Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXIX

Пай: Лӑпкӑ Дон. 2-мӗш кӗнеке –> Пиллӗкмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хушнӑ: 2020.03.14 18:18

Пуплевӗш: 67; Сӑмах: 696

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫынсем лӑк тулли ларакан лавккара сарӑ ҫӑлтӑрсен шурӑ тӗтреллӗ ҫутипе пиеленнӗ ҫав каҫ ҫывӑракан никам та пулмарӗ. Калаҫусем хӑвӑрт татӑлчӗҫ. Ҫынсен чунӗсене пӑчӑ сывлашпа ӑш-чикри йывӑр пӑлхану тӑвӑнтарса тӑчӗ.

Каҫ пулсан, хӗрлӗ гвардеецсенчен лагерӗ хӑйне картишне кӑларма ыйтрӗ:

— Уҫ, юлташ! Тула тухас килет, кирлипе тухмалла!..

Вӑл, тӑрмаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑскер, шурӑ катан пиртен ҫӗленӗ аялти кӗпине шӑлаварӗ ҫинчен кӑларса ярса, ҫарран тӑрать, хуралса тӗссӗрленнӗ пичӗпе ҫӑра шӑтӑкӗ ҫумне тӗршӗнсе, тепӗр хут тилмӗрсе йӑлӑнать:

— Уҫсамччӗ, юлташ!

— Кашкӑр сан юлташу! — тинех сасӑ парать хуралти пӗр казак.

— Уҫ, тӑванӑм! — сӑмахне улӑштарса тархаслать хальхинче тула кӑларма тилмӗрекенни.

Хуралти казак, винтовкине тӑратса хурса, пӗр хушӑ кайӑк кӑвакалӗсем, ҫунаттисене вӑшлаттарса, ҫӗрлехи апат шыраса вӗҫнине тӑнласа тӑрать, унтан, ҫӑварӗнчи чикарккине сурса пӑрахса, тутипе ҫӑра шӑтӑкӗ ҫумне тӗршӗнет:

— Яр айна, чунӑм! Ҫӗр каҫичченех ҫӗтӗлсе тухмӗ шӑлавару, шуҫӑмла йӗпе йӗмпе те ҫӳлти патшалӑха йышӑнаҫҫӗ…

— Пӗтрӗмӗр эпир?.. — хурлӑхлӑн хашлатса калать хӗрлӗ гвардеец, алӑк патӗнчен пӑрӑнса кайса.

Вӗсем ҫума-ҫумӑн хӗсӗнсе ларса тухнӑ. Кӗтесре ларакан Подтелков, кӗсйисене пушатнӑ май, укҫа тӗркине ҫурса вакларӗ, тем-тем усал сӑмахсем каласа ятлаҫрӗ. Укҫисене татӑкӑн-татӑкӑн вакласа пӗтернӗ хыҫҫӑн аттине хыврӗ те, юнашар выртакая Кривошлыкова хулӗнчен тӗртсе илсе, калаҫма пуҫларӗ.

—Паллах улталарӗҫ пире. Улталарӗҫ, эсрел амисем!.. Чун тарӑхать, Михайло! Ача чухне-ха ҫапла, атте флинтине илеттӗм те Дон леш енне сунара тухса каяттӑм. Пыратӑн вӑрманпа иртсе, вӑрманӗ ем-ешӗл чатӑр тейӗн — сип-симӗс… Лачака хӗррине ҫитетӗн — кӑвакалсем лараҫҫӗ. Тепӗр чухне персе тивретейместӗмччӗ вӗсене. Эх, чун ыратса каятчӗ вара — хӑть ҫавӑнтах хурах кӑшкӑрса яр. Халӗ те ҫапла пулчӗ — йӑнӑш турӑм: тухмаллаччӗ Ростовран пӗр виҫӗ кун маларах — ҫакӑнта вилмелле пулмастчӗ те пирӗн. Пӗтӗм контрӑна пуҫ хӗрлӗ ҫавӑрса хураттӑмӑр!

Шӑлӗсене асаплӑн йӗрсе тата тӗттӗмре хӑй ӑссӗн кулкаласа, Кривошлыков ҫапла каларӗ ӑна:

— Пултӑрин, вӗлерччӗрех тата. Вилме те хӑрушӑ мар халӗ… «Хӑратӑп пӗртен пӗр: лери тӗнчере паллаймӑпӑр, тусӑм, тек эпӗр…» Унта ӗнтӗ иксӗмӗр санпа пачах ют ҫынсем пек тӗл пулӑпӑр, Хӗветӗр… Хӑрушӑ!..

— Пӑрах! — кӳренчӗклӗн мӑкӑртатса илчӗ Подтелков, кӳршин хулпуҫҫийӗ ҫине вӗриленсе кайнӑ пысӑк аллине хурса. — Сӑмах ун пирки мар…

Лагутин тахӑшне тӑван хуторӗ ҫинчен, чӑсмака пуҫлӑ пулнӑшӑн аслашшӗ хӑйӗнчен «Савӑл» тесе тӑрӑхлани тата ҫав аслашшех хӑйне, ют ҫын пахчинче тытса, лайӑх кӑна пушӑпа ӑшалантарни ҫинчен каласа ларать.

Тӗрлӗрен калаҫусем сӑрхӑнса тӑчӗҫ ҫав каҫ — ҫыхӑнусӑр, татӑк-кӗсӗк калаҫусем.

Бунчук алӑк ҫывӑхне ларнӑ та алӑк хушӑкӗ витӗр вӑркӑшса кӗрекен сулхӑн ҫил юхӑмне антӑхса ҫитнӗ пек выҫкӑнланса ҫӑтать. Пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшланӑ май, вӑл хӑйӗн амӑшне аса илчӗ, чӗрине темле вӗри япала пӗҫертсе кайрӗ. Вара вӑл, ку шухӑша аран сирсе ярса, Анна ҫинчен, иртнӗ кунсем ҫинчен аса илме пуҫларӗ. Ҫакӑ унӑн ӑш-чикне лӑпкӑ та телейлӗ ҫӑмӑллӑх кӳрсе пусӑрӑнтарчӗ. Вилӗм ӑна сахал хӑратрӗ. Халӗ вӑл, кун-ҫулӗ татӑласси ҫинчен шухӑшланӑ чух, ӗлӗкхи пек, ҫурӑм тӑрӑх уҫӑмсӑр ҫӳҫенӳ хумӗ сӑрӑлтатса чупнине, чуна йывӑр хуйхӑ кӑшласа тӑнине нимӗн чухлӗ те туймарӗ. Хӑйӗн вилӗмне вӑл тертлӗ те синкерлӗ ҫул хыҫҫӑн хытӑ ӗшенсе ҫитнӗ, ӳт-тир тӳсмелле мар ыратнипе халтан кайнӑ ҫын хӑйне тек нимскер те кулянтарма пултарайман хавассӑр канӑва хатӗрленнӗ пек кӗтрӗ.

Ун ҫывӑхӗнчех хӗрарӑмсем ҫинчен, юрату ҫинчен, кашни ҫын чун-чӗринчех мӗн чухлӗ те пулин чӑлханса юлнӑ пысӑк е пӗчӗк савӑнӑҫ ҫинчен хаваслӑн та тунсӑхлӑн калаҫрӗҫ.

Ҫынсем хӑйсен ҫемйисене, тӑванӗ-хурӑнташӗсемпе ҫывӑх тусӗсене аса илчӗҫ… Кӑҫал тыр-пул лайӑх пуласси ҫинчен калаҫрӗҫ: халех ӗнтӗ калча хушшинче курак пуҫӗ пытанать — курас тесен те кураймастӑн ӑна. Эрех пулманшӑн, хӑйсем ирӗкре маршӑн кулянчӗҫ, Подтелковпа ятлаҫрӗҫ. Анчах ыйхӑ нумайӑшне ӗнтӗ хӑйӗн хура пӗркенчӗкӗпе вите-вите хучӗ — ывӑнса тата хуйхӑрса халтан кайнӑ ҫынсем выртнӑ, ларнӑ, тӑнӑ ҫӗртех тӗлӗре-тӗлӗре кайрӗҫ.

Шуҫӑм килнӗ чух пӗри, те чӑнласах, те тӗлӗкре кӑна, хыттӑн ӗсӗклесе макӑрса ячӗ: хӑрушӑ вӑл ӳссе ҫитнӗ, чунӗсем хытнӑ ҫынсем — ачалӑх хыҫҫӑнах куҫҫулӗн тӑварлӑ тутине маннӑ ҫынсем ҫавнашкал макӑрни. Ҫав самантрах ыйхӑллӑ шӑплӑх сирӗлчӗ, умлӑн-хыҫлӑн темиҫе сасӑ янӑраса кайрӗ:

— Чарӑн, шуйттан ами!

— Хӗрарӑм! — кӑшкӑрса ячӗҫ темиҫен харӑс.

— Карланкуна тӑпӑлтарса кӑларатӑп — ча-а-рӑн тенӗ!

— Хӳхлесе ларать-ха тата, путсӗр!..

— Кунта, ав, ҫынсем ҫывӑраҫҫӗ, вӑл пур… намӑса пӗлмест!

Макӑрса янӑ ҫын сӑмсине нӑшӑклаттарса шӑнкарчӗ те шӑпланса ларчӗ.

Каллех шӑп пулса килчӗ. Унта та кунта чикаркка хӗмӗсем ҫуталса илеҫҫӗ, анчах ҫынсем нихӑшӗ те чӗнмеҫҫӗ. Арҫын тарӗн, пӗр-пӗринпе ҫӑттӑн ларакан кӗре кӗлеткесен, пирус тӗтӗмӗн шӑрши-маршипе ҫӗр хута ӳкнӗ сывлӑмӑн ӳсӗртсе яракан тӑварсӑр шӑрши сарӑлнӑ.

Шурӑмпуҫ килнине систерсе, хуторта автан авӑтса ячӗ. Утнӑ тата темӗнле тимӗр япала хӗнкӗлтетнӗ сасӑ илтӗнчӗ.

— Кам килет? — янӑравсӑррӑн ыйтрӗ хуралти казаксенчен пӗри.

Ӑна хирӗҫ, ӳсӗрсе илсе, сӑмаха тарават ҫамрӑк сасӑ аякран хуравларӗ:

— Хамӑрӑн. Подтелков ҫыннисем валли шӑтӑк чавма каятпӑр.

Лавккара пурте пӗр харӑс йӑшӑлтатса илчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех