Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

театрта (тĕпĕ: театр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлтӗр эп К. хулинчи театрта пулсаттӑм та, унта… аса илейӗп-ши… э, ас турӑм — «Иванко-хураха» лартса пачӗҫ.

— Я в прошлом году был в театре в К., когда играли… не помню что… ах, да — «Ивана-разбойника».

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Огнянов нихҫан та театрта пулса курман, — терӗ вӑл мухтанса, хӑйне хисеплеттерес сасӑпа.

— Огнянов и в глаза не видел театра, — проговорил он высокомерным и авторитетным тоном.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Ыттисем ӑҫта тетӗн-и? — тет ҫутӑ сӑнлӑ хӗрарӑм-патша, — вӗсем пур ҫӗрте те; нумайӑшӗ театрта, хӑшӗсем актер, хӑшӗсем музыкант, теприсем курса ларакансем, кама мӗн килӗшет, ҫавна тӑваҫҫӗ; хӑшпӗрисем аудиторисене, музейсене саланнӑ, библиотекӑсенче лараҫҫӗ; хӑшӗсем, е пӗччен, е ачисемпе пӗрле, садри аллейӑсенче, хӑйсен пӳлӗмӗсенче канаҫҫӗ, анчах пуринчен те, пуринчен те ытлараххи вӑл — ман вӑрттӑнлӑхӑм.

«Где другие? — говорит светлая царица. — Они везде; многие в театре, одни актерами, другие музыкантами, третьи зрителями, как нравится кому; иные рассеялись по аудиториям, музеям, сидят в библиотеке; иные в аллеях сада, иные в своих комнатах, или чтобы отдохнуть наедине, или с своими детьми, но больше, больше всего — это моя тайна.

10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӗрентнипе пӗрлех савӑнӑҫлӑ вечерсем те туса ирттерчӗҫ, хула ҫывӑхӗнчи вырӑнсене тухса уҫӑлса ҫӳрерӗҫ: малтан сайра хутра кӑна, кайран вара, укҫа нумайлансан, час-часах та ҫӳрерӗҫ; театрта ложӑсем илчӗҫ.

Вместе с преподаванием устраивались и развлечения, бывали вечера, бывали загородные прогулки; сначала изредка, потом, когда было уже побольше денег, то и чаще; брали ложи в театре.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Театрта пулнӑ хыҫҫӑн Сторешников Верочка хӑйне унпа мӗнле тытасси ҫинчен нихҫанхинчен те ытларах шухӑшла пуҫларӗ.

Мысли о позах Верочки разыгрались в Сторешникове после театра с такою силою, как еще никогда.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Анчах та ман сирӗнпе мӗнле калаҫмаллине пӗлес пулать, эпӗ сиртен эсир ӗнер театрта мӗн майпа пулнине тата мӗншӗн пулнине каласа кӑтартма ыйтатӑп.

Но чтобы мне знать, как говорить с вами, прошу вас, расскажите, как и зачем вы были вчера в театре?

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук, пӑрахман; театрта мӗн-мӗн асӑрханине аса илчӗҫ те, хӗрӗн амӑшӗ французла калаҫмасть пулмалла тесе Жюли Сержа хӑйпе пӗрле тӑлмач пулма илчӗ.

Нет, не выкинула; и когда, сообразивши все приметы в театре, решили, что, должно быть, мать этой девушки не говорит по-французски, Жюли взяла с собою Сержа переводчиком.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах эпӗ сире асӑрхаттаратӑп: эсир театрта, урамра, е ӑҫта та пулин ман пата пыма хӑятӑр пулсан, — эпӗ сире питрен ҫупатӑп.

Но я предупреждаю вас: если вы осмелитесь подойти ко мне в театре, на улице, где-нибудь, — я даю вам пощечину.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Театрта мӗн ҫинчен калаҫнине Марья Алексевна пӗлнӗ, анчах ҫав калаҫуран мӗн пулассине пӗлмен.

Марья Алексевна знала, что говорилось в театре, но еще не знала, что выходило из этого разговора.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Театрта директорша, ложе туянать, кайран пӑхатпӑр, веер пек сарӑлса ун ложинче Варенька лара парать, сӑн-пичӗ ҫинче савӑнӑҫ, телей ҫутӑлса тӑрать, унпа юнашар пӗчӗк Беликов, килӗнчен хыпкӑчпа кӑларса килнӗ пек вӗчӗрхенсе ларать.

Директорша берет в театре ложу, и смотрим — в ее ложе сидит Варенька с этаким веером, сияющая, счастливая, и рядом с ней Беликов, маленький, скрюченный, точно его из дому клещами вытащили.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Театрта та, урамра та иртсе ҫӳреме памаҫҫӗ.

Ни в театре, ни на улице прохода не дадут.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсӗ пирӗн патра хамӑр кун — вырсарникун апатлан е юнкун пыма пултаратӑн, пӗччен, — терӗ Ольга, — кайран вара театрта курнӑҫма пултаратпӑр.

— Ты обедай у нас в воскресенье, в наш день, а потом хоть в среду, один, — решила она. — А потом мы можем видеться в театре:

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Театрта хӑҫан пултӑн-ши?

Давно ли ты был в театре?

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ акӑ Гришка Фабера аса илетӗп-ха, вӑл калатчӗ вара, «куҫ темӗн ҫинчен те калать», Кораблев тесен «театрта пысӑк ҫын пулас пирки вӑл иккӗ те калаҫмӗччӗ», тетчӗ.

Я вспомнил Гришку Фабера, который утверждал, что «взгляд — всё» и что с таким взглядом он бы «в два счёта сделал в театре карьеру».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Театрта пулсан, эпӗ сан хыҫна пырса лараттӑм, турӑҫӑм, мӗнрен уйрӑлса тӑраттӑмччӗ-ши вара эпӗ санран?

Я сидел в театре за твоею спиной. И, кажется, боже мой, чем же отличался я от тебя?

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун патне манӑн е шӑпах кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ вӑхӑтра, ӑҫта та пулин театрта чухне-и, хама курас тенине асне те илмен чухне кӗрес килетчӗ.

То хотелось мне явиться перед ним в лёгкую минуту его жизни, где-нибудь в театре, когда самая мысль обо мне будет бесконечно далека от него.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытла сайра хутра ҫеҫ пулнӑ иккен эпир театрта!

Как редко мы бывали в театре!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта театрта та пултӑм эпӗ — Ленинградри оперӑпа балет театрӗ М-ов хулине куҫса килнӗ.

Я был в театре — Ленинградский театр оперы и балета был эвакуирован в М-ов, — 

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен шӑпах ҫав сехетре манӑн театрта пулас пур-и, е нимӗн тумасӑрах ҫывӑрнӑ вӑхӑт пулӗ, е тата кампа та пулин калаҫасси, хальхи пек каласси пулӗ, акӑ бригадир мӗн ҫинчен те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшласа, пуҫа ҫӗклетмесӗр ӗҫлеме сӗнчӗ, эпир пӗчӗк редакторшӑпа пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӑмӑр та кулса ятӑмӑр.

Быть может, в этот час я буду в театре, или буду спать, ничего не чувствуя, или буду разговаривать с кем-нибудь и смеяться, как сейчас, когда бригадир посоветовал нам работать машинально, то есть думая о чём-нибудь другом, и мы с чёрненькой редакторшей посмотрели друг на друга и рассмеялись.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Дёма Стрижаков, театрал, Художествӑллӑ театрта пынӑ «Сенкер кайӑк» ятлӑ спектаклӗн программине, баул тӗпне тирпейлен пуҫтарса хунӑскерне, кӑтартрӗ.

Театрал Дёма Стрижаков показал бережно хранимую на дне баула программу спектакля «Синяя птица» в Художественном театре.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех