Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗслӗхрен, турилкке сене ӳкерсе илемлетесси, пуканесем хатӗрлесси, тӑмран, ҫӑкӑр ҫемҫинчен тем те пӗр ӑсталасси, хальхи дизайн стилӗсемпе паллаштарасси.
Тӗллев — чи лайӑххи пуласси // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.
Тепӗр сехетрен вара, слободара хӑй ҫутисем курӑнма пуҫласан, Григорий Шурӑ Тӑмран Новопокровски еннелле кайма тухрӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пире те тӑмран туман, дивизи ертсе пыратпӑр.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ватӑлас енне сулӑннӑ калмӑк хапха умӗнче ӗҫсӗр аптӑраса тӑракан ординарецсем патне пычӗ, учӗ ҫинчен анчӗ те тӑмран йӑваласа тунӑ чӗлӗмне кӗсйине чиксе хучӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Нимех те мар, Ванюша, тӑмран туман пире! —
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Икӗ хӗрарӑм тӑмран тунӑ пӳрте шуратнӑ.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ну, калӑпӑр, эпир кирпӗч заводне юсӑпӑр, кирпӗч рулӗ пирӗн, хӑшне-пӗрне хӑва авса тӑмран тӑвӑпӑр, анчах йывӑҫ кирлӗ.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Килкартинче тачанка тӑрать, вӑл ҫара пылчӑк рессорӗсем те, ураписем те, тӗнӗлӗ те, ҫуначӗсем те тӑмран тунӑ пекех туйӑнаҫҫӗ.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чӳрече саккисем ҫинче ҫеҫ мар, тӑмран ҫапса тунӑ урайӗнче те, сӗтел ҫинче те, тенкел ҫинче те чӗрӗ курӑк выртнӑран, пӳртре тин ҫулса тӑкнӑ улӑх шӑрши кӗрет.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Нӳрелсе кайнӑ тӑмран чӗрӗ те йывӑр шӑршӑ кӗрет.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Наталья, аслашшӗ алли ҫинчи юн тымарӗсен эрмешки ҫине пӑхса, ҫакна аса илчӗ: картишӗнче пусӑ (ҫӑл) алтатчӗҫ те Наталья — вӑл ун чухне ача кӑначчӗ — патьепе нӳрӗ тӑм ӑсса кӑларса, ҫав тӑмран йывӑр пуканесем, хуҫӑлса ӳкекен мӑйракаллӑ ӗне кӗлеткисем тӑватчӗ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑй тӑмран тунӑ ҫын кӗлетки пекех шуралса кайнӑскер, шӑпланса выртрӗ.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Вӑл плац варринелле кӑтартрӗ, унта чӗрӗ тӑмран ҫын кӗлетки евӗр тукаланӑ катемпи тӑрать, анчах алли те, ури те ҫук.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Паллах, чӗлӗм ытла илемлех тухмарӗ, эпӗ ӑна, ытти савӑт-сапана тунӑ пекех, тӑмран йӑвалакаласа турӑм та вутта пӑрахса хӗртрӗм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пӗррехинче эпӗ тӑмран чӗлӗм турӑм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ тата тӑмран савӑт-сапа тӑвас ӗҫре те (кӗтмен ҫӗртенех!) пысӑк ҫитӗнӳсем турӑм: чӳлмексене ҫавӑрса тумалли кӑлтӑрмачлӑ станок шухӑшласа кӑлартӑм; ҫакӑн хыҫҫӑн манӑн ӗҫсем лайӑхрах пулса пычӗҫ; халӗ ӗнтӗ эпӗ тӑвакан савӑт-сапа илемсӗр мар, пит лайӑх пулса тухать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ тӑмран тирӗк евӗрлӗ сарлака та ӑшӑх савӑтсем турӑм, вӗсене кӑвар ҫине хурса лайӑх хӗртрӗм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тӑмран тунӑ пысӑк чӳлмексем манӑн чӳлмек майлах пулаймарӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫапла нумай аппаланнӑ хыҫҫӑн та эпӗ тӑмран икӗ кӑнттам чӳлмек ҫеҫ тукаларӑм, вӗсене, тӗрӗссипе каласан, чӳлмек теме те май ҫук.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тӑмран мӗнле майпа савӑт-сапа тӑвасси пирки пуҫа ҫӗмӗреттӗм.Давно уже я ломал голову над тем, как изготовить глиняную посуду.