Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтӗрсе (тĕпĕ: сӗтӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫухӑрашса мана пырса тапӑнчӗҫ, ҫийӗнчех лаша ҫинчен сӗтӗрсе антарчӗҫ.

Они с криком бросились на меня и мигом стащили с лошади.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Лешсем старике лаши ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ, ҫыхса пӑрахма хатӗрленеҫҫӗ мӗн.

Они стащили старика с его клячи и готовились вязать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ытти ачасем те хӑйсен рясисене ҫӗртен сӗтӗрсе, кулса кӑна ҫӳрерӗҫ.

Другие ребята просто волочили свои рясы по полу и хохотали.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мана чӳрече патнерех сӗтӗрсе пычӗ, пур енчен те ҫавӑркаласа пӑхкаларӗ, кӑмӑлсӑр пулчӗ.

Она потащила меня к окну, осмотрела со всех сторон и осталась недовольна.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл чӑнах та мана пӗрре шывран сӗтӗрсе кӑларчӗ.

А он действительно однажды меня из воды тащил.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах ку вӗт вӑл эпӗ ҫивӗт вӗҫӗнчен сӗтӗрсе ҫӳренӗ, юр ӑшне сӑмсапа тирӗнтернӗ Катька.

Но ведь это была Катька, которую я таскал за косу и тыкал носом в снег.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маншӑн пурпӗрех, ан тив — витене сӗтӗрсе кайччӑр, ан тив — сивӗ ҫӗре хупчӑр; ан тив — мӑйкӑч ҫине ларччӑр…

Мне все равно, пусть тащат на конюшню, пусть запирают в холодную, пусть сажают в рогатку…

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Такӑна-такӑна ӳксе, хыҫран юр ҫийӗпе шӑтнӑ барабана сӗтӗрсе, часовой патне пыратӑп, французла кӑшкӑратӑп:

Спотыкаясь, волоча за собой по снегу продырявленный барабан, я спешу к часовому, крича по-французски:

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хама ертсе килнӗ офицер мана урайӗнчен сӗтӗрсе тӑратрӗ, силлесе илчӗ.

Офицер, пришедший со мной, рывком подымает меня с пола, жестоко встряхивает.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Степана урамалла сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Степана волокут на улицу.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Павлуша хӑйӗн аппаратне вырӑнтан вырӑна сӗтӗрсе ҫӳрет, команда янӑраса тӑрать: «Шӑплӑх!.. Ҫутӑ!.. Мотор!..»

Павлуша возил с места на место свой аппарат, раздавалась команда: «Дайте тишину!.. Свет!.. Мотор!..»

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫипуҫне сӗвсе илнӗ Василиса Егоровнӑна хурахсем темиҫен крыльцо ҫине сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Несколько разбойников вытащили на крыльцо Василису Егоровну, растрепанную и раздетую донага.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мана ҫакмалли патне сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Меня притащили под виселицу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Темиҫе казак ватӑ капитана ярса тытрӗҫ, ӑна ҫакса вӗлермелли вырӑна сӗтӗрсе пычӗҫ.

Несколько казаков подхватили старого капитана и потащили к виселице.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пире урамсем тӑрӑх сӗтӗрсе кайрӗҫ; крепӑҫре пурӑнакансем килӗсенчен ҫӑкӑр-тӑварпа тухма тытӑнчӗҫ.

Нас потащили по улицам; жители выходили из домов с хлебом и солью.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Казбич йӑпшӑнса пынӑ та ун патне, кап! ярса тытнӑ, ҫавӑнтах унӑн ҫӑварне хупласа, йывӑҫ тӗми хушшине сӗтӗрсе кӗнӗ, унтан лаши ҫине утланнӑ та вӗҫтере панӑ!

Вот Казбич подкрался, — цап-царап ее, зажал рот и потащил в кусты, а там вскочил на коня, да и тягу!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Койшаур тӑвӗ патне ҫитсен, эпир духан умне чарӑнтӑмӑр, унта грузинсемпе горецсем пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ, вӗсенчен инҫе те мар тӗве караванӗ ҫӗр выртма чарӑннӑ: хамӑн урапана ҫак ҫӗр ҫӑтасшӗ ту ҫине сӗтӗрсе хӑпартма манӑн вӑкӑрсем тытмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен кӗр вӑхӑчӗ ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, ҫулӗ те пӑрланнӑччӗ — тӑвӗ тата икӗ ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлатчӗ-ха.

Подъехав к подошве Койшаурской горы, мы остановились возле духана. Тут толпилось шумно десятка два грузин и горцев; поблизости караван верблюдов остановился для ночлега. Я должен был нанять быков, чтоб втащить мою тележку на эту проклятую гору, потому что была уже осень и гололедица, — а эта гора имеет около двух верст длины.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑна тӗлӗкре темӗн те курӑннӑ: акӑ вӑл венчете кайма тухнӑ, ҫуна ҫине ларас тесе тӑрать, анчах шӑп ҫав вӑхӑтра унӑн ашшӗ ӑна тытса чарать, юр тӑрӑх хӑвӑрттӑн сӗтӗрсе пырса, тӗттӗм тӗпсӗр шӑтӑка пӑрахать…

То казалось ей, что в самую минуту, как она садилась в сани, чтоб ехать венчаться, отец ее останавливал ее, с мучительной быстротою тащил ее по снегу и бросал в темное, бездонное подземелие…

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Эпӗ — пӗтӗмпех урӑхла пулать пулӗ, тесе шутланӑччӗ, — тет те вӑл, хӑйӗн вӑрӑм урисене сӗтӗрсе камерӑран тухса каять.

Я представлял себе все иначе, – и он уходит из камеры, волоча свои длинные ноги.

Ресслер // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Шӑп та ҫав ӗнтӗ мана камерӑна сӗтӗрсе кӗрсе сурансене пӑхрӗ, компрессем хучӗ.

Это он втащил меня в камеру, положил на матрац, осмотрел раны, приложил первые компрессы.

«Самаритянин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех