Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр каҫиччен ҫунӑ шурӑ юр ҫав тери ҫемҫе, тӑмран йӑваласа тунӑ пекех, унтан темӗн те йӑваласа тума пулать.

Снег, нападавший за ночь, был такой мягкий, что из него можно было лепить, как из глины.

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Тӑмран тунӑ кӑмкан катӑкӗ.

Обломок глиняного умывальника.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Тӑмран тунӑ пӗчӗк пӳрт пеккисем те хамӑрӑн мар…

Даже глиняные лачуги, что мы строили, и те не наши…

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тӑмран тунӑ пӗчӗк пӳртсем ҫийӗнче шупка тӗтӗм йӑсӑрланать.

Над глинобитными лачугами курился сероватый дымок.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпир пырса кӗнӗ начар пӳрте тӑмран ҫыпӑҫтаркаласа тунӑ.

Плохая изба, в которую мы вошли, была слеплена из глины.

Калаҫу // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ку тӑмран тунӑ тамӑк.

Это глиняный ад.

Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Тепӗр кун ирхине вара рабочисен кварталӗнчи тӑмран тунӑ лутра ҫуртсенче пултӑмӑр.

На другой день мы были в рабочем квартале среди грязных глиняных жилищ.

«Хамӑр вӑхӑтри чаплӑ тӗлӗнтерӳҫӗ» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Улӑм тӑрӑллӑ лупассем, тӑмран тунӑ хӳмесем, тӗлӗнмелле колоннӑсем, тухса тӑракан балконсем, башньӑсем, ӳплесем, аркӑсем, пӗчӗк пӳртсем, минаретсем, мечетьсем бархат евӗрлӗ тӳпенелле кармашакан пысӑк йывӑҫсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ; тӳпери ҫӑлтӑрсем вара хамӑр енчи пек мар йӑлкӑшаҫҫӗ.

Где соломенные навесы, глиняные стены, причудливые колонны, выступы балконов, башенки, шалаши, арки, хижины, минареты, мечети сливались с огромными деревьями, уходящими темными кронами в бархатное небо, на котором горели звезды, не похожие на наши.

Ҫӗрле Лахор хулине пырса кӗни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Асанне: ку ҫуртсене тӑмран тунӑ та хӑмӑшпа витнӗ, — терӗ.

Бабушка сказала, что домики из глины сделаны, а крыши из камыша.

Пулӑ тытнӑ ҫӗре ҫитрӗмӗр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ансӑр урамсем варринче тула тухмалли усал шӑршлӑ вырӑнсем тӑраҫҫӗ, ҫавӑнтах ҫулла валли харпӑр хӑй тунӑ кухньӑсем, тӑмран ҫапса тунӑ, ҫиелтен тутӑхнӑ тимӗр листисемпе е лаптак чулсемпе витнӗ лаҫсем.

Саманные лачуги покрыты ржавыми листами железа и обломками прогнивших досок, всюду торчали отхожие места вперемежку с летними кухнями, валялись на дороге дохлые собаки и кошки.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пӗр пӳрте те паллама ҫук: пӗрне шуратнӑ та вӑл чечекленекен улмуҫҫипе пӗр тӗслӗ пулса ларнӑ; теприн тӑрринче курӑк ешерет, ҫавӑн пирки тӑмран ҫапса тунӑ пӳрт мӑкпа витӗннӑ чул пек пулса ларнӑ.

Ни одной хатки не узнать: ту побелили, и она слилась с пышной кроной цветущей яблоньки; у той зазеленела трава на крыше, и мазанка стала похожа на камень, поросший мхом.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ку белофинсен тиллисем питӗ чее, анчах та пире те тӑмран туман.

Эти белофинские лисицы очень хитры, да ведь и мы не из каши сделаны.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Пуҫне ҫӑлтӑрсен кӑшӑлӗ ункӑланӑ, ҫак кӑшӑл ҫамки ҫийӗн ҫинҫе параболӑна куҫать; ун ӑшӗнче — икӗ шарик: рубин тӗсли тата тӑмран тунӑ хӗрлӗ кирпӗч тӗслӗскер.

Голову обхватывал золотой обруч из звёзд, надо лбом он переходил в тонкую параболу, внутри её заключалось два шарика: рубиновый и красновато-кирпичный, глиняный.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗр аллинче вӑл шурӑ тӑмран тунӑ кофейник, тепӗр аллинче печенипе тултарнӑ карҫинка тытса тухрӗ.

В одной руке она держала фарфоровый кофейник, в другой — корзиночку с печеньем.

Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Слободари ҫуртсене тӑмран шӑлса тунӑ, тӑррисене хӑмӑшпа е улӑмпа витнӗ.

своими глинобитными домиками, крытыми камышом и соломой.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫак тӳремлӗхре пурӑнакан ҫынсем чӑн-чӑн чулсене курмаҫҫӗ, тӑмран ҫӑрса, кӑмакара хӗртнӗ кирпӗчсемпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ.

Население этих равнин не видит даже естественных камней, а встречается только с кирпичом, сделанным из глины и обожжённым в печах.

1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Пӗр тенкӗлӗх хут укҫа пур пулсан, — ӑна йывӑҫран та, тӑмран та тума пулатех.

Бумажный рубль есть, значит и — деревянный али глиняный можно сделать.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Тӳрех, каларӑшле, ӑнман тӑмран пуҫланчӗ ку хулара.

Нам в этом городе сразу же не повезло.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Вӑл тӑмран, юнланнӑ татӑк-кӗсӗксенчен тата кашнине пӗр тӗрлӗ сӑн ӳкнӗ сарӑ вилесенчен тӑракан ҫӑрӑлчӑк евӗр.

Смесь глины, кровавого тряпья и замерших в различных позах желтых трупов.

XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Турӑ — вӑл тӑмран ҫыпӑҫтарса тунӑ кӗлетке, ӑна мӑлатукпа ҫапса салатма та пулать.

Бог — это глиняная фигура, которую можно разбить молотком.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех