Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туллиех (тĕпĕ: тулли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манӑн, хуҫа, суя хутсем кӗсьесем туллиех, ытах та йывӑр килсе тухсан вара, ӗненмесен, ҫак мандата кӑларса кӑтартатӑп.

— У меня, хозяин, липы полны карманы, а уж если туго будет, не поверят, то предъявлю вот этот мандат…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тин ҫутӑлма пуҫланӑ пулин те, колхоз правленинче халӑх туллиех.

В правлении колхоза, несмотря на раннее утро, было полно народу.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кантурта халӑх туллиех: Захар мучи хыпарӗпе хӑраса ӳкнӗ Татьяна Родионовна бригадирсемпе звеньевойсене ҫийӗнчех чӗнтерсе илнӗ.

В конторе было уже полно людей: встревоженная сообщением деда Захара, Татьяна Родионовна срочно созвала всех бригадиров.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ашшӗ унӑн пур ӗҫе те тума пултарнӑ — вӑл атӑ та ҫӗленӗ, кастрюльсем те тӳрлетнӗ, витре тӗпленӗ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ ещӗкре инструментсем туллиех.

Отец был мастер на все руки — он мог подшить сапоги, запаять кастрюлю, починить ведро, и ящик был полон разного инструмента.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Унта вӗт курӑк, темле калча туллиех

— Там же трава, посевы какие-то…

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ялта нимӗҫсем туллиех пулнӑ.

В деревне хозяйничали немцы.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӑхӑр-ха, мӗнле тулӑ вӑрлӑхӗ илтӗм эпӗ, туллиех сӗлӗ вӗт.

— Смотрите, какие семена для посева получила — овса полно.

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫук, унӑн чернил кӗленчинче чернил туллиех, сӗтел ҫинче ҫырусем выртаҫҫӗ, ҫитменнине тата герблӑ хутсем ҫине ун аллипе ҫырнӑскерсем.

Нет, у него чернильница полна чернил, на столе лежат письма, бумага, даже гербовая, притом исписанная его рукой.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫынсем зал туллиех пуҫтарӑннӑ.

Зал уже полон.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

1897 ҫулхи мартӑн 12-мӗшӗнче академин конференцисен залне халӑх туллиех пухӑннӑ.

12 марта 1897 года конференц-зал академии был полон.

Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Кӗсье туллиех, — мухтанса илчӗ арҫын ача печени пачки, шоколад, пӗчӗк кукӑль тата сӗткен курупки туртса кӑларнӑ май.

— Да у меня полные карманы, — похвастался Федор, доставая из карманов пачки с печеньем, шоколадки, пирожок и коробку с соком.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Халӑх кунта та туллиех, Маргарита кӑна ҫук.

Здесь тоже было полно народа, но Маргариты не было и здесь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вагон Энска ҫити каятчӗ, ҫурма теттӗм вагонра халӑх туллиех, хӑшӗ тенкелсем ҫине, хӑшӗ урайне ларса тухнӑ, эппин пурте Энска каятчӗҫ пулӗ.

Вагон шёл до Энска, значит, все эти люди, расположившиеся где придётся: на полу и на полках, в переполненном, полутёмном вагоне, — ехали в Энск.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лифтра туллиех халӑхчӗ, эпир вара ҫуранах улӑхрӑмӑр, пирӗн утни кӑлӑхах пулчӗ иккен, мӗншӗн тесен вуниккӗмӗш этажа лифтсӑр ниепле те хӑпарма ҫук.

Лифт был полон, и мы пошли пешком — совершенно напрасно, потому что дорогой выяснилось, что на двенадцатый этаж нельзя попасть иначе, как лифтом.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Укҫа нумай пирӗн, «Мускав» гостиницӑра чи лайӑх номер илтӗмӗр — чаплӑ вара кунта куҫкӗскисем, картинӑсем туллиех, роялӗ те пур, — пилӗк пӳлӗмлӗ номер пирӗн.

У нас было много денег, и мы сняли самый лучший номер в гостинице «Москва» — роскошный, с зеркалами, картинами и роялем — пятикомнатный номер у нас.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫинчен тата шӑвӑҫ футляр ӑшӗнче туллиех шывччӗ, пленкӑсене пӗтӗмпех шыв витнӗччӗ, тен, вӗсем темиҫе ҫул хушши ҫавӑн пек шыв ҫинче тӑнӑ пулӗ.

Кроме того, металлические футляры были полны воды, плёнки промокли насквозь и, очевидно, годами находились в таком состоянии.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Гаврик ҫуккипе, Петяшӑн ун таврашӗнчи тӗнче пачах улшӑннӑ, вӑл халӗ пысӑк, тискер, унта халиччен курман хӑрушлӑхсем туллиех пек туйӑннӑ.

И тотчас в отсутствие Гаврика мир стал вокруг Пети грозным, громадным, полным скрытых опасностей.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӳрт тӑрринче туллиех куршанкӑ ӳссе ларнӑ.

Вся крыша была сплошь утыкана репейником.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Малти пӳлӗмре хура пальтосем, анлӑ хӗрӗллӗ шӗлепкесем, кукӑль евӗрлӗ каракуль ҫӗлӗксем туллиех ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Вешалка в передней покрылась черными пальто, мантильями, широкополыми шляпами, каракулевыми шапочками пирожком.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсенче пемелли патронсем туллиех пулмалла.

Они наверное были полны боевых патронов.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех