Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ис 5

Пай: Библи –> Исаия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 10:12

Пуплевӗш: 31; Сӑмах: 585

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Хамӑн Савниҫӗм ҫинчен юрласа паратӑп, ку — Савниҫӗм ҫинчен, Унӑн иҫӗм пахчийӗ ҫинчен хывнӑ юрӑ. Савнийӗн ту тӑрринче пулӑхлӑ ҫӗр ҫинче иҫӗм пахчийӗ пулнӑ. 2. Вӑл ун тавра карта тытса ҫаврӑннӑ, пахчине чулсенчен тасатнӑ, унта чи парка хунавсем лартса тухнӑ, пахча варрине пашне туса лартнӑ, иҫӗм сӗткенӗ валли юхтаркӑч тунӑ, ӗнтӗ паха ҫупкӑмсем пиҫессе вӑл кӗтнӗ, анчах унта юрӑхсӑр ҫырла ҫеҫ ӳснӗ.

3. Халӗ ӗнтӗ, Иерусалимра пурӑнакансем, Иуда арӗсем, иҫӗм пахчийӗпе Манӑн хушшӑмри тавӑҫа татса парӑр. 4. Хамӑн иҫӗм пахчийӗшӗн тата мӗн тумаллаччӗ-ши, уншӑн Эпӗ мӗскер тумасӑр хӑвартӑм-ши? Эпӗ паха ҫупкӑмсем пиҫессе кӗтнӗ чухне вӑл мӗншӗн юрӑхсӑр ҫырла пачӗ-ши?

5. Хамӑн иҫӗм пахчийӗпе мӗн тӑвасса калатӑп Эпӗ сире: унӑн картине сӳтсе илетӗп те — ӑна тустарса тухӗҫ; хӳмисене аркатӑп та — ӑна таптаса пӗтерӗҫ. 6. Ӑна ҫаплах, юхӑннӑ халлӗнех, пӑрахса хӑварӑп: ӗнтӗ турачӗсене те иртмӗҫ, ҫӗрне те кӑпкалатмӗҫ — ӑна йӗплӗ тӗм те ҫумкурӑкӗ пусса илӗ, ӗнтӗ пӗлӗтсене те ун ҫине ҫумӑр ҫутарма Эпӗ чарӑп.

7. Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн иҫӗм пахчийӗ — Израиль килӗ вӑл; Иуда арӗсем вара — Унӑн юратса лартнӑ хунавӗсем. Вӑл тӗрӗслӗхе кӗтнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ — юнюхтару; тӳрӗлӗхе кӗтнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ — хаяррӑн ҫухӑрни.

8. Ҫӗр ҫине пӗр сире ҫеҫ вырӑнаҫтарнӑ пек, ыттисем валли вырӑн хӑвармасӑр ҫурт ҫумне ҫурт хушакансене, хир ҫумне хир пӗрлештерекенсене хуйхӑ ҫитӗ! 9. Саваоф Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ҫак ҫуртсен шучӗ те ҫук — вӗсем пушӑ пулӗҫ, капмар та илемлӗ вӗсем — унта пурӑнакансем пулмӗҫ; 10. иҫӗм пахчинчи вунӑ лаптӑк пӗр бат ҫырла парӗ, пӗр хомер акнӑ тырӑ аран-аран пӗр ефа парӗ.

11. Иртенпех ҫиккер шыракансене, сӗм каҫ пуличченех эрехпе хӗрекенсене хуйхӑ ҫитӗ! 12. Вӗсенӗн ӗҫки-ҫикинче — арфа та кӗсле, тӳнкӗр те шӑхличӗ, эрех таврашӗ; Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсем ҫине вӗсем ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ, Унӑн аллийӗ пултарнӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ. 13. Ҫавӑншӑн Манӑн халӑхӑм кӗтмен ҫӗртен тыткӑна кайӗ, вара улпучӗсем выҫӑпа касӑхӗҫ, чухӑннисем шывшӑн антӑхӗҫ. 14. Ҫавна пулах ҫӗр тӗпӗ уҫӑлчӗ, ҫӑварне виҫесӗр карса пӑрахрӗ: ӗнтӗ вӗсен чапӗ, вӗсен мулӗ, вӗсен шӑв-шавӗ, вӗсене хаваслӑх-савӑнӑҫ кӳрекенни пӗтӗмпех ҫавӑнта анса кайӗ.

15. Вара этем мӗскӗнленӗ, ар йӑвашланӗ, мӑнаҫлисен ҫутӑ куҫӗ те тӗксӗмленӗ; 16. Саваоф Ҫӳлхуҫа вара сутра Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартӗ, Святой Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑхне тӳрӗлӗхре кӑтартӗ. 17. Ҫынсене илсе кайнӑ ҫӗрте сурӑхсем ҫӳрӗҫ, тыткӑна илсе кайнисенӗн хирӗнче мӗн юлнине ҫисе ҫӳрӗҫ.

18. Йӗркесӗрлӗхе хӑйсен енне ултав вӗренӗпе туртакансене, ҫылӑха урапа чӗнӗпе туртакансене хуйхӑ ҫитӗ! 19. Вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «васкатӑр Вӑл, Хӑйӗн ӗҫне хӑвӑртрах тутӑр — эпир курса тӑрӑпӑр, Израиль Святойӗ палӑртса хуни ҫывӑхартӑр, пурӑнӑҫлантӑр — эпир пӗлсе тӑрӑпӑр!» тееҫҫӗ.

20. Усала ырӑ, ыррине усал теекенсене, сӗмлӗхе ҫутӑ пек, ҫутта сӗмлӗх пек хапӑллакансене, йӳҫҫине пылак пек, пылаккине йӳҫҫи пек хапӑл тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!

21. Хӑйсене хӑйсем ӑсчах тесе шутлакансене, хӑйсене хӑйсем ӑслӑ-тӑнлӑ тесе шутлакансене хуйхӑ ҫитӗ!

22. Эрех ӗҫме хастар, хаяр шӗвек хатӗрлеме патвар ҫынсене хуйхӑ ҫитӗ: 23. сӗревшӗн вӗсем айӑплинех тӳрре кӑлараҫҫӗ, тӳрӗ пурӑнаканран вара тивӗҫлинех туртса илеҫҫӗ! 24. Ҫавӑншӑн, вут-ҫулӑм улӑма ҫунтарса янӑ пек, ҫулӑм утта пӗтернӗ пек, вӗсен тымарӗ ҫӗрсе пӗтӗ, вӗсен чечекӗ тусан пек вӗҫсе саланӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Саваоф Ҫӳлхуҫа саккунне сивлерӗҫ, Израиль Святойӗн сӑмахне уямарӗҫ. 25. Ҫавӑншӑн Хӑйӗн халӑхне ҫилленнипе Ҫӳлхуҫа ҫилли вутла хыпса илӗ, Вӑл аллине ун ҫине тӑсӗ — ӑна пӗтерсе тӑкӗ, вара тусем чӗтренӗҫ, вӗсен виллисем урамри тислӗк пек пулӗҫ. Унӑн ҫилли апла та сирӗлмӗ, Унӑн алли ҫав-ҫавах тӑсӑлса тӑрӗ.

26. Вӑл аякри халӑхсем валли ялав ҫӗклӗ, ҫӗр хӗрринче пурӑнакана систерӗ — акӑ ҫав халӑх ҫийӗнчех килсе ҫитӗ. 27. Унӑн ӗшенесси те, халсӑрланасси те пулмӗ; пӗри те тӗлӗрмӗ, куҫ хупмӗ, пилӗкӗнчен пиҫиххийӗ те салтӑнмӗ, ура сыррийӗн кантрийӗ те татӑлмӗ. 28. Ҫӗмренӗсене шӗвӗртнӗ, уххисене туртса карӑнтарнӑ; учӗсен чӗрнийӗ — вутчуль пек, ҫар урапийӗсем — ҫавраҫил пек. 29. Ама арӑслан пек ахӑрать, ҫамрӑк арӑслан пекех ӳхӗрет, мӗкӗрсе ярать те — тупӑша ярса илет, сӗтӗрсе каять — ӑна никам та туртса илеймест.

30. Ҫавӑ кун вӑл урса кайнӑ тинӗс кӗрлевӗ пек мӗкӗрсе ярӗ; ҫӗр ҫине пӑхса илӗ — акӑ ӗнтӗ сӗмлӗх, хуйхӑ-суйхӑ, пӗлӗтсем ҫинчи ҫутӑ та сӳнсе ларнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех