Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем хуллен ишеҫҫӗ, васкамаҫҫӗ, юри каҫа юлса ҫыран хӗррине тӗттӗмленсен тин ҫитесшӗн пыраҫҫӗ.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Салтаксем тин ҫеҫ апат ҫинӗ те чӳрече умӗнче кашӑксене ҫӑваҫҫӗ.Солдаты как раз только что пообедали и полоскали на подоконнике ложки.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анасласа, тин тухакан хӗвел ҫине куҫне хӗссе пӑхса, кӗпипе йӗпе питне лайӑх шӑлса типӗтет.Зевая и жмурясь на восходящее солнце, насухо вытер рубашкой маленькое пестрое лицо.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Аннеҫӗм, сана ҫуралнӑ кун ячӗпе саламласа ҫак пӗчӗк парнене парасшӑн, — тӗпелте кӑштӑртатакан амӑшӗ умне пырса тӑчӗ те хӗр ача юратнӑ ҫыннине тин ҫеҫ касса кӗнӗ ҫеҫкесене тӑсса пачӗ.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Пӗр авӑк тин ҫеҫ сӑрланӑ урай хӑмисем тӑрӑх чупкаларӗ, тепӗр самантранах вара сакӑр-тӑхӑр ҫулхи хӗр ача ҫывӑракан вырӑн ҫине сикрӗ.Он пробежался по недавно покрашенному полу и прыгнула в кровать, где спала девочка в 8-9 лет отроду.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Тин ҫеҫ ҫитнӗскер тантӑшне хулӗнчен ҫавӑтрӗ те чӗкеҫ пек чӗвӗлтетме пуҫларӗ.Подошла и, взяв подружку за подмышки, защебетала словно ласточка.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Йӗтем варринче, тин уйран илсе кӗнӗ тулӑ улӑмӗсем ҫинче, пӗр вунпӗр ҫула ҫитнӗ пӗчӗк хӗр тӑнине курать.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл пӗр пӗчӗк ҫуртӑн картишӗ хыҫне пырса тухсан тин чупма чарӑнать.Он бежал до тех пор, пока не очутился на задах небольшого хозяйства.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тин тӗл пулнӑ салтак умӗнче…
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унтан брезентпа витнӗ, тин тасатса купаланӑ тыррин ҫӳлӗ кӑшӑлӗ тӑрса юлчӗ.Потом проплыл высокий холм только что намолоченного зерна, покрытого брезентом.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ашшӗпе Петя, тин ҫеҫ сунӑ сӗте тулӑ кулачӗпе ҫисе тӑранса, дилижанс еннелле пычӗҫ.Папа и Петя, наевшись парного молока с серым пшеничным хлебом, уже шли к дилижансу.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку ӗнтӗ Петяпа Зоя садӑн чи аякри кӗтессине пырса тухсан тин палӑрчӗ.И это выяснилось лишь тогда, когда Петя и Зоя очутились в самой глубине сада.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӑҫта кӑна пӑхатӑн, пур ҫӗрте те йывӑҫ ҫине йывӑҫ тултарнӑ, патмар николаевски ҫуртсенче халӗ госпитальсемпе шкулсем вырнаҫнӑ, ҫав ҫуртсене тӑрӑх тӑвӑр йывӑҫ кӗперсем пур, урама та йывӑҫпа сарса тухнӑ, шыв хӗрринче вара темӗн чухлӗ тин каснӑ хӑма купала-купала хунӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах ҫул уҫӑлсан, хайхи дрезинӑпах — ӗнтӗ мӗн тесен те Станислав хӗрӗсем ҫав дрезина патне ҫитеймен — ҫав дрезинӑрах мана ҫак виҫӗ мӑшӑр кӑвак куҫлӑ кил-йыш, манпа вӑтана-вӑтана сывпуллашса, Заозерье станцине ӑсатсан, каллех эпӗ санитарнӑй поезда ларсан, (хальхинче ӗнтӗ ку поезд лайӑх йышшиехчӗ, — ваннӑ та пурччӗ кунта, радио та, кӗнеке-хаҫат вуламалли вагон та пурччӗ), ҫӑвӑнса та тасалса, сурансене ҫӗнӗрен ҫыхтарса, суранлӑ урана медицина науки хушнӑ пек мачча ҫинелле тӑратса пынӑ чух, пӗтӗм Вӑтам Россия урлӑ иртсе, таҫта Киров хулин леш енне, каҫсенче ҫутӑ сӳнтермен лӑпкӑ тӗнчене ҫитсен, Ромашовпа ман хушӑра мӗн пулса иртнине тин аса илтӗм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Проторов майор килӗшӗве киличчен картузне хывса, пуҫне чылайччен кача пӳрнипе кӑтӑртаттарса тӑчӗ, унтан тин Кореваново зонине кӗме ирӗк паракан хут илме тухса утрӗ.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тин ҫеҫ Сталин калаҫрӗ.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тин ҫитрӗм.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хам ҫав тери ӗшенсе ҫитнине тин анчах туйса илтӗм.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ тин кӑна ыттисем те кӗтсе тӑнине асӑрхарӑм.Тут только я заметила, что все стоят в зале, чего-то ожидая.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тин ҫеҫ йӗркеллӗн ӑнланса ҫите пуҫларӑм…
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950