ. 27. Ята та тивӗҫсӗр йӗрӗхсене пуҫҫапни — кирек мӗнле усаллӑхӑн пуҫламӑшӗ, сӑлтавӗ, вӗҫӗ, 28. мӗншӗн тесессӗн вӗсем е савӑнса ашкӑнаҫҫӗ, е суя пӗлтереҫҫӗ, е йӗркесӗр пурӑнаҫҫӗ, е тупа тунине ҫийӗнчех пӑсаҫҫӗ. 29. Чунсӑр йӗрӗхсене шанса тивӗҫсӗр тупа тунӑшӑн хӑйсене хаса ҫитесси ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ те. 30. Анчах вӗсене уншӑн та, урӑххишӗн те, йӗрӗхсене пуҫҫапса Турӑ ҫинчен йӗркесӗр шухӑшланӑшӑн та, таса йӗркерен йӗрӗнсе суя тупа тунӑшӑн та айӑплӗҫ. 31. Вӗсем тупа тӑвакан йӗрӗхсен вӑйӗ ҫук, йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗ хыҫҫӑн яланах ҫылӑх тӑвакансене айӑплакан сут пулать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех