Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр-пӗр ҫӗнӗ ӗҫе центр хушмасӑрах пуҫласа ярсан, темскер ҫитмен пек туйӑнать вара; ӗҫес килет тесен, ӗҫес килмест — тем ҫитмест.
Ҫил арманӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 176–177 с.
Ун сассинче эпӗ темскер, хама ҫывӑх япала пуррине туйса илтӗм.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Чӑрӑш тӗлне ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, ҫӳлте темскер мӗкӗл-мекӗл турӗ.
Вӑрман кушакӗ // Василий Алентей. Василий Алентей. Пограничниксем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955
Пуҫра темскер ҫат! турӗ те йӑр! юхса аннӑ пек туйӑнчӗ.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Унччен те пулмарӗ — пӗрскер черетрен уйрӑлса ман паталла ҫунашкапа темскер туртса килнине асӑрхарӑм.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Ҫапла шутласа тӑнӑ вӑхӑтра умра темскер мӗлтлетрӗ те паҫӑрхи ҫын нимӗн пулман пекех малалла утрӗ.
Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Туртса пӑхрӑм, темскер турткаланса тапкаланма пуҫларӗ.
Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
Унччен те пулмарӗ манӑн пуҫ ҫине котлет пысӑкӑш темскер лаплатса та анчӗ.
Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Сахалтарах вӗреннӗ ҫынсем вара ӑна-кӑна пӑхса тӑмаҫҫӗ: сирӗн уйрӑм пӳлӗм пур-тӑк — унта кашниех сӗкӗнет, темскер сӑнас е сирӗн ҫумма ҫулӑхас тесе мар, ҫук, ахалех, ҫак япалапа сире кансӗрлеме пултарнине чухламаннипе ҫеҫ; вӑл хӑй сирӗншӗн кирлӗ мар, курас килмен этем пулсан ҫеҫ эсир вӑл пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен хӑвӑр ума килсе тухнине кӑмӑлламан пулӑттӑмӑр, тесе шутлать; вӑл, ҫын ӑна юп курать пулсан та, хӑй ҫав ҫынна йӑлӑхтарса ҫитерессине, ӑна кансӗрлессине пӗлмест, ӑнланмасть.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах ӗнтӗ, хӑй итленипе итлеменнине Вера Павловна хӑй те пӗлмен; хуть те мӗнле пулсан та, итлесен итлемесен те, ӑна темскер илтӗнет, анчах унӑн хӑй мӗн илтнине ӑнланса илме вӑхӑт ҫук; ҫапах та илтӗнет-ҫке-ха, сӑмах ҫырупа пӗртте ҫыхӑнса тӑман темӗнле урӑх япала ҫинчен пырать, вара Вера Павловна майӗпен итлеме пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн патнеллех туртать: нервисем ӑна ҫыру ҫинчен мар, мӗн те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн; вӑл нумайччен нимӗн те ӑнланаймарӗ, ҫапах та упӑшкин сивӗ те кӑмӑллӑн илтӗнекен сасси ӑна лӑплантарма пуҫларӗ, унтан вара вӑл ӑнланма та тытӑнчӗ.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ темскер сывӑх мар-ха, апат умӗн эмел ӗҫес пулать, хӑвӑр эсир мана ан кӗтӗр, ҫийӗрех, васкамасӑр ҫийӗр: манӑн иртсе кайиччен ӗлкӗретӗр-ха.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӑхатӑп та эпӗ, эсир темскер укҫапа питӗ выляма пуҫларӑр, эпӗ сиртен, йӗркеллӗ ҫынтан, кун пеккине кӗтменчӗ вара.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Тусӑмҫӑм, эсир темскер йӑтса пыратӑр, — парӑр, хам йӑтам.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка, пальто айӗнче аллипе темскер йӑтса пырать.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫывӑр, темскер шутласа ан кӑлар, — ыйӑх тӗлӗшпе каларӗ Давыдов.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Варя сасӑсӑр кулса чӗтрет, Давыдов Ҫӑрттантан пӑрӑнса питне алпа хупланӑ та темскер ҫине-ҫинех те вӑрӑммӑн ӳсӗрет.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн ҫурӑмӗ сурать, чӗркуҫҫи айӗнче темскер тӑлт-тӑлт сикет тата аллисем те ватӑ ҫыннӑнни пек чӗтреҫҫӗ.У него ныла спина, под коленями бились какие-то живчики, и, словно у старика, тряслись руки.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.