Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Еккл 8

Пай: Библи –> Екклесиастӑн, е вӗрентӳҫӗн кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 09:10

Пуплевӗш: 17; Сӑмах: 336

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Япаласенӗн пӗлтерӗшне ӑслисӗр пуҫне кам лайӑхрах ӑнланӗ? Ҫыннӑн ӑсӗ унӑн пит-куҫне ҫутатать, сивӗ сӑнӗ те улшӑнать.

2. Патша сӑмахне тата Турӑ умӗнче тупа тунине астусах тӑр. 3. Патша умӗнчен кайма ан васка, тӗлсӗр ӗҫе ҫине тӑрсах ан хӳтӗле: вӑл мӗн тӑвас тенине пӗтӗмпех тума пултарать. 4. Ӑҫта патша сӑмахӗ, ҫавӑнта унӑн ирӗкӗ; «эсӗ мӗн тӑватӑн?» тесе кам калайӗ ӑна? 5. Ӳкӗте уяса тӑракана нимӗнле усаллӑх та тивмӗ: ӑслӑ ҫыннӑн чӗри вӑхӑта та, йӗркене те пӗлет; 6. мӗншӗн тесессӗн кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗпе хӑйӗн йӗрки пур, этемшӗн вара 7. мӗн пулассине пӗлменни — пысӑк инкек; ҫакӑ мӗнле пулассине кам калӗ-ха ӑна? 8. Этем хӑй пурӑнӑҫӗн чӗмне хӑй хуҫа мар, ҫавӑнпа чӗмӗ тухнине вӑл мӗнле тытса чарайтӑр, унӑн вилӗм кунне сирсе яма та ирӗкӗ ҫук, ҫак кӗрешӳре нимӗнле ҫӑлӑнӑҫ та ҫук унӑн, усал ҫынна усаллӑхӗ хӑтараймӗ. 9. Эпӗ ҫакна пурне те курнӑ, ҫӗр ҫинче пулса иртекен пур тӗрлӗ ӗҫе те чӗремпе тимленӗ. Хӑш чухне пӗр ҫын тепӗр ҫынна сиен кӳрсе хӑй аллинче тытса тӑрать.

10. Эпӗ усал ҫынсене мӗнле пытарнине куртӑм, кайран ҫынсем сӑваплӑ вырӑн патӗнчен каяҫҫӗ, килӗсене саланаҫҫӗ, — хула вара ҫав усал ҫынсене манӑҫа хӑварать. Ҫакӑ та — харамлӑх! 11. Начар ӗҫсемшӗн часах сут пулмасть; ҫавӑнпа этем ывӑлӗсем усал тума хӑраса тӑмаҫҫӗ. 12. Ҫылӑхлӑ ҫын ҫӗр хутчен усал ӗҫ тума пултарать, нумайччен пурӑнать, анчах пӗлетӗп эпӗ — Турӑран хӑракана, Ӑна хисеплекене ырӑлӑх пулӗ; 13. йӗркесӗр, усал ҫынна вара ырӑлӑх пулмӗ, Турра хисеплемен ҫын, ӗмӗлке пек, нумай тытӑнса тӑраймӗ.

14. Ҫӗр ҫинче ҫакӑн пек харамлӑх та пур: тӳрӗ ҫынсене усал ҫынсен ӗҫӗсене тивӗҫли ҫитсе ҫапать, усал ҫынсене таса ҫынсене тивӗҫли лекет. Каларӑм вара эпӗ: ҫакӑ та — харамлӑх! терӗм. 15. Вара савӑнӑҫа мухтаса илтӗм, мӗншӗн тесессӗн ҫут тӗнчере ҫыншӑн ӗҫсе ҫиессинчен, савӑнса пурӑнассинчен лайӑхраххи ҫук: ҫакӑ вӑл унӑн Турӑ панӑ ҫут тӗнчери пурӑнӑҫӗнче, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗнче ӗмӗрӗ тӑршшӗпех пулса пырать.

16. Ӑслӑлӑха ӑнланса илес тесе, эпӗ ҫӗр ҫинче пулса пыракан ӗҫсене — этем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫывӑрма пӗлмесӗр тӑвакан ӗҫсене — чӗремпе тимлерӗм те 17. Туррӑн мӗнпур ӗҫне куртӑм, вара ҫавна пӗлтӗм: этем ҫут тӗнчере пулса иртекен ӗҫсене пӗлсе ҫитереймест. Этем темӗн чухлӗ тӑрӑшса тӗпчесессӗн те ҫавна пӗлсе ҫитеймест; эхер пӗр-пӗр ӑсчах «эпӗ пӗлетӗп» тесессӗн те, вӑл ҫавна пӗлсе ҫитереймест.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех