Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 12-мӗш сыпӑк

Пай: Стожар

Автор: Валентин Урташ

Ҫӑлкуҫ: Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.10.19 01:42

Пуплевӗш: 132; Сӑмах: 1165

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пулӑшма

Захар мучи мӗн иртенпех килте ҫукчӗ, Федя вара кӗпе-йӗмсене ҫума шухӑшларӗ. Пусӑран шыв йӑтрӗ, ҫырма хӗрринчен вӗтӗ хӑйӑр илсе килчӗ, чӑптаран мунчала хатӗрлерӗ.

Унтан хӑйӗн кивелнӗ гимнастеркине шывпа йӗпетрӗ, ӑна крыльца умӗнче выртакан лаптак чул ҫине, ухмалли хӑма ҫине сарса хунӑ пек, сарса хучӗ, хӑйӑр сапрӗ, кӑшт супӑнь сӗрчӗ, вара мунчалапа пикенсе сӑтӑрма пуҫларӗ. Супӑнь кӑпӑкӗ пур еннелле те вӗҫрӗ, хӗвел ҫути ҫинче симӗсӗн-кӑвакӑн курӑнчӗҫ вӗсем.

Федя васкать — сисмен хушӑра тен Маша килсе кӗрӗ, пулӑшма та вӗрентме тытӑнӗ, Федя хӑй пӗччен чухне ҫеҫ ҫума юратать-ҫке.

— Эй, кӗпе ҫӑвакан, кил тытакан! — сасартӑк такам сассине илтрӗ Федя. — Кун пек тӑрӑшсан, кӗпене кӑна мар, чула та хырса якатӑн.

Федя ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ун хыҫӗнче Катерина Коншакова тӑра парать.

— Кӗпене ҫапла ухаҫҫӗ-и вара?

— Ухаҫҫӗ ҫав, — кӑшт именнӗ пек пулса тавӑрчӗ Федя. — Отрядра пирӗн пурте ҫапла ҫӑватчӗҫ. Таси те таса, супӑнь та сахал пӗтет.

Катерина пуҫне пӑркаларӗ, нумай пулмасть Захарпа калаҫнине асне илчӗ. Старик ӑна Федя амӑшӗ «Высокое» совхозра бригадирта ӗҫленӗ тесе каласа кӑтартнӑччӗ, нимӗҫсем кунта чухне вӑл тырӑ чӗртсе янӑ пулнӑ та, ҫавӑн чух ӑна нимӗҫсем тытса ҫунакан вута пӑрахни ҫинчен каласа панӑччӗ.

— Мӗн эсир кун пек пӑхатӑр? — Катерина тинкерсе пӑхнине сиссе, Федя именсе ури ҫине тӑчӗ.

— Ҫук… ҫук… нимӗн те мар, — хӑйне алла илчӗ Катерина. — Мучипе мӗнле пурӑнатӑр эсир кунта?

— Аван пурӑнатпӑр…

Катерина пӳрте кӗчӗ. Урайне ҫурри таран ҫунӑ, кӑмака ҫамки хӑрӑмпа хуралса ларнӑ, сӗтел ҫинче — ҫуман чашӑк-тирӗксем. Тупӑннӑ икӗ тӑлӑх — ватӑпа ҫамрӑк — хӗрхенсе шухӑшларӗ Катерина, унтан ваткӑллӑ пиншакне хывса пӑрахса, пуҫне Федя еннелле сулчӗ:

— Ну-ка, пӗрле тӑвӑпӑр… Шыв ӑшӑтӑпӑр, хырса урай ҫӑвӑпӑр. Эсир халӗ мучипе вӑрманта пурӑнмастӑр. Часах майӑн 1-мӗшӗ те ҫитет. Акӑ Маша та пулӑшма килет, — асӑрхарӗ вӑл урам урлӑ чупса килекен хӗрачана.

Захар киле таврӑннӑ ҫӗре Катерина ҫунӑ кӗпе-йӗмсене кантӑра ҫине ҫакса тӑратчӗ.

— Хура сӗтеле хырса ҫунӑ, таса урайне ырӑ шӑршӑ кӗрекен чӑпта сарса хунӑ.

— Ку тата мӗнле пулӑшу? — Захар алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ, кӑмӑлсӑр пулчӗ. Мана кун пек пулӑшу кирлӗ мар пулсан?

— Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ, Захар Митрич, — терӗ те Катерина ваткӑллӑ пиншак кӗсйинчен сӗтел ҫине тулӑ пӗрчисем кӑларса хучӗ. — Пӑхӑр-ха, мӗнле тулӑ вӑрлӑхӗ илтӗм эпӗ, туллиех сӗлӗ вӗт. Икӗ хут тасаттартӑм — пурпӗр тасалмасть. Мӗнле акмалла-ха капла?

Старик куҫлӑхне тӑхӑнчӗ, вӑрлӑха вӑрахчен пӑхса ларчӗ, кун пек вӑрлӑха акнинчен акманни тесе шухӑшларӗ вӑл.

— Мӗн тумалла, Захар Митрич, канаш парӑр-ха, — ыйтрӗ Катерина.

— Егор Платонович мӗнле тӑватчӗ, асна ил-ха? Вӑрлӑх пит аван пулсан та, пӗрчӗн-пӗрчӗн суйлатчӗ. Кашни ҫӳп-ҫапа илсе пӑрахатчӗ. Ун пек туни тырӑ тухӑҫне ӳстерет.

— Пирӗн анне те ҫавӑн пек тӑватчӗ, — терӗ Федя шӑппӑн, кӗмӗл пек курӑнакан тӑрӑхла сӗлӗ пӗрчисене суйласа илнӗ май.

— Кун ҫинчен шухӑшланӑ эпӗ, — терӗ Катерина. — Вӑрлӑхне иртерех илнӗ пулсан, тахҫанах суйланӑ пулӑттӑмӑр, нимӗн те пӑхмастӑмӑр… ҫураки ҫитсе килет-ҫке.

Кам кама малтан чавсаран тӗртнине калама йывӑр, анчах Федьӑпа Маша пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те кӗтессе пӑрӑнчӗҫ. Федя пуҫне сулчӗ.

— Шутла-ха, миҫе ача пухма пулать?

— Малтанлӑха вунпилӗк-ҫирӗм ача…

— Эппин ҫаплах калӑпӑр. Вӗсем сӗтел патне пычӗҫ.

— Катя инке, — пуҫларӗ хӗрача, — эпир темӗн чухлӗ ачасем пухасшӑн…

— Вӑрлӑха суйласа тасатас ӗҫре темӗн пӗлмелле марри ҫук. Эпир те пултарӑпӑр, — хушса хучӗ Федя.

Катерина пуҫне ҫӗклерӗ, Федьӑпа Маша ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, унтан Захар ҫине тинкерсе пӑхрӗ…

— Тӗрӗс япала вӗт ку! — старик ачасене акӑ мӗнле пӗлетӗп эпӗ тенӗ пек савӑнса кулса ячӗ.

— Кӑмӑлӑр пулсан, хӗпӗртесех кӗтӗттӗм-ха сире! — терӗ Катерина. — Вӗсен шкула каймалла-ҫке-ха… экзаменсем пуҫланаҫҫӗ.

— Ара эпир вӗренсе пӗтерсен, уроксем хыҫҫӑн, вӑл ӗҫ кансӗрлемест пире, — терӗ Маша.

Тепӗр ирхине вырсарникун пулин те Катерина колхозницӑсене ир-ирех тӑратса тулӑ суйлама илсе тухрӗ.

Санькӑпа Феня та амӑшне пулӑшма пычӗҫ.

Феня тӑрӑшса, хӑвӑрттӑн ӗҫе тытӑнчӗ, Санька аран-аран пӳрнисене выляткалать, нимӗн те шарламасть, тырӑ купи ҫине кӑмӑлсӑр пӑха-пӑха илет.

«Мӗн пулнӑ ӑна? Ӗҫ кӑмӑла каймасть-и, е чирлӗ-ши? — канӑҫсӑр шухӑшларӗ Катерина. — Юлашки кунсенче вилнӗ ҫын пек ҫӳреме пуҫларӗ».

Вӑл ӑна пӑшӑлтатса ҫапла каларӗ:

— Тен вӗренмелли нумай пуль… апла пулсан, кай киле, хатӗрлен.

Санька пуҫне ҫӗклерӗ. Чӑнах та-ҫке! Кунти ӗҫ ытла та кичем, ҫитменнине тата вӗҫӗ-хӗрри те курӑнмасть. Кунта ӗҫличчен лаша витине е тимӗрҫӗ лаҫҫине кайсан авантарах пулӗ. Унта кунтинчен темиҫе хут интереснӑрах.

Санька тӑма та ӗлкӗреймерӗ, Федьӑпа Маша хӗрачасемпе арҫын ачасем йышлӑ ушкӑнне кӗлет патне ертсе тухрӗҫ. Вӗсем тырӑ купи тавра вырнаҫса ларса ӗҫе тытӑнчӗҫ.

— Кун чухлӗ халӑха эсӗ чӗнсе пуҫтарнӑ-и? — Феня шӑппӑн кӑна ыйтрӗ пиччӗшӗнчен.

Санька юриех илтмӗш пулчӗ, ачасем ҫине нимӗн те ӑнланман пек пӑхса илчӗ. Кам пуҫне пырса кӗнӗ-ши вӗсене пухас шухӑш? Чӑнах та Федьӑпа Машӑна-ши?

Маша Федьӑпа Саня хушшине хӗсӗнсе кӗчӗ, хӑй умне пӗр купа вӑрлӑх хатӗрлерӗ.

— Саня, атя — тупӑшатпӑр, кам хӑвӑртрах! — вӑл пӳрнисемпе тулӑ ҫинчи сӗлӗ пӗрчисене хӑвӑрттӑн иле-иле пӑрахрӗ.

Санька нимӗн чӗнмесӗр аяккинелле пӑрӑнчӗ.

Мӗншӗн хӑвна ху хӗн кӑтартатӑн? — пӗшкӗнчӗ ун патне Катерина. — Каймалли пур-тӑк — кай… Халӗ ӗлкӗретпӗр ӗнтӗ…

Санька ҫак самантра, ура ҫине тӑрса кӗлет патӗнчен темиҫе утӑм тӑвасси епле йывӑррине сасартӑк туйса илчӗ.

— Ниҫта та каймалла мар манӑн, — шӑппӑн каларӗ вӑл, унтан ӗҫлес тесе тата ытларах пӗшкӗнчӗ.

— Пӑлаки инке, — чӗнчӗ Маша, хурлӑхлӑ юрӑ юрлакан Колечкинӑна — эсир урӑх юрӑ пӗлместӗр-и? Салхуллӑ маррине. Пӗлместӗн пулсан, хамӑрӑнне пуҫлатпӑр.

— Вӑт ку тӗрӗс те, килӗшрӗ Катерина. — Урӑххине пуҫлӑр-ха.

Маша пуҫне Зина Колесова еннелле сулчӗ, лешӗ сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те, вӑйлӑнах мар, уҫӑ сассипе «Катюшӑна» тӑсса ячӗ.

Федьӑпа Маша ушкӑнӗ шкултан таврӑннӑ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши кӗлет патне ҫӳрерӗ. Юлашкинчен, вӗсем пӗр пек парка пӗрчӗсене суйласа хучӗҫ.

Катерина хӑйне кӗтмен ҫӗртен пулӑшакансене нимӗнпе те тав тума пӗлмерӗ.

— Ҫӗнӗ тырӑччен кӗтӗр — кукӑль пӗҫерсе парӑп, кавӑртмапа ӑсла лартӑп, — терӗ вӑл.

Ӑслине эпир юрататпӑр-ха, — ачасене куҫ хӗсрӗ Семушкин. — Пирӗн Степа хӑй пӗччен сывламасӑр-тумасӑр пӗр кӑкшӑм ӗҫме пултарать.

Лайӑх ӗҫленипе хавхаланнӑ пионерсем Лена Одинцовӑпа пӗрле Стожар урамӗпе утаҫҫӗ.

Ҫанталӑк тӗттӗмлене пуҫларӗ, кантӑксенчен хӑй ҫути курӑнать.

Вӑйлӑ ӗҫлерӗмӗр! — мухтанчӗ Семушкин, — эпӗ пӗр миллион пӗрчӗ суйларӑм пулӗ.

— Миллион! — йӗкӗлтерӗ Степа, — мӗн чухлӗ чӑмласа пӗтертӗн?

— Пӗрчӗсем пирки эсир аван шутласа кӑларатӑр, — терӗ Лена.

— Пӗлетӗр-и мӗн? — сасартӑк чарӑнса тӑчӗ Федя, — Айтӑр Катерина бригадине пӗрмаях пулӑшар, тырӑ пуличченех.

— Чӑн та… айтӑр, ачасем, — хӗрсе кайрӗ Маша.

— Эсир мучие ан манӑр, — терӗ Лена, унтан вӑл ачасем «Векшин хуҫалӑхӗнче» мӗнле ӗҫлени ҫинчен ыйтма пуҫларӗ.

— Килӗштерме пуҫларӑмӑр, — терӗ Маша.

Мучи ӗнтӗ теплица ҫӑраҫҫине ӑҫта хумаллине те кӑтартрӗ.

— Ытлашши чӑкӑлташать ҫав Векшин, — терӗ Семушкин.

— Нимӗн чухлӗ те чӑкӑлташмасть, кирлине кӑна тӑвать, — пӳлчӗ ӑна Маша. — Тӗрӗс тӑвать. Сана ӗнер пӗр йӑран ҫумлама хушнӑ, эсӗ ҫуррине ҫумламасӑрах шыва кӗме чупнӑ.

— Пӗлетӗн пулӗ, хӗвел мӗнле пӗҫертетчӗ! Пӑртак уҫӑлмалла вӗт-ха.

— «Пӑртак» тетӗн! Эсӗ каҫченех раксем тытрӑн, вӗт.

— Захар мучи йӗркелӗх юратать, — кулса ячӗ Лена. — Эпир те, ӗҫлеме пуҫласан малтанах чӑкӑлташать пулӗ тенӗччӗ. Халӗ хамӑрах туятпӑр акӑ — усси пур. Мучи вӑл тӗлӗнтермӗш старик, кашни курӑка пӗлет… Утмӑл ҫул ҫӗр ӗҫӗнче. Эсир ӑна шкулта учителе итленӗ пек итлӗр, унӑн кашни сӑмахне астуса илӗр.

Йӑлтӑртатса тӑракан ҫӑлтӑр, пӗлӗте хӑвӑрттӑн ҫурса, тӗттӗмӗн курӑнакан картланчӑк вӑрман йӑрӑмӗ хыҫне ӳкрӗ.

Ачасем ӑна пӑхса ӑсатрӗҫ, пуҫӗсене каҫӑртса, пӗлӗт ҫинелле пӑхрӗҫ. Унтан, темле асамлӑ пысӑк йывӑҫ ҫинчи пек пиҫсе ҫитнӗ ҫӑлтӑрсем курӑнаҫҫӗ.

— Сире Андрей Иванович ҫӑлтӑрсем ҫинчен каласа паратчӗ-и? — шӑппӑн ыйтрӗ Лена.

— Час-часах каласа паратчӗ, — терӗ Степа.

— Стожара тупма пултаратӑр-и эсир?

Ачасем кӗмӗл пек ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗ ҫине вӑрахчен пӑхса тӑчӗҫ, хушӑран вӗсем, ҫӑлтӑрсен ҫулне ҫухатса, Алтӑр ҫӑлтӑр ҫине пӑхрӗҫ, унтан каллех шырама пуҫларӗҫ.

— Тупрӑм, тупрӑм! — пуринчен те малтан кӑшкӑрса ячӗ Маша. Акӑ вӑл Стожар ҫӑлтӑрӗсем, пӗчӗк-пӗчӗкскерсем. Андрей Иваныч яланах: «пирӗн ял телейлӗ, вӑл ҫӑлтӑр ятне йышӑннӑ», тетчӗ.

Ачасем часах вӑрҫӑ ҫинчен, Хӗрлӗ Ҫар ҫинчен, ашшӗсемпе пиччӗшӗсем тӑван яла, Стожара таврӑнас кун ҫитесси ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех