Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫӑмӑл мелпе

Автор: А.ИРБИТСКИЙ

Ҫӑлкуҫ: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Хушнӑ: 2019.07.25 01:46

Пуплевӗш: 9; Сӑмах: 117

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Техника

Патшалӑх тивӗҫтерӗвӗсен сайтӗнче (www.gosuslugi) электронлӑ майпа заявлени хӑварма ҫӑмӑл.

Килтен тухмасӑрах компьютер, планшет е телефон урлӑ «Уйрӑм кабинета» кӗмелле кӑна. Кунта регистрациленме паспорт даннӑйӗсем, СНИЛС тата мобильлӗ телефон номерӗсем е электронлӑ почта адресӗ кирлӗ.

Порталти ГИБДД уйрӑмӗнче, сӑмахран, гражданин транспорт хатӗрне регистрацилеме, ҫавӑн пекех водитель удостоверенине илме е улӑштарма хӑйне меллӗ вӑхӑта ҫырӑнма пултарать.

Патшалӑх тивӗҫтерӗвӗсен тулли переченӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн http://гибдд.рф официаллӑ сайтӗнче пур. Кунтах – инспекцин подразделенийӗсен ӗҫ графикӗ те, ҫыхӑнмалли телефон номерӗсем тата патшалӑх пошлинине тӳлемелли банк реквизичӗсем те.

Тивӗҫтерӗве суйланӑ хыҫҫӑн сирӗн заявлени йӗркисене ҫырса тултармалла, инспекцие килме меллӗ куна тата вӑхӑта кӑтартмалла.

«Вурнарский» пайӑн ГИБДД уйрӑмӗ аса илтерет: сайтра регистрациленнисем патшалӑх пошлинине 30 процентлӑ ҫӑмӑллӑхпа тӳлеҫҫӗ.

А.ИРБИТСКИЙ, полицин «Вурнарский» пайӗн ГИБДД уйрӑмӗн РЭГ аслӑ инспекторӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех