Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туймарӗ (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий алли хӗҫ лешне мӗнле тӑрӑннине туймарӗ те темелле, анчах каялла пӑхса илсен, хӗрлӗармеец, пуҫне усӑнтарса, йӗнер ҫинчен майӗпен шуса аннине, сарӑ кӗрӗкӗн хыҫӗ шӑпӑртатса юхакан ҫӑра юнпа хӗрелнине курчӗ.

Рука Григория почти не ощутила силы удара, но, глянув назад, он увидел поникшего, медленно сползавшего с седла красноармейца и густую полосу крови на спине его желтой дубленки.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Егорыч, ҫӑмӑллӑх пулнине туймарӗ пулин те, часран-час порошок ҫӑтрӗ.

А Егорыч часто глотал порошки, не испытывая облегчения.

12 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Сергей, куҫне мӑчлаттарма манса кайсах, хӗвел ҫине пӑхрӗ, ыратнине те туймарӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах тата сӑпса евӗр ҫыпӑҫнӑ шухӑшран та уйрӑлаймарӗ:

Сергей неотрывно смотрел на солнце, не жмуря глаз, не ощущая боли в них, и не мог отвязаться от назойливого вопроса:

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хӑй ҫине шӑна пуҫланӑ шӑлан чечекӗсем тӑкӑнса тулнӑ Аксинья ҫаплах ҫывӑрчӗ-ха, вӑрманӑн сивлекрех шавне те, Дон леш енче ҫӗнӗрен пеме тапратнине те илтмерӗ вӑл, ҫара пуҫне тӳперен хӗвел пӗҫертнине те туймарӗ.

Осыпанная призавядшими лепестками шиповника, спала Аксинья и не слышала ни угрюмоватого лесного шума, ни возобновившейся за Доном стрельбы, не чувствовала, как ставшее в зенит солнце палит ее непокрытую голову.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халӗ Ксение питӗ йывӑррине неушлӗ тавҫӑрса илеймерӗ вӑл, неушлӗ туймарӗ.

Неужели он не догадался, не почувствовал, что ей сейчас очень трудно?

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах, машинӑ ҫине ларса, йывӑр баянран хӑтӑлсан та, Константин хӑйне нимӗн чухлӗ те ҫӑмӑлтарах туймарӗ.

Освободившись от тяжелой ноши и сев в машину, Константин не испытал ни малейшего облегчения.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Амӑшне ӗмӗрлӗхех ҫухатнӑшӑн чунтан кулянса, Константин халӗ вакун айӗнче тимӗр кустӑрмасем юрланине те, ансӑр коридорта радио хаваслӑ маршсем янӑратнине те илтмерӗ, урайӗнче сивӗ сывлӑш варкӑшнине те туймарӗ.

Охваченный острым сожалением о потерянном для него навсегда, Константин уже не слышал ни железного клекота колес под вагоном, ни звенящего бравурным маршем радио к узком коридорчике, но чувствовал гулявшего по иолу студеного сквознячка…

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл хӑйӗн айӗнче те, йӗри-тавралла та мӗн пулса иртнине туймарӗ, ни вилӗ ни чӗрӗ выртрӗ.

Она лежала полумертвая, ничего ни под собой, ни вокруг себя не слыша, не чуя.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ вӑл, кун-ҫулӗ татӑласси ҫинчен шухӑшланӑ чух, ӗлӗкхи пек, ҫурӑм тӑрӑх уҫӑмсӑр ҫӳҫенӳ хумӗ сӑрӑлтатса чупнине, чуна йывӑр хуйхӑ кӑшласа тӑнине нимӗн чухлӗ те туймарӗ.

Он не ощущал, как бывало, невнятной дрожи вдоль позвоночного столба, сосущей тоски при мысли о том, что у него отнимут жизнь.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл тӑшманӗ ҫине вӗчӗ ӗлӗкхи пек хаяррӑн тӑвӑлса тӑнине туймарӗ пулин те, халӗ, граждан вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра, унпа тӗл пулас-мӗн пулсан, ҫав тӗл пулу иккӗшӗн хушшинчи юнлӑ тытӑҫусӑр иртес ҫуккине пӗлсех тӑчӗ.

Он не ощущал с былой силой злобы к врагу, но знал, что, если встретится с ним теперь, в условиях начавшейся гражданской войны, — быть между ними крови.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пите чӗпӗтсе ҫунтаракан сивве те, прикладпа чышса ыраттарнине те туймарӗ вӑл.

И не чувствовал ни холода, жегшего лицо, ни боли от удара прикладом.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ пӗр хистевсӗррӗн (ҫавӑн пек калама юрать пулӗ), ним чӗнмесӗр лартӑм, вӑл пирӗн калаҫун пӗчӗк ҫӑмхи сӳтӗлсе пӗтнине, нимӗн лайӑх маррине те туймарӗ.

Я, если можно так выразиться, непринужденно молчал, она не испытывала ни малейшего неудобства от того, что изжевали мы разговорчик.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья кӑшкӑрашма чарӑннине Григорий тӳрех туймарӗ, пӗр самантран кӑна сиссе илчӗ те хыҫалалла пӑхрӗ: Аксинья, питне-куҫне турткалантарса нӗрсӗрлетсе пӑрахнӑ та, питҫӑмартине пӗтӗм вӑйпа кӳме аякки ҫумне лӑпчӑтса выртать.

Григорий не сразу воспринял наставшую тишину, опомнившись, глянул назад: Аксинья с искаженным, обезображенным лицом лежала, плотно прижав щеку к боковине повозки, зевая, как рыба, выброшенная на берег.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл кӑнтӑрла та, ҫӗрле те полк командирӗн чинне тивӗҫлӗ ответлӑха туйнипе пурӑнчӗ, ҫак туйӑма пула ывӑннине те, аптраса ӳкнине те туймарӗ

День и ночь живя неизмеримым чувством ответственности, которое возлагалось на него званием командира полка, он не испытывал усталости и растерянности от этого чувства…

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халӗ унӑн пуҫне пит нумай шухӑшсем пухӑннипе тата вӗсем питех кирлӗ те пӑшӑрхантаракан шухӑшсем пулнипе вӑл ывӑннине те, йывӑрлӑха та туймарӗ, веялка аврине пӗр алпа пурне те ӑмсантармалла ҫӑмӑллӑн ҫавӑрчӗ.

Теперь, когда в ее голове накопилось так много мыслей, и к тому же, все были важными и волнительными, она не чувствовала ни усталости, ни тяжесть, посему, на зависть всем, начала легко крутить рукоятку веялки одной рукой.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗр сехет хушши вӑл Петропавловский хыҫӗнчен пӗр-ик утӑм юлса ҫӳрерӗ, анчах штаб начальникӗ хӑй хыҫҫӑн пыракан Макарова туймарӗ.

Целый час неотступно следовал он за Петропавловским, в нескольких шагах за ним, а начальник штаба даже не подозревал, что его везде сопровождает Макаров.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Урай ҫумне пуҫӗпе тата чавсипе тӑтӑшах ҫапӑнчӗ пулин те, ҫак ухмахла кӗрешӳре вӑл ӗнтӗ нимӗнле ыратӑва та туймарӗ.

И он уже не чувствовал никакой боли, когда бился головой и локтями об пол в этой безумной борьбе.

XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Йӑлтах, пӗтӗмпех вӗҫленнӗччӗ ӗнтӗ, анчах Ромашов кӗтнӗ канлӗхе туймарӗ; маларах вӑл чӗрине пусарса тӑнӑ лапӑркка та тӳрккес йывӑрлӑх кӗтмен ҫӗртенех лӑштӑр тухса ӳкӗ тенӗччӗ, ку — пулмарӗ.

Все было кончено, но Ромашов не чувствовал ожидаемого удовлетворения, и с души его не спала внезапно, как он раньше представлял себе, грязная и грубая тяжесть.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Егорушка ҫиме пуҫларӗ, килте кашни кунах ҫиекен мӑкӑньлӗ булкӑсемпе, канфетсемпе танлаштарсан, пӗтӗмпех караспа та пыл хурчӗн ҫунаттисемпе варӑшса пӗтнӗ ҫак пылра вӑл ним лайӑххине те туймарӗ.

Егорушка стал есть, хотя после леденцов и маковников, которые он каждый день ел у себя дома, не находил ничего хорошего в меду, наполовину смешанном с воском и с пчелиными крыльями.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Утнӑҫемӗн ытларах та ытларах пӑшӑрханма тытӑнчӗ, аптрасах ӳкрӗ, хӑйне курса сывлӑх сунакансене те асӑрхами пулчӗ, ҫумӑр чалӑшшӑн ҫапса ҫунине пула, кӗпи ун сылтӑм енчен хул пуҫҫинчен пуҫласах йӗпенсе пӗтнӗччӗ, вӑл ҫавна та туймарӗ.

Она была так растеряна и взволнована, что не отвечала на приветствия и даже не почувствовала, что весь ее правый бок, до самого плеча, вымок от косых струй дождя, гонимого ветром.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех