Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016)

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9

Хушнӑ: 2016.03.22 11:58

Пуплевӗш: 17; Сӑмах: 257

Текст тӗсӗ: Салам сӑмахӗсем

Вырӑсла Тема: Культура

Сире Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

2016 ҫул – Чӑваш Ен журналисчӗсемшӗн паллӑ тапхӑр – «Хыпар» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑранпа 110 ҫул ҫитет. Чӑваш журналистикин никӗслевҫи Николай Васильевич Никольский: «Хаҫат тӑрӑх ырра вӗренесчӗ», – тесе палӑртнӑ.

Хаклӑ туссем! XXI ӗмӗрте ҫав пехиле сыхласа упрани пысӑк пӗлтерӗшлӗ! Республикӑра пурӑнакансем патне информацие мӗнлерех туллин те тӗрӗс тата вӑхӑтра илсе ҫитересси сирӗн ӗҫри ӑсталӑхӑртан тата пысӑк яваплӑхӑртан килет. Ҫакӑ вара юлашкинчен пирӗн ҫынсен социаллӑ хӑй туйӑмлӑхӗшӗн, регионти тата пӗтӗм ҫӗршыври обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗн ҫирӗплӗхне сыхласа упрассишӗн питех те пӗлтерӗшлӗ.

Чӑваш Енре 2016 ҫула Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Хӑвӑр хатӗрлекен статьясемпе сюжетсенче эсир куллен Чӑваш Ен ҫыннисен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартатӑр, ҫемье хаклӑхӗсене пропагандӑлатӑр тата ӗҫе юратса хисеплеме вӗрентетӗр.

Хӑвӑр ӗҫӗре пӗтӗм чунтан парӑнса пурнӑҫлакан сӑмах ӑстисем, эпӗ сире ҫирӗп тӗллевлӗ, принциплӑ пулнӑшӑн, тӳрӗ кӑмӑлӑршӑн тата уҫӑ чунлӑхӑршӑн чӗререн тав тӑватӑп. Сире пула республикӑра уҫӑ информаци политики тухӑҫлӑн пурнӑҫланать, влаҫпа общество хушшинче усӑллӑ хутшӑну йӗркеленнӗ. Ҫак пӗр-пӗрин шухӑш-кӑмӑлне пӗлме пулӑшакан ырӑ ҫыхӑну патшалӑх влаҫӗн органӗсене тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене Чӑваш Енре пурнӑкансен ырлӑхӗшӗн тӑвакан йышӑнусене вӑхӑтра ҫирӗплетме май парать.

Сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗсем Раҫҫей шайӗнче пысӑк хак илеҫҫӗ. Чӑваш Енри икӗ пысӑк телерадиокомпанийӗн «Кунтан - тӑван килелле» пӗрлехи проектне Пӗтӗм Раҫҫейри «ТЭФИ-Регион» 2015 телевидени конкурсӗнче «Телевиденири документаллӑ фильм» номинацире чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.

Ҫапах та сирӗн ӗҫӗр тухӑҫлӑхне ҫирӗплетекен тӗп паллӑ республика шайӗнчи кӑларӑмсемпе район хаҫачӗсен тиражӗсене сыхласа хӑварни, теле- тата радиоаудиторисене ӳстерни шутланать.

Чӑваш Ен Правительстви сире малалла та пур енлӗн пулӑшса пырӗ тата сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑра шута илӗ. Журналистсене, полиграфистсемпе издательсене хавхалану, пултарулӑх ӗҫӗнче иксӗлми хӗрӳлӗх, ҫитӗнӳсем тата ӑнӑҫлӑ аталану сунатӑп!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех