Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №49 от 10 июля 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.13 07:59

Пуплевӗш: 14; Сӑмах: 316

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Криминал

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен» 2003 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 22 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2003, 55 №; 2005, 62, 64, 65 №-сем; 2006, 69, 72 №-сем; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 75, 77, 78 №-сем; 2009, 81, 82 №-сем; 2010, 84, 86 №-сем; 2011, 88–91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94, 96 №-cем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7, 12 №-сем; 2014, 3, 6, 9, 11, 12 №-сем; 2015, 6, 10 №-сем; 2016, 3, 4, 10, 11 №-сем; 2017, 2–4, 7, 11 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗ; 2018, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗ; 2019, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) III сыпӑка ҫакӑн пек ҫырса 108 статья хушса хурас:

«108 статья. Халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисенче вырнаҫнӑ симӗслетнӗ тата ытти территорисенче транспорт хатӗрӗсене вырнаҫтарасси

1. Халӑх пурӑнакан вырӑнсен чиккисенче вырнаҫнӑ территорисенче (газонсем, чечек лаптӑкӗсем ҫинче тата курӑклӑ ытти территорисенче), ача-пӑча тата спорт площадкисенче, чӗр чунсене уҫӑлтармалли лаптӑксем ҫинче транспорт хатӗрӗсене Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхӗсен территорисене тирпей-илем кӗртмелли правилисемпе палӑртнӑ требованисене пӑсса вырнаҫтарнӑшӑн – асӑрхаттараҫҫӗ е граждансене – пӗр пин тенкӗрен пуҫласа икӗ пин тенкӗ таран; должноҫри ҫынсене – икӗ пин тенкӗрен пуҫласа пилӗк пин тенкӗ таран; юридически сӑпатсене пилӗк пин тенкӗрен пуҫласа ҫирӗм пин тенкӗ таран административлӑ штраф тӳлеттереҫҫӗ.

2. Ҫак статьян 1-мӗш пайӗпе пӑхса хӑварнӑ административлӑ правӑна ҫулталӑк хушшинче тепӗр хут пӑснӑшӑн – граждансене – икӗ пин тенкӗрен пуҫласа пилӗк пин тенкӗ таран; должноҫри ҫынсене – виҫӗ пин тенкӗрен пуҫласа ҫичӗ пин тенкӗ таран; юридически сӑпатсене ҫирӗм пин тенкӗрен пуҫласа аллӑ пин тенкӗ таран административлӑ штраф тӳлеттереҫҫӗ.

Асӑрхаттарни. Ҫак статья положенийӗсем право йӗркине пӑснине чарса лартас, аварие, ҫут ҫанталӑк алхасӑвне, чрезвычайлӑ ытти лару-тӑрӑва пула сиксе тухнӑ инкеке сирес тата ун сиенне пӗтерес, граждансен харкам хӑй тата обществӑлла хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтернипе е тата халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене тивӗҫтерекен объекчӗсем ӗҫленипе ҫыхӑннӑ пӗр тӑхтамасӑр пурнӑҫламалли ӗҫсене тӑвас тӗллевпе юридически сӑпатсем тата граждансем пурнӑҫлакан ӗҫсене пырса тивмеҫҫӗ.»;

2) 33 статьян 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗн пӗрремӗш абзацне «107,» цифрӑсем хыҫҫӑн «108,» цифрӑсем хушса хурас;

3) 34 статьян 2-мӗш пайӗн пӗрремӗш абзацне «107,» цифрӑсем хыҫҫӑн «108,» цифрӑсем хушса хурас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех