Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑштарма (тĕпĕ: улӑштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Станцӑна ҫитсессӗн, эпӗ чи малтанах часрах тумтире улӑштарма тытӑнтӑм, унтан чей пама ыйтрӑм.

По приезде на станцию, первая забота была поскорее переодеться, вторая спросить себе чаю.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Аса илтеретпӗр, 2013-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Мускавӑн ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ администраци округӗн тӳрисем ют патшалӑх мигранчӗсене хамӑр ҫынсемпе, ҫав шутра Чӑваш Ен ҫыннисемпе, улӑштарма шут тытнӑ.

Напомним, в сентябре 2013 года власти Северо-Западного административного округа Москвы заявили о намерении вытеснить иностранных мигрантов жителями российских регионов, в том числе Чувашии.

Мускав хуралҫи: "Чӑвашсем уйӑхне 8 пиншӗн те ӗҫлеме хатӗр" // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

1) 1 статьян 2-мӗш пункчӗн иккӗмӗш абзацне ҫакӑн пек ҫырса хурас: «Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ налуксемпе тӳлевсем ҫинчен калакан саккунсемпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче хӑйӗн тивӗҫӗсен шайӗнче налуксемпе тӳлевсем ҫинчен калакан саккунсене улӑштарма е хушса хума пултарайман нормативлӑ право акчӗсем кӑларать.»;

1) абзац второй пункта 2 статьи 1 изложить в следующей редакции: «Кабинет Министров Чувашской Республики в предусмотренных законодательством о налогах и сборах случаях издает в пределах своей компетенции нормативные правовые акты, которые не могут изменять или дополнять законодательство о налогах и сборах.»;

Чӑваш Республикин "Раҫҫей Федерацийӗн налуксемпе тӳлевсем ҫинчен калакан саккунӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсене шанса панӑ налук йӗркелӗвӗн Чӑваш Республикинчи ыйтӑвӗсем ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин "Раҫҫей Федерацийӗн налуксемпе тӳлевсем ҫинчен калакан саккунӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсене шанса панӑ налук йӗркелӗвӗн Чӑваш Республикинчи ыйтӑвӗсем ҫинчен" саккунне улшӑнуcем кӗртесси ҫинчен" саккунӗн 2 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №48 от 15 сентября 2018 г.

Порталти ГИБДД уйрӑмӗнче, сӑмахран, гражданин транспорт хатӗрне регистрацилеме, ҫавӑн пекех водитель удостоверенине илме е улӑштарма хӑйне меллӗ вӑхӑта ҫырӑнма пултарать.

В отделе ГИБДД портала, к примеру, гражданин может зарегистрировать транспорт, также можно получить водительское удостоверение или записаться на замену в удобное время.

Ҫӑмӑл мелпе // А.ИРБИТСКИЙ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

— Ку стенда улӑштарма вӑхӑт ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Иртсе пыракан кашни арҫын ачанах чара-чара тӑратса вӑл хӑйӗн пуянлӑхӗпе тӗрлӗ тӗслӗ билетсем улӑштарма сӗнчӗ.

Он подстерегал подходивших мальчиков и покупал у них билетики разных цветов.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗсенче тӑрӑшакан тренерсене ӗҫшӗн тӳлессине улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ, вӗсен ӗҫ укҫи ӗҫ кӑтартӑвӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑнса тӑмалла.

Явственно назрела необходимость изменить подходы к оплате труда тренеров ДЮСШ, чтобы она непосредственно зависела от результатов их труда.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Троллейбуссене тивмӗпӗр, вӗсен ҫулне тем тесен те хӑвӑрт улӑштарма май ҫук, ҫавӑнпа сӑмах автобуссемпе маршруткӑсем ҫинчен.

Троллейбусы не будет трогать, их путь как ни пытайся быстро изменить нельзя, поэтому речь об автобусах и маршрутках.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Хӑйӗнчен ирӗк ыйтса вӑл ҫук чухне хваттере темиҫе те кӗрсе тухма тиврӗ: ваннӑйри крана улӑштарма, хӗл умӗн чӳрече каррисене, кантӑксене ҫуса тасатма.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Унсӑр пуҫне нимӗҫ пӑрҫинче нимӗнпе те улӑштарма ҫук аминойӳҫексем, клетчатка, пектин, С, В витаминсем, каротин нумай.

Куҫарса пулӑш

Кашниех витаминсемпе пуян // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,03.

Эпир шанатпӑр: Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн пуҫарӑвӗсем демографи лару-тӑрӑвне тӗпрен улӑштарма май парӗҫ.

Мы уверены, что инициативы Президента Российской Федерации позволят кардинально изменить демографическую ситуацию.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫакӑ хӑйне улӑштарма пултарасран хӑрать.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ӑна кирлӗ пулсан сӳтсе улӑштарма та пулать.

Куҫарса пулӑш

Ванна пӳлӗмӗ йӗркелер-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Управляющи компание ҫулленех улӑштарма ирӗк пур — кун пек чухне укҫана тепӗр ҫулхи пӗрремӗш кварталта куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Страховщика вӑхӑт ҫитмесӗрех улӑштарма ыйтса кӑҫал заявлени парсан 2016 ҫулшӑн тивекен инвестици тупӑшӗ сахалланать.

Куҫарса пулӑш

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫав укҫа хамӑрӑн районах таврӑнчӗ, ӑна шкулсене тирпей-илем кӗртнӗ ҫӗре тӑкаклӑпӑр - картасем тытма, чӳречесем улӑштарма, кухня валли оборудовани туянма тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Унпа килӗшӳллӗн Комсомольски ялӗнчи Антонов микрорайонӗнчи 6 тата 7-мӗш ҫуртсен ҫивиттийӗсене улӑштарма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен ҫивиттийӗсене улӑштарӗҫ // Л.ГЕОРГИЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Эпӗ еплерех ҫуннине, асапланнине пачах туймарӗҫ кунпа ҫӗр — пӗр-пӗрне улӑштарма пачах васкамарӗҫ.

Как я переживал, мучился, так и не поняли день и ночь - друг друга сменять не торопились.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Вӑрринче белок 20 процента яхӑн, ҫав шута нимӗнпе те улӑштарма ҫук аминойӳҫексем кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк хӗвеле аса илтерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Пӗррехинче амӑшӗ хула ҫывӑхӗнчи яла япалапа ҫимелли улӑштарма кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех