Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туянса (тĕпĕ: туян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килти сыра пӗрре туянса, тутанса курнӑ ҫынсем татах та татах заказ параҫҫӗ, хӑшӗсем килне пырсах илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтех сыр пӗҫерет // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d0%ba%d0%b ... %b5%d1%82/

Ӗнесем туянса ӗҫе йӗркелесе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Килтех сыр пӗҫерет // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d0%ba%d0%b ... %b5%d1%82/

Пур-ҫук укҫана веҫ пӗтертӗм ӑна туянса.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ун пирки канӑҫсӑрланма кирлӗ мар, манӑн хамӑн та хваттер пур кунта, унта ывӑлӑм пурӑнать, хӗрӗме вара ҫӗнӗ хваттер туянса патӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Эс мана, мӗн, тӗрлӗ илемлӗ япала, капӑр ҫи-пуҫ туянса, укҫана сулахаялла та сылтӑмалла тӑкаклакан мимесӗр тетте тесе шутланӑ-и?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫавна май хӑйне шанса панӑ укҫана тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗ мар япала туянса юлашки пур таранах хӑвӑрт салатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ӗне илме укҫа ҫитменрен пасартан чӑкӑт туянса килетчӗ те пире пӗр пек валеҫсе паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

Кашнинех пӗрер шӑхличӗпе пӑшал туянса памаллаччӗ пуль те, нухрачӗ ҫичӗ чул айӗнче выртни, вӑл хӗсӗкки пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Сана хам туянса парап лайӑхраххине.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Павӑл темле капашсӑр пысӑк, тӗрлӗ тӗслӗ кӑтартакан телевизор туянса лартрӗ те: «Акӑ — сана театр! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тепӗртакран, ҫӑкӑр туянса, Юкур та сулланса тухать урама, магазин хыҫӗнче тӑнӑ машини патнелле ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Техника туянса курнӑ тӑкакӑн 40% килес ҫул та саплаштарма, лимита пӑxca бюджетран укҫa хушса уйӑрма шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян Шупашкарта - Хресчен уявӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/payan-shupashkar ... chen-uyave

— Иккӗ тан туянса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑл пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерме ятарлӑ комплектсем туянса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ӗҫнемӗн ачаран хӑнӑхса ӳсӗҫ // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/04/26/ce%d1%80- ... y%d1%81ec/

Зоя ашшӗ ӑна темӗнле итальянецран туянса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Аҫу валли лаша туянса хӑвар…»

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Киоскра чечек ҫыххи туянса, вӑл урӑх иккӗленсе тӑмасӑрах, Светлана пурӑнакан хваттер еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӳрех вунӑ муниципалитетра ролл-матсем туянса хунӑ.

Сразу в 10 муниципалитетах закупили ролл-маты.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Анчах ҫакна тума пит ҫӑмӑл мар иккен, кун пирки маларах шутласа абонементсем туянса хумасан «кая юлсан каю шӑтать» пулса тухӗ.

Куҫарса пулӑш

Февралӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра «Ҫемье абонеменчӗ» проект хута кайрӗ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -xuta-kair

Ӗне укҫипе «культурӑллӑ» пурӑнма кирлӗ хатӗрсем: гармонь, пальто, часы туянса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех