Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тарӑн (тĕпĕ: тарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лопухов унӑн теорийӗ ҫын чӗринчи улшӑнусене тӗпчес тӗлӗшпе йӑнӑшма майсем парать тесе шутланӑ, калас пулать, ку тӗлӗшпе унпа эпӗ те килӗшетӗп; эпӗ ӑна нумай ҫулсем хушши ӗнтӗ чӑнлӑх тесе шутлатӑп, ҫак ҫулсенче вӑл мана пӗрре те йӑнӑш тутарттармарӗ тата, мӗнле те пулин ҫын ӗҫӗн чӑнлӑхӗ темӗн чухлӗ тарӑн пытанса выртнӑ пулсан та, мана чӑнлӑха яланах ҫӑмӑллӑн уҫса пачӗ.

Лопухов находил, что его теория дает безошибочные средства к анализу движений человеческого сердца, и я, признаюсь, согласен с ним в этом; в те долгие годы, как я считаю ее за истину, она ни разу не ввела меня в ошибку и ни разу не отказалась легко открыть мне правду, как бы глубоко ни была затаена правда какого-нибудь человеческого дела.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Лопухов, арӑмӗ хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫинче ларса ҫывӑрса кайнӑ хыҫҫӑн, ӑна унӑн пӗчӗк диванӗ ҫине илсе вырттарчӗ те вӑл курнӑ тӗлӗк пирки тарӑн шухӑша кайрӗ.

Но когда жена заснула, сидя у него на коленях, когда он положил ее на ее диванчик, Лопухов крепко задумался о ее сне.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл, паҫӑрхи пекех пӗр хускалмасӑр, аран-аран сывласа, тарӑн ыйха путнӑ пек ларакан ҫамрӑк хӗрарӑм патнелле пӗр утӑм ярса пусрӗ.

Он сделал шаг вперед к молодой женщине, которая сидела по-прежнему неподвижно, едва дыша, будто в летаргии.

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тарӑн шӑтӑках алтса кӑларчӗ Чэнь, кӗмӗл тултарнӑ савӑт ҫаплипех тупӑнмарӗ.

Чэнь уже выкопал глубокую яму, а кувшины все не показывались.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Пулса иртнӗ пӑтӑрмах ӑна тарӑн шухӑша ячӗ, вӑл слон шӑмминчен тунӑ муштуклӑ, йӗс чӑпӑклӑ бамбук чӗлӗмне ӗмме те манать, ҫавӑнпа чӗлӗмӗ час-часах сӳнет.

Но был так подавлен, что давно забыл о своей длинной трубке из пятнистого бамбука, с мундштуком из слоновой кости и латунным чубуком, — она погасла.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

— Ну, мӗнех-ха апла, ку ҫакнашкал ӗҫ: кирек мӗнле пӑркалансан та, вӑхӑт ҫитсен авланассинчен пӑрӑнаймӑн, урӑхла каласан, сӑмах арҫынсем ҫинчен пырать, — терӗ старик тарӑн шухӑшлӑн.

— Что ж, это дело такое, что как ни крутись, а рано или поздно от женитьбы не уйдешь, то есть я про мужчинов говорю, — глубокомысленно изрек старик.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӗрӗ ҫынна кирек хӑш масар та, кирек хӑҫан та хурлантарать, анчах тем териех хытӑ хурлантаракан туйӑм вӑл унта ҫуркунне пуҫламӑшӗнче те тарӑн кӗр кунӗсенче пулать.

На любом кладбище в любое время года всегда грустно живому, но особая, пронзительная и острая грусть безотлучно живет там только ранней весною и поздней осенью.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хутора ҫитме пӗр-икӗ километр пек юлсан, ҫул хӗррипе иртекен тарӑн вар тӗлне ҫитсен, вӑл тата тепӗр пит хӑюллӑ ӗҫ турӗ — уринчи пушмаксене хыврӗ те, йӗри-тавра вӑрӑ пек пӑхса илсе, вӗсене ҫырма тӗпнелле ывӑтрӗ, юлашкинчен вара пӑшӑлтатса илчӗ:

Километрах в двух от хутора, там, где близко к дороге подходит крутой яр, он принял еще одно и не менее отважное решение — снял с ног чирики, воровато глянул по сторонам и бросил чирики в яр, прошептав напоследок:

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав кукӑле тата сана турилккепе мар, мӗнле те пулин тарӑн тирӗкпе парсан пушшех те лайӑхрах пулать, кашӑка вылятма вырӑн ытларах пултӑр!»

А ишо милее, когда тебе не в тарелку будут эти варенички класть, а в какую-нибудь глубокую посудину, чтобы было где ложке разгуляться!»

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Колхоз правленийӗн картишӗнчен тухсан, Ҫӑрттан мучи ӑйӑрӗсене уттарса, икӗ кварталтан ытла та каймарӗ, вӗсене ҫул варринчех чарса тӑратрӗ те, урапи ҫинчен анмасӑр, хурлӑхлӑн пӗкӗрӗлсе ларса, тарӑн шухӑша кайрӗ…

От двора правления колхоза дед Щукарь шагом проехал не больше двух кварталов, а затем остановил жеребцов среди дороги и, не слезая с линейки, понуро сгорбившись, застыл в глубокой задумчивости…

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл темле тӳрех лӑпланма пултарчӗ, ҫавӑнпа та халӗ, казаксем пӗр шавсӑр ун майлӑ пулнине туйса, лӑпкӑ та сӗмсӗррӗн кулать, тарӑн путӑкра ларакан кӑвак куҫне хӗсет.

Он как-то сразу обрел недавнюю уравновешенность и теперь, чувствуя за собой молчаливую поддержку казаков, уверенный в собственном превосходстве, спокойно и нагловато улыбался, щурил голубые, глубоко посаженные глаза.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Правленин кӑтрашка курӑкпа витӗннӗ картишӗ пушахчӗ, вите патӗнче ҫеҫ кӳршӗ чӑххисем тислӗк ҫинче юлхавлӑн чаваланатчӗҫ те сарай аслӑкӗ айӗнче темшӗн Трофим ят панӑ качака таки ват енне тайӑлнине пула тарӑн шухӑша кайса тӑратчӗ.

Просторный, заросший курчавой муравою двор правления был пустынен, только возле конюшни соседские куры лениво копались в навозе да под навесом сарая в глубокой старческой задумчивости неподвижно стоял козел, прозванный почему-то Трофимом.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑварлӑ ҫӗр ҫурӑкӗсенчен пӑрӑна-пӑрӑна иртсе, ӗне, сурӑх ури йӗрӗсенчен пулнӑ тата вӗсемех хӑйсен кӑштӑркка чӗлхисемпе йӑлтӑртатса тӑмалла ҫуласа якатнӑ ҫаврашка тарӑн шӑтӑксем урлӑ сике-сике, Давыдов хулленрех кайрӗ.

Давыдов пошел медленнее, обходя широкие солончаковые рытвины, перешагивая округлые глубокие ямки, выбитые копытами коров и овец, до глянца вылизанные их шершавыми языками.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нестеренко куҫӗсем сасартӑк темле ватӑлса кайрӗҫ, ҫӑвар айккисене тарӑн хутламсем тухса выртрӗҫ, сарлакарах хӗрлӗ пичӗ те тӗссӗрленчӗ, саралчӗ.

Глаза Нестеренко как-то сразу постарели, по углам рта легли глубокие складки, и даже смуглый румянец на скуластых щеках словно бы выцвел и пожелтел.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пӗтӗмпе илсен — пырать, анчах тикӗс сухаламан, ача сухаланӑ пек: вырӑнӗ-вырӑнӗпе тарӑн, хӑш ҫӗрте ӑшӑхрах пӑртак, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вара пачах тарӑн.

— Вообще — ничего, но пахота неровная, как будто подросток пахал: где поглубже, где помельче малость, а где и вовсе глубоко.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫур ҫӗр иртсен ҫӑлтӑрлӑ тӳпе тӑрӑх ҫумма-ҫуммӑн хура ҫӑра пӗлӗтсем чупма пуҫларӗҫ, кӗркуннехи пек йӑлӑхтармӑш, вӗтӗ ҫумӑр вӗтӗртетрӗ, часах вара ҫеҫен хирте тарӑн та нӳрлӗ нӳхрепри пекех тӗттӗм, сулхӑн та шӑп пулса тӑчӗ.

После полуночи по звездному небу тесно, плечом к плечу, пошли беспросветно густые тучи, заморосил по-осеннему нудный, мелкий дождь, и вскоре стало в степи очень темно, прохладно и тихо, как в глубоком, сыром погребе.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл темле тарӑн шухӑша кайса ларчӗ, Нагульнов патне хӑй мӗншӗн килнине те манса кайрӗ.

Он о чем-то так сосредоточенно думал, что даже забыл, с какой целью приходил к Нагульнову.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗлӗнмелле лӑпкӑ та тарӑн артаклӑн курӑннӑ ҫак каҫ патшапа Суламифь ачашлӑхӗсем.

Странно тихи и глубоко нежны были в эту ночь ласки царя и Суламифи.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пичӗ-куҫӗ хуп-хура хӑйӗн, ҫилпе куштӑрканӑ, ырханланса ҫитнӗ пирки питҫӑмарти шӑммисем ҫинчи ӳт-тирӗ хытӑ туртӑнса карӑннӑ, куҫӗсем тарӑн путса кӗнӗ, типсе шурса кайнӑ тути хӗррисем ҫинче кӑпӑшка пӗчӗк мӑйӑхсем кӑмрӑкпа ӳкерсе хунӑ пекех хуп-хура ӳссе вӑрӑмланнӑ.

Лицо его было черно и обветренно, кожа на скулах от худобы туго натянута, глаза глубоко ввалились, а над белесыми спекшимися губами четко, как нарисованные углем, чернели отросшие пушистые усики.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мур пӗлет-и сана, шӑп та шай тарӑн та ҫухалӑн.

— А чума тебя знает, как раз ишо и убежишь.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех