Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каҫсенче Катерина ачасене хӑй тавра пуҫтарса ларнӑ.
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Свинарка тавра пуҫтарӑнса унӑн урине хӑйсен тутисемпе тӗкрӗҫ, йӑлӑхтармаллах ҫухӑрашрӗҫ.Или, окружив свинарку, тыкались пятачками в ее ноги и истошно визжали.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кедрон юххине кӗрлесе пухӑнакан ту шарлакӗсенчен шыв кӗрттерсе, порфир ҫыпӑҫтарнӑ чул мунчасем, мрамор бассейнсемпе сулхӑн паракан фонтансем тутарнӑ патша, кермен тавра йӑлтах садсемпе ращасем ларттарнӑ тата Ваал-Гамонра иҫӗм пахчи ешертме пуҫланӑ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вара ӑна хӑй ҫуралнӑ килӗнче хӑна пӳлӗмӗ курӑнать, вӑл пысӑк та тӗттӗм, унта пӗр ҫурта ҫеҫ ҫунать; ҫаврака сӗтел тавра унӑн вилнӗ амӑшӗпе хӑнисем лараҫҫӗ: вӗсем ним чӗнмесӗр ҫӗлеҫҫӗ; ашшӗ чӗнмесӗр уткалать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав хушӑра Захар хӑрах аттине тӑхӑнма ӗлкӗрчӗ, вара, теприне тӑхӑнмасӑрах, тухтӑрпа, кил хуҫи арӑмӗпе, Анисьйӑпа пӗрле улпут тавра ҫаврӑнкаларӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан вӑл хӑй тавра пӑхать, вӑхӑтлӑх ырлӑха туять те лӑпланать; каҫхи хӗвел анӑҫри шуҫӑм ҫутинче хуллен те лӑпкӑн анса ларнине вӑл шухӑша кайса сӑнать те, юлашкинчен, ҫапла шутлать: унӑн пурнӑҫӗ ҫапла килсе тухрӗ кӑна мар, этем кун-ҫулӗ питӗ лӑпкӑ иртме пултарнине кӑтартма вӑл ҫапла ҫӑмӑл та канас пулмалла пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна нимӗнле илемлӗ ултав та илӗртес ҫук, суя ҫул ҫине кӑларас ҫук; ан тив, ун тавра пӗтӗм киревсӗрлӗх, шырлӑх океанӗ хумхантӑр, пӗтӗм тӗнче наркӑмӑшпа пӑсӑлса, тӳнтерле ҫаврӑнтӑр — Обломов нихҫан та ултав туррине пуҫҫапас ҫук, унӑн чунӗ яланах таса, ҫутӑ, тӳрӗ пулӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫапах та сӑлтавӗ пулма кирлӗ, манра мар, сан тавра та мар пулсан, санра хӑвӑнта пулма кирлӗ.— Однако ж должна быть причина, если не во мне, не кругом тебя, так в тебе самой.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ирӗксӗрех ху тавра пурӑнакансем пек пурӑнас килӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта унӑн ашшӗ, аслашшӗ, ачисем, мӑнукӗсемпе хӑнисем ӳркевлӗн канса ларнӑ е выртнӑ, вӗсем хӑйсен тавра ялан сӑнаса тӑракан, ырми-канми ӗҫлекен ҫынсем пуррине, хӑнисене ҫавсем тумлантарасса, ӗҫтерсе-ҫитерсе, ҫывӑрма вырттарасса, вилес умӗн куҫа хупса ярасса пӗлсех тӑнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Агафья Матвеевна ҫӗре ларнӑ та кивӗ арчари ӑпӑр-тапӑрсене майлаштарать; ун тавра ҫӗтӗк-ҫатӑк купи, ваткӑ, кивӗ платьесем, тӳмесем, тир татӑкӗсем выртаҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑл чиркӳрен тухсан, карта патне ҫитнӗ чух, ӑна хӗрарӑмсен кӗтӗвӗ пур енчен те сырса илнӗ, ушкӑн кашни минутрах ӳссе-ӳссе пынӑ та Олеся тавра йышлӑран йышлӑ кӗпӗрленнӗ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Унтан Ольга сасартӑк ассӑн сывласа илет, хӑй тавра ӑс-тӑнлӑн пӑхса ҫаврӑнать, Обломов ҫине пӑхать, аллине чӑмӑртать, ӑшшӑн кулать, каллех ӑна хавхалану, кулӑ хыпса илет те, вӑл вара хӑйне алла илет.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ тӗкӗлтура чечек тавра сӑрласа вӗҫет, ун ҫеҫки ӑшне йӑраланса кӗрет; акӑ шӑнасем ҫӑкан ҫурӑкӗ витӗр сӑрхӑнса тухнӑ сӗткен тумламӗ ҫумне купипех сырӑнаҫҫӗ; акӑ вӗҫен кайӑк таҫта чӑтлӑхра чылайранпа ӗнтӗ пӗрмаях пӗр сасӑпа кӑшкӑрать, тен, теприне чӗнет пулӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов пӗтӗм парк тавра чупса ҫаврӑнчӗ, чечек йӑранӗсене, беседкӑсене пӑхкаларӗ — Ольга ҫук.Обломов избегал весь парк, заглядывал в куртины, в беседки — нет Ольги.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Арҫыннӑн пӗтӗм логики, пӗтӗм философийӗ, пӗтӗм пурнӑҫ системи ҫав шухӑш тавра ҫаврӑнать пулас?
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫхаршийӗсем унӑн куҫӗсене илем парса тӑраҫҫӗ; вӗсем пӗкӗ пек авӑнчӑк мар, пӳрнепе чӗпӗтсе пӗтернӗ ҫип пек, куҫ тавра ҫинҫе йӗрпе ҫаврӑнса тӑмаҫҫӗ — ҫук, ун куҫхаршийӗсем сарӑ, кӑпӑшка та икӗ тӳрӗ йӑрӑм пек, сайра хутра ҫеҫ вӗсем пӗр виҫере пулаҫҫӗ; пӗри тепринчен кӑшт ҫӳлӗрех, ҫавна пула куҫхарши айӗнче пӗр пӗркеленчӗк йӗр пур, ҫав йӗр темӗн каланӑ пек, унта шухӑш пулнӑ пек туйӑнать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫаксем пурте мӗн тавра ҫаврӑннин варрине пӑх-ха эсӗ; ҫук вӑл, тарӑнни, чӗрене пырса тивекенни, нимӗн те ҫук.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӑхӑр-ха, хӑвӑр тавра мӗн пулса иртнине…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сад пахчи карти тепӗр хут тӳнсе кайсан, ӗнесемпе качакасем те нумаях ырӑ курса юлайман: вӗсем хурлӑхан тӗмӗсене ҫеҫ ҫисе янӑ, вуннӑмӗш ҫӑкана кӑшласа хуппине сӳме тытӑннӑ, выльӑхсем улмуҫҫисем патне ҫитиччен картана кирлӗ пек тытса лартма тата ун тавра канав чавса тухма хушнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956