Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сылтӑмра хуран курӑнакан тинӗс хаяррӑн шавласа выртать, ҫутӑрах хӑмӑр тӗслӗ ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗтрен ӑна вӗҫӗмсӗр, таҫта ҫитиех тӑсӑлакан тӳп-тӳрӗ те хура йӗр уйӑрса тӑрать таҫта инҫетре тӑшман флотӗнчи карап ҫутисем курӑнкалаҫҫӗ.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Таҫта, таҫта та.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗчӗк бухтӑри ҫутӑ шыв ҫине йӑлтӑркка кӑвак тусемпе пӗлӗтӗн чечен мӗлки ӳкет, тата таҫта шыв тӗлӗнче темле ытармалла мар илемлӗ мӗлке курӑнса тӑрать, вӑл ҫинҫерех кӑна та чечен, — тен, вӑл инҫетрен, ҫуртсенчен илтӗнекен музыка пулӗ, тен, вӑрмансен шыв ҫине йӑсланса анакан шӑрши, е радиопа юрлакан майран ирӗклӗ те вӑйлӑ сасси мар-ши, — ҫав сасӑ ҫӗрпе тинӗс ҫийӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр ирӗклӗн янӑрать, пейзажпа пӗр тӑван пек пулать, вӑл ҫавӑнпа та таҫта ҫакӑнта, тусем хушшинче пурӑнакан темӗнле чӗрчунӑн сасси пек туйӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Кушак аҫи таҫта ҫӳреме кайнӑ, кушак аҫи яланах таҫта ҫӳрет вӗт вӑл, — тесе ӑнлантарса пачӗ те Зина, Нина лӑпланчӗ.— Кот гуляет, кот же всегда гуляет, — объяснила Зина, и Нина успокоилась.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Савӑнӑҫлӑ Матрена шӑпланчӗ те самантрах палламалла мар улшӑнчӗ: унӑн хаваслӑхӗ таҫта кайса кӗчӗ, куҫӗсем пысӑкланчӗҫ, вӗсем таҫта инҫе-инҫе пӑхаҫҫӗ.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Паян вӗсем хурӑнлӑх вӑрманӗпе таҫта ҫитичченех кӗрсе кайнӑ, ҫӳллӗ курӑксемпе витӗнсе выртакан ҫӗрсенче кана-кана ҫӳренӗ; тепӗр кунӗнче Бенломонӑн чӑнкӑ тайлӑмӗсемпе таҫта ҫитичченех хӑпарса каясшӑн, е тата юналутпа ҫын ҫӳремен сукмаксемпе инҫе-инҫе кайса, хӑйсен тӑван ҫӗршывӗн илемлӗхӗпе хӗпӗртесе хавхаланаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Таҫта такам ют ҫын патӗнче пурӑннӑ пек, ҫур кун чӗлӗм туртать, ҫур кун таҫта ярункара сулланса ҫӳрет, ӗҫлеме вӑхӑчӗ те ҫук…Как, скажи, он у чужих людей живет: полдня курит, полдня чухается, а работать некогда…
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таҫта лере, сенкер тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшӗнче, ҫил ачисем ахӑрашса ҫӳреҫҫӗ, хӗвелпе ҫуталакан сивӗ пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, лашана та ӗҫке-ҫике юратнӑ хаваслӑ Сашка мучие тин кӑна йышӑннӑ ҫӗр ҫинче вара пурнӑҫ ҫав-ҫавах-ха хӑватлӑн вӗресе тӑрать: сад ҫумӗнчен пуҫланса каякан ҫеҫенхирӗн симӗс ытамӗнче, кивӗ итем карти ҫывӑхӗнчи хир кантӑрӗ хушшинче, путенесем шавлӑн ҫатӑлтатса ҫапӑҫни илтӗнсе тӑрать; унта тыркассем шӑхӑраҫҫӗ, тӗкӗлтурасем нӑрласа вӗҫеҫҫӗ, ҫил ачашласа ҫупӑрлакан курӑк пӑшӑлтатать, вӗлтӗртетсе юхакан ӑрша хумӗсем хушшинче тӑрисем юрлаҫҫӗ тата, этӗмӗн ҫутҫанталӑкри вӑй-хӑватне палӑртса тӑнӑ пек, таҫта инҫетри-инҫетри тип ҫырма тӑрӑх пулемет сасси тимлӗн, ҫилӗллӗн те янӑравсӑррӑн шӑтӑртатать.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл Кубань шывӗн ҫӳл енче пурнакансен хальхи пурнӑҫӗ ҫинчен, мар, вӗсен пуласлӑхӗ ҫинчен ытларах каларӗ, вара хӑнасем умне пуласлӑхӑн илӗртӳллӗ картини яр уҫҫӑн тухса тӑчӗ: таҫта, тарӑн мар ҫырма хӗрринче, уй-хирсемпе станицӑсем ҫӗнӗ сӑнлӑн курӑнса лараҫҫӗ, вӗсен варринче Усть-Невинская ларать: унта садсем ешереҫҫӗ, пысӑк та ҫӳллӗ ҫуртсем пӗлӗтелле кармашаҫҫӗ, тротуарсемлӗ анлӑ урамсенче симӗс йывӑҫсем вӑрман пек кашлаҫҫӗ; таҫта инҫетре, юханшыв хӗрринче, ку таранччен никам курман ҫӗнӗ пурнӑҫӑн паллисем илӗртӳллӗн курӑнса тӑраҫҫӗ.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫиелтен пӑхсан, пурте яланхи пекех: вӗри сывлӑшра иртен пуҫласа каҫченех кайӑк-кӗшӗк ҫуйхашать; инҫете курӑнакан тавракурӑм хӗрринче ҫинҫе пурҫӑн карри пек ӑрша вылянса тӑрать; аякри тӗмесемпе сӑвӑр тӗмисем силлене-силлене таҫта шунӑ пек туйӑнаҫҫӗ; тавракурӑм хӗрринче бригада ҫурт-йӗрӗсем е трактористсен пӗчӗк вагонӗ аран-аран курӑнмалла тухса тӑрать; ҫулсем ҫинче тусан юпи ҫӗкленет те, вара унӑн пӗлӗчӗ темиҫе километрах хӳме пек карса илет; таҫта хӑяматра мотор кӗрлет — унӑн сасси хӑлхана ҫӗр ҫине хурса итлесен лайӑх илтӗнет; янк уҫӑ уй-хирте лаша ури тапӑртаттарни янӑраса каять — юланутҫӑн вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫӗ симӗс ҫулҫӑллӑ кукуруза хушшинче ҫӑмха пек чупса иртсе ҫухалать, — пӗр сӑмахпа каласан, пурте яланхи пекех, пурте шӑп та шай хальчченхи ҫулласенче пулнӑ пекех, анчах ҫакӑн пек кунсенче ҫӗрӗҫлекенӗн ҫивӗч хӑлхи темскер урӑххине — ҫуллахи ӗҫ пуҫланнине туйса илет.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗлӗт таҫта кайса пытанчӗ, хӗвелпе пиҫсе сарӑхнӑ сӑртлӑхсем тӗксӗмленсе ларчӗҫ, сывлӑш каллех шӑрӑха пӑхӑнса хытрӗ, пӗртен-пӗр текерлӗксем кӑна, шуйханнӑскерсем, таҫта хайсен шӑпишӗн ӳкӗнсе йӗчӗҫ…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Калаҫусене хутшӑнсах каймарӗ, ытларах чӗнмесӗр ларчӗ, кӑштах сыпнӑ хӑнасем сайра хутра «йӳҫӗ», тесе кӑшкӑрсан, вӑл хӑйӗн хӗрлӗ питлӗ арӑмӗ еннелле пуҫне ирӗксӗррӗн ҫавӑрчӗ, сивӗ тутисемпе ӑна ирӗксӗррӗн тенӗ пек чуп турӗ, унӑн яланах чӗрӗ куҫӗ халӗ ҫӗн ҫынпа хӑнасем ҫине мар, таҫта инҫете, таҫта инҫетри, хурлӑхлӑ иртнӗ питӗ инҫетри вӑхӑта пӑхрӗ тейӗн.
XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫулне кӗскетес тесе, Давыдов айккинелле пӑрӑнчӗ, тӳрӗрен, ҫеремпе кайрӗ, анчах ҫур ҫухрӑм пек те утаймарӗ — ӑна сасартӑк, темле курӑнман чикӗ урлӑ каҫса, урӑх тӗнчене пырса кӗнӗ пек туйӑнчӗ: атӑ кӗли ҫумне пӗрчӗллӗ кушак хӳри ҫапӑнма пӑрахрӗ, таврара чӑпар чечексем курӑнми пулчӗҫ, чечеке ларнӑ тӗрлӗ курӑксен тутлӑ шӑрши сирӗлчӗ, таҫта ҫухалчӗ, ун умне таҫта ҫитиех ҫара, сӑрӑ, тӗксӗм ҫеҫен хир сарӑлса выртрӗ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ешӗл-симӗс хумсем пирӗн пӗчӗк кимме, ачасем пӳскепе вылянӑ пек, унталла та кунталла ывӑтать, вӗсем кимӗ хӗрринчен пирӗн ҫинех каҫаҫҫӗ, пуҫ тӳпинчен ҫӳлелле сикеҫҫӗ, шавлаҫҫӗ, лӑскаҫҫӗ, эпир таҫта амака анса каятпӑр е таҫта шурӑ кӑпӑк тӑррине ҫӗкленетпӗр, ҫыран хамӑртан аякка-аякка тӑрса юлать, вӑл та, пирӗн кимӗ пекех, ташлать пек.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Захар таҫта пӑрахнӑ, — хирӗҫ тавӑрчӗ Обломов, — кунтах, таҫта кӗтесре выртаҫҫӗ.— Захар куда-то дел, — отвечал Обломов, — тут где-нибудь в углу лежат.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Катьӑна курнӑ чухнехи туйӑм чӗремре ҫаплах тӑрса юлчӗ, — пӗтӗмпех таҫта вӗҫетчӗ, таҫта ҫитетчӗ…
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пире литейнӑй кӗпер курӑнать, унӑн леш енче сӑрланӑ пӑрахутсем ишеҫҫӗ те, вӗсене ҫыран хӗрринчи ҫуртсенчен те уйӑрса илме ҫук, таҫта пӑрахучӗ, таҫта — ҫурчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Таҫта лармалла, таҫта тӑмалла тенӗ пек...
«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№
— Таҫта та ҫитрӗм, тем те куртӑм, пӗтӗмпех каласа та пӗтереймӗн.
Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.
Старик ҫавах лӑпланман, вӑл ялтан тухса кайнӑ та тӑватӑ уйӑх хушши таҫта ҫухалса пурӑннӑ.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.