Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туссем (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитменнине тата тахҫанхи туссем эпир, ҫавӑнпа эсӗ манран, манӑн критикӑпа самокритикӑран хытӑ сыхлан!

И давние мы друзья, так что ты окончательно берегись меня и моей критики и самокритики!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗрсе кайсан, эпӗ пуҫтах ҫын, камӑн-камӑн, санӑн вара пӗлмеллех ҫакна, эпир санпа вӑрттӑн туссем вет-ха, ҫакна пӗтӗм хутор пӗлет.

Я отчаянный, когда разойдусь, уж кому-кому, а тебе бы это надо знать и разуметь, ить мы же с тобой темные друзья, весь хутор про это знает.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпир унпа вӑрттӑн туссем пулсан та, кунта ӗнтӗ эпӗ ҫилленсе кайрӑм.

Тут уж я осерчал на него, хотя мы с ним и темные друзья.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Сан шутупа, ӑслӑ ҫын, хӑш чух туссем те переҫҫӗ-и?

«А по тебе, умник, иной раз и друзья стреляли?

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Манӑн туссем ҫук, шыв турттараканӑн хӗрӗ пӗр Катька пур та, ӑна та ман пата килнӗшӗн амӑшӗ хӗнет…

У меня — нету товарищей, одна Катька водовозова, так ее мать бьет за то, что она ко мне ходит…

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Туссем виҫӗ хутчен чаплаттарса чуптунӑ, унтая хаваслӑхпа пӑчӑртанса тухнӑ куҫҫуллӗ куҫӗсемпе пӗр-пӗрин ҫине шӑтарас пек пӑхнӑ.

Приятели троекратно облобызались и устремили друг на друга глаза, полные слез.

Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.

Чӑвашсем унта хутшӑнса пурнӑҫри тӗрекне шыраҫҫӗ, туссем, ҫӗнӗ тӗллевсем тупаҫҫӗ, ҫӗнӗ, чӑвашла ятсем илеҫҫӗ, – терӗ мероприятие уҫнӑ май ҫулҫӳревсене йӗркелекенӗ, Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков.

Куҫарса пулӑш

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Эпӗ ӗнтӗ иксӗмӗр пачах туссем пулса кайнӑ тесе шутласа тӑраттӑмччӗ.

А я было думал, что мы с тобой совсем друзьями стали.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Хисеплӗ юлташсем тата туссем, эп тинӗс ӗҫӗпе пурӑнма пуҫланӑранпа 60 ҫула яхӑн.

— Дорогие товарищи и друзья, почти шестьдесят лет я служу любимому морскому делу.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Эпир унпа ӗмӗрлӗх туссем пулса тӑтӑмӑр.

— Мы ведь стали друзьями на всю жизнь.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Туссем ҫыру сӗтелӗ хушшине вырнаҫса ларса флотри ӗҫ-пуҫа сӳтсе явнӑ.

Друзья усаживаются за письменный стол, беседуют о задачах, стоящих перед флотом.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӗренсе ывӑннӑ хыҫҫӑн туссем хулана тухаҫҫӗ.

Позанимавшись, друзья уходили бродить по городу.

Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Манӑн халӗ чӑн-чӑн туссем пур: Женя тата эсӗ.

— А главное, у меня теперь есть настоящие друзья: Женя и ты.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Туссем пуҫӗсене пӑркаласа иллюминатор шырарӗҫ.

Восьмиклассники завертели головами, пытаясь найти иллюминатор

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Хамӑр «туссем» — хурахсемпе шпионсем валли.

— Нашим дружкам, шпионам и бандитам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Туссем каялла ыткӑнчӗҫ.

Друзья в полной панике вбежали назад.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Апат сӗтелӗ хушшинче лӑпланса ҫитнӗ туссем Федор пӳлӗмне таврӑнчӗҫ.

После еды они вернулись в комнату Федора.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Туссем чарӑну патӗнчи сак ҫине ларса кӗтме пуҫларӗҫ.

Друзья сели на лавочку у остановки и молча стали ждать.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Туссем ҫинчен калакан юрра илтмен-и вара эс?

— Про друга. Разве не слыхал?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Апла тӑк эпир санпа туссем ҫеҫ мар, кӳршӗсем те, — Федор улӑм пӗрчине газировка ӑшне ячӗ те вӗрсе унтан сывлӑш кӑларма пуҫларӗ.

— Вот и выходит, что мы теперь не только друзья, но и соседи, Женек! — Федор вставил соломинку в стакан и радостно забулькал газировкой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех