Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туссем (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
[Тӳрӗ ҫынсен ҫулӗсем Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ; вӗсем урлӑ тӑшмансем те туссем пулса каяҫҫӗ.]

[Приятны пред Господом пути праведных; чрез них и враги делаются друзьями.]

Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Чи ҫывӑх туссем пурте ютшӑнаҫҫӗ манран, ӗлӗк хам юратнӑ ҫынсем те мана хирӗҫ тӑраҫҫӗ.

19. Гнушаются мною все наперсники мои, и те, которых я любил, обратились против меня.

Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хаклӑ туссем!

Дорогие друзья!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9

Вӑл — 400 ытла юрӑ кӗввин, «Пӑлхарсем ҫинчен хывнӑ сӑмах» симфони поэмин, квартет, трио валли хайланӑ музыка произведенийӗсен, романссен, «Ташӑ кӗввисем», «Эй, тӑван, тус-тӑван», «Туссем юрлар-ха савӑнса» юрӑ пуххисен авторӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ан тив, сирӗншӗн пӗлӳлӗхпе тӑнӑҫлӑх, хӑюлӑх тата ӗҫ кӑтартӑвӗсен ӑнӑҫлӑхӗ шанчӑклӑ туссем пулса тӑччӑр!

Пусть вашими надежными союзниками станут мудрость и спокойствие, смелость и последовательность в результатах!

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505

Ҫапла, туссем!

Так вот, друзья!

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Туссем тӑххӑрмӗш класра пур предметпа та «5» паллӑпа ҫеҫ ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Ишек ялӗнче пурӑнакан Ирина Григорьевӑпа Света Ильина — уйрӑлми туссем.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Акӑ хамӑн шкул тапхӑрӗнче Волгоград, Мускав, Чӗмпӗр хулисенче хаваслӑ та пуян турпа пулма тӳр килнӗшӗн хӗпӗртетӗп: пӗрле вӗренекен туссем ҫул ҫӳрени хамӑр тӗллӗн тухса ҫӳренинчен чылай кӑсӑкрах-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

«Чӑваш хутлӑхӗн хӗрарӑмӗсем ӗҫченлӗхпе, сӑпайлӑхпа тата тивӗҫе чӗре хушнӑ пек пурнӑҫланипе яланах палӑрса тӑнӑ. Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармашкӑн, ентешӗмӗрсен ӑс-хакӑлне тата пултарулӑхне ӳстермешкӗн, вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне упрамашкӑн эсир хывакан тӳпе чӑннипех сумлӑ. Ҫитӗнӗвӗрсем пулӑшнипе тӑван ен малашлӑх ҫулне такӑрлатать, йывӑрлӑхсене парӑнтарать, ҫынсен пурнӑҫне ырӑрах тума ӑнтӑлать. Культурӑра ӗҫлетӗр-и, экономика секторӗнче-и, медицинӑра-и, вӗрентӳре-и - ытарайми те илӗртӳллӗ, шанчӑклӑ та тимлӗ туссем пулса тӑратӑр, чунӑр ӑшшипе, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗпе кун-ҫула илемлӗрех те хӑтлӑрах тӑватӑр», - палӑртнӑ вӑл чыслав церемонине уҫнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр-пӗрне курайманскерсем тӗлӗнмелле ҫывӑх туссем пулса тӑраҫҫӗ.

После этого ненавидящие друг друга стали очень близкими друзьями.

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Тавтапуҫ сире, хаклӑ туссем!

Спасибо вам, дорогие друзья!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех