Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таҫта сăмах пирĕн базăра пур.
таҫта (тĕпĕ: таҫта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аржанов, шухӑшлӑ куҫӗсемпе таҫта инҫете тинкерсе, йӑл кулса илчӗ:

Аржанов улыбнулся, задумчиво глядя куда-то вдаль:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шырланпуҫ хыҫа юлчӗ, таҫта ҫухалчӗ, Давыдова куҫпа виҫейми анлӑ ҫеҫен хир ҫӑтса ячӗ.

Где-то позади остался, скрылся за изволоком Гремячий Лог, и широкая — глазом не окинешь — степь поглотила Давыдова.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Паллӑ ӗнтӗ, кирек мӗн улӑштарас тесен те, Аркашка таҫта кайса кӗме хатӗр, пулас улӑшӑва кӗтсе, вӑл аллисене кӑмӑллӑн сӑтӑркаларӗ.

Аркашка, страстью которого, как известно, была любая мена, в предвкушении предстоящего обмена довольно потирая руки, приговаривал:

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах пӗррехинче ҫак йӗркене кӗтмен ҫӗртен хулиганла пӑсса хучӗҫ: хӑватлӑ автан басӗ хыҫҫӑн таҫта юнашарах, сарай хыҫӗнче, кӳршӗре пурӑнакан Аркашка Менок кил картинче пӗр ӑнман автан, ҫамрӑк автан, ачалла шухӑ альтпа ҫухӑрса ячӗ, кайран нумайччен чӑхла кӑтиклерӗ, темле йӗрӗнчӗк какришпе чыхӑнса ларчӗ.

Но однажды этот порядок был нарушен самым неожиданным и хулиганским образом: после могучего петушиного баса вдруг где-то совсем рядом, за сараем, во дворе жившего по соседству Аркашки Менка, мальчишеским залихватским альтом проголосил какой-то паршивый, как видно из молоденьких, петушок и после долго по-куриному вскудахтывал и давился какой-то гнусной отрыжкой.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ӳсет, сарӑлать, ҫур тӳпене йышӑнать, — унӑн тӗксӗм ҫунат айӗсем, усала систерсе, шурала-шурала каяҫҫӗ, — унтан вӑл аннӑҫем анать, унӑн аялти шӑла пир пек витер курӑнакан лапка-лапка ҫупкӑмӗсем ҫеҫен хирти тӗме ҫинче ларакан ҫил арманӗ тӑррине лекеҫҫӗ; таҫта ҫӳлте илтӗни-илтӗнми лӑпкӑ аслати хӑлтӑртатса иртет те ырӑ, сиплӗ ҫумӑр ҫума пуҫлать.

Она росла, ширилась, занимая полнеба, — зловеще белели ее темные подкрылки, — а потом снижалась так, что прозрачные, как кисея, нижние хлопья ее цеплялись за крышу стоявшей в степи, на кургане, ветряной мельницы; где-то высоко и добродушно, еле слышной октавой разговаривал гром и спускался благодатный дождь.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗччен юлсан вӑл ҫавӑнтах, хӑй сисмесӗрех, курман куҫӗсемпе таҫта, иртсе кайнӑ вӑхӑта тинкернӗ, чунне килӗшекен Лушкӑн кирек хӑҫан та типӗ, тӑп-тӑп тутисен шӑршине, унӑн ялан улшӑнса тӑракан вут пек куҫӗсене аса илнӗ.

Стоило ему остаться наедине с самим собой, как тотчас он, сам того не замечая, уже смотрел куда-то в прошлое невидящими глазами, улыбался с задумчивой грустинкой, вспоминая милый сердцу запах Лушкиных губ, всегда сухих и трепетных, постоянно меняющееся выражение ее горячих глаз.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах Яков Лукич ҫав кун кӑлӑхах ӑшне ҫунтарнӑ-мӗн: инкек таҫта тытӑнса тӑнӑ, вӑл ун патне тепӗр икӗ талӑкран тин ҫитрӗ тата вӑл пачах кӗтмен енчен килсе тухрӗ…

Однако тревожные ожидания Якова Лукича в этот день были напрасны: беда где-то задержалась и пришла к нему только через двое суток и с той стороны, откуда он меньше всего ожидал ее…

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, тахӑшӗ шӑпах ҫав надзирателӗн ҫивӗтне касса янӑ та хӑй таҫта пытаннӑ.

— А помнишь, вскоре у самого надзирателя срезали косу, и ему пришлось скрыться.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Пичче те таҫта тухрӗ.

Брат тоже куда-то ушел.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех