Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхтамасӑр (тĕпĕ: тӑхта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫара урисем ҫине сивӗ шыв тӑка-тӑка, ачасем картишнелле чупса кӗреҫҫӗ те, витресене юман каткана пушатса, пӗр тӑхтамасӑр каллех пусӑ патнелле ыткӑнаҫҫӗ.

Обливая холодной водой босые ноги, мальчишки мчались во двор, опрокидывали ведра в дубовую кадку и, не задерживаясь, неслись обратно к колодцу.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Хӑйӗн пурлӑхӗн пысӑк пайне тӑхтамасӑр сутса ярса темиҫе пин дукат пухрӗ те инҫе ҫулҫӳреве — Тухӑҫа тухса кайрӗ.

Немедленно продал он большую часть своего имущества — и, собрав несколько тысяч дукатов, отправился в дальнее путешествие на Восток.

II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Ҫак килте ун валли ҫӗвӗ ҫӗлемелли тупӑнчӗ те, ӗҫшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ старик ним тӑхтамасӑр чӳрече патне вырнаҫса ларчӗ, кантра татӑкӗпе ҫыхнӑ куҫлӑхпа хачӑ кӑларса, хӑпӑл-хапӑл темле ҫӗтӗк-ҫатӑка сӳтме тытӑнчӗ.

В доме нашлась для него портняжная работа, и наскучавший по делу старик живо примостился у окошка, достал ножницы и связанные веревочкой очки, проворно начал распарывать ка-кую-то ветошь.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Батареецсем пристаньте черет тӑни ҫинчен пӗлсен, вӑл пӗр тӑхтамасӑр пуҫтарӑнма тытӑнчӗ: аялтан тӑхӑнмалли кӗпи-йӗмне, запас шӑлаварӗпе гимнастеркине кутамккана майласа чикрӗ, ҫӑкӑр хучӗ те васкасах сывпуллашрӗ.

Узнав, что батарейцы стояли в очереди, ожидая погрузки, он тотчас же стал собираться: сложил в вещевой мешок белье, запасные шаровары, гимнастерку, положил хлеб и попрощался.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий килтен те тухса курманччӗ-ха, хутор атаманӗ ав станица атаманӗ Мелехов сотника пӗр тӑхтамасӑр сывлӑхне тӗрӗслеттерме врачсен комиссине каймалли ҫинчен пӗлтерме хушнӑ хута илсе те пычӗ.

Григорий еще не выходил из дома, а уж хуторской атаман принес распоряжение станичного атамана, предписывавшее уведомить сотника Мелехова о незамедлительной явке на врачебную комиссию для переосвидетельствования.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Акӑ мӗн, станичниксем: кайса калӑр хӑвӑрӑн начальниксене: утлӑ ҫара пӗр минут тӑхтамасӑр ку енне каҫарса килччӗр.

Так вот что, станичники, ступайте и передайте вашим начальникам, чтобы конные части, не медля ни минуты, переправлялись на эту сторону.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кудинов сире пӗр тӑхтамасӑр унта кайтӑр тесе калама хушрӗ.

Кудинов, на словах, велел вам зараз же поспешать туда.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Пӗр тӑхтамасӑр»!

«Безотлагательно»!

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кунта ҫырнӑ акӑ: «Арженовскинче Ҫирӗм иккӗмӗш полк командирӗн распоряженине куҫмалла. Пӗр тӑхтамасӑр каялла таврӑнмалла», — тенӗ.

— А вот тут прописано: «В Арженовской поступить в распоряжение командира Двадцать второго полка. Двигаться безотлагательно».

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чернецова ӑна, революци сучӗпе суд туса, ним тӑхтамасӑр персе пӑрахмалла.

Революционным судом Чернецова судить и без промедления наказать.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Революци ячӗпе пӗр тӑхтамасӑр пурнӑҫлама хушатӑп!..

Именем революции приказываю немедленно подчиниться!..

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑй пуҫарнӑ пӑлхава хутшӑнтарнӑ офицерсен ҫемйисене пулӑшма ыйтса, Корнилов Мускавпа Петроградри банкирсем патне хӑтӑруллӑ ҫырусем ҫырать; лешсем, хӑйсен киревсӗр ӗҫӗсем тӑрӑ шыв ҫине тухса инкек курасран сехӗрленнипе, ним тӑхтамасӑр темиҫешер пин тенкӗ укҫа куҫара-куҫара параҫҫӗ.

За помощью для семей офицеров — участников корниловского выступления — Корнилов обратился с письмом весьма резкого содержания к крупным банкирам Москвы и Петрограда; те не замедлили выслать несколько десятков тысяч рублей, опасаясь невыгодных для себя разоблачений.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Июнӗн 3-мӗшӗнче — приказ: «Пӗр минут тӑхтамасӑр ҫула тухмалла».

Третьего июня — приказ: «не медля ни минуты — выступать».

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сасартӑк, тӗттӗм каҫра ҫутӑ йӑлтӑрса кайнӑ пек: тарас, крепоҫран пӗр тӑхтамасӑр тарас! текен шухӑш чупса! иртет.

И вдруг, как вспых среди ночи: бежать, немедля бежать из крепости!

«Тимлӗ сӑна! Тимлӗ итле!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Анчах ӑна ҫавӑнтах тепӗр ӗҫ, ҫийӗнчех, пӗр тӑхтамасӑр тумалли ӗҫ тыткӑна илчӗ.

Но тут ему пришлось незамедлительно задуматься о другом деле.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Давыдов, пӗр тӑхтамасӑр: — Пирӗн, Макар, кунтан ним те тухмасть: манӑн ҫураҫнӑ хӗр пур, Миллеровӑна ҫӑвӑнпа кайрӑм та эпӗ, — терӗ.

Давыдов не замедлил с ответом: — Ничего у нас, Макар, из этой затеи не выйдет: невеста у меня есть, потому и ездил в Миллерово.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Дубцов вара халех, пӗр тӑхтамасӑр, ҫутӑласса кӗтсе тӑмасӑр, виҫҫӗмӗш бригадӑран вӑкӑрсемпе плугсем апат тӗлне илсе килес тата ӗҫлеме юратакан плугарьсене Любишкинпа пӗрле хӑй суйласа илес тесе, хутора кайма пулчӗ.

А Дубцов вызвался сейчас же, не медля, не дожидаясь рассвета, идти в хутор, чтобы к обеду пригнать из третьей бригады быков с плугами и самому вместе с Любишкиным отобрать наиболее работящих плугатарей.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпир халех, нимӗн тӑхтамасӑр тухса утас терӗмӗр.

Мы решили немедленно выдвигаться.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Асӑрхаттарни. Ҫак статья положенийӗсем право йӗркине пӑснине чарса лартас, аварие, ҫут ҫанталӑк алхасӑвне, чрезвычайлӑ ытти лару-тӑрӑва пула сиксе тухнӑ инкеке сирес тата ун сиенне пӗтерес, граждансен харкам хӑй тата обществӑлла хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтернипе е тата халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене тивӗҫтерекен объекчӗсем ӗҫленипе ҫыхӑннӑ пӗр тӑхтамасӑр пурнӑҫламалли ӗҫсене тӑвас тӗллевпе юридически сӑпатсем тата граждансем пурнӑҫлакан ӗҫсене пырса тивмеҫҫӗ.»;

Примечание. Положения настоящей статьи не распространяются на действия юридических лиц и граждан, направленные на предотвращение правонарушений, предотвращение и ликвидацию последствий аварий, стихийных бедствий, иных чрезвычайных ситуаций, выполнение неотложных работ, связанных с обеспечением личной и общественной безопасности граждан либо функционированием объектов жизнеобеспечения населения.»;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №49 от 10 июля 2019 г.

Халех мӗн те пулин тӑвас пулать, пӗр ҫекунт та тӑхтамасӑр, халех!

Что-то надо сделать, сию же минуту!

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех