Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туянса (тĕпĕ: туян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӗннине туянса патӑмӑр сана, — терӗ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Чылайӑшне пасарта туянса астивме пулать-ха паллах.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхен // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Шупашкар, Канаш, Патӑрьел районӗсенче хресченсенчен ҫӗрулми туянса пухакан, суту-илӗве вырнаҫтаракан логистика центрӗ йӗркелесчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Вӗсенчен курттӑммӑн туянса лавккасем патне ҫитерекен пайтаҫӑсем уйра пӗчӗк хакпах туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫӗрулми анине улӑштарсан, сывӑ вӑрлӑх туянса лартсан нематода чирӗ сарӑлаймасть.

Куҫарса пулӑш

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Учительсем кӗпе тӑхӑнтартатчӗҫ, ҫӑпата туянса паратчӗҫ.

Учителя на меня платья надевали, лапти покупали.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Апла пулин те пӗчӗкшерӗн чул туянса картише купаласа пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Сире валли мӗн те пулин туянса килмелле мар-и?

Купить вам что-нибудь?

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

«Пӗлтӗр районта 1300 т вӑрлӑхлӑх тырӑ туса илнӗ, 600 т кӑна вырӑнти хуҫалӑхсем туянчӗҫ. Аякран туянса килнӗ вӑрлӑх яланах пахалӑхлӑ пулмасан та пултарать, кӑҫалхи тӗрӗслев вӗсен шӑтаслӑхӗ начар пулнине кӑтартса пачӗ. Хуҫалӑхсен пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлма тӑрӑшмалла», – терӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне палӑртса.

"В прошлом году получили 1300 т зерна на семена, местные предприятия только 600 т купили. Купленные в стороне семена не всегда бывает качественными, проверка этого года показала их низкую всхожесть. Предприятиям надо стараться договориться между собой", - поделился он своим мнением.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Вара апат-ҫимӗҫ, куллен кирлӗ ытти япала туянса патӑм.

Тогда купила ему продукты, повседневные вещи.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ҫав укҫапа ачасене тумтир, ытти япала туянса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Эпӗ ҫак тапхӑрта авланма, мӑшӑрпа икӗ ывӑл ӳстерме, хваттерлӗ пулма, Чантӑр ялӗнче ҫӗр лаптӑкӗ туянса икӗ хутлӑ ҫурт хӑпартма ӗлкӗртӗм.

За это время я успел жениться, вырастить супругой двоих сыновей, получить квартиру, построить на выделенной земле около Чандрово свой двухэтажный дом.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫурмалли йывӑҫне чылай маларах туянса хума тӑрӑшать.

Лес под пиломатериал старается закупить заранее.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Есенийӑна пианино туянса патӑмӑр.

Есении купили пианино.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пытармӑпӑр: ачасем унӑн анлӑшӗнче вӑрах ларма хӑнӑхнинче ашшӗ-амӑшӗн те айӑпӗ пур: вӗсене хаклӑ телефон, айфон, планшет, ноутбук ют кукка туянса памасть вӗт.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вунвиҫҫӗн вӗсем, 80 ҫултан иртнӗ, хӑйсем тӗллӗн пурнӑҫа тытса пыма кансӗр тата сусӑр ватӑсене, 83 ҫынна, хӑйсен хӳттине илнӗскерсем: апат-ҫимӗҫ, сиплев хатӗрӗсем туянса параҫҫӗ, кил-тӗрӗшри ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ, кирлӗ-тӗк тухтӑрсене чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӑл кредитпа «Звезда» колхозран юлнӑ кӗлет-склада, выльӑх фермине туянса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

С.Чернуха фермер вир ҫеҫ акрӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Асӑннӑ укҫапа сӑрӑ туянса ҫӑва пӳртне сӑрласа илемлӗ сӑн кӗртрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Комбинатӑн теплицинче хӗлӗпех ӳстерекен симӗс сухана та лавккасенче хӑвӑрт туянса пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Вара апат-ҫимӗҫе пӗр эрнелӗх туянса юлатпӑр.

Тогда продуктами закупаемся на неделю.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех