Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирес (тĕпĕ: сир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сиксе тӑтӑм, виҫӗ хут ура кӗли ҫинче ҫаврӑнтӑм, кашни ҫаврӑнмассерен сӑхсӑхрӑм, унтан, усал сывлӑша сирес тесе, ҫип илтӗм те хамӑн ҫӳҫ пайӑркине ҫыхрӑм, анчах пурпӗр лӑпланаймарӑм.

Я вскочил, повернулся три раза на каблуках и каждый раз при этом крестился, потом взял ниточку, перевязал себе клок волос, чтобы отвадить ведьм, — и все-таки не успокоился.

Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ эсир унпа питех килӗштерсе пурӑнман пек астӑватӑп, — терӗ Нелли хӑйӗн янӑравлӑ сопранипе, кӗтмен ҫӗртен тӗл пулнин кичемлӗхне сирес тесе.

Насколько я помню, вы были с ним не в ладах, — сказала Нелли своим певучим сопрано, надеясь рассеять скуку неожиданной встречей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Наткӑна хирӗҫ ятлаҫса каларӗҫ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне айӑпланине сирес тесе пит те хӑвӑрт-хӑвӑрт калаҫма тытӑнчӗ.

В ответ, очевидно, Натку выругали, потому что она быстро затараторила свои оправдания.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Лӑпах ҫатан валли, — хӑйпе хӑй сасӑпа калаҫрӗ вӑл, йывӑр шухӑшсене сирес тесе.

Самое на плетни годится, — вслух разговаривал он сам с собою, чтобы отвлечь себя от мрачных мыслей.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Йывӑррӑн сывласа ларакан карчӑка сӑнаса, хӗрарӑмсем шӑпланчӗҫ, Макариха вара, шӑплӑха сирес тесе ҫапла каларӗ:

Все притихли, наблюдая за тяжко вздыхавшей старушкой, а Макариха, чтобы скрасть молчание, сказала ей:

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ачи питӗ кулӑшла, Никифор Семенович! — теҫҫӗ моряксем, хӑйсен айӑпне сирес тесе.

— Да больно мальчишка забавный, Никифор Семенович, — оправдывались моряки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫавӑнпа та вӑл, «хуйхи-суйхине сирес» тесе, Нагульнов патне калаҫса ларма кайрӗ.

С этой целью пошел к Нагульнову поговорить, «разогнать тоску».

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ, ҫӳҫе сирес тесе, пуҫа сулкаласа илетӗп.

Я встряхивал головой для того, чтобы отбросить их.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Юлашкинчен вӑл, хӑйӗн иккӗленчӗк те канӑҫ паман шухӑшне сирес тесе, карчӑкки ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, унӑн сивӗ аллине хыпашласа тупать.

Наконец, чтоб покончить с неизвестностью, он, не оглядываясь на старуху, нащупывает ее холодную руку.

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

Мӗнле ҫак инкеке сирес?

Как предотвратить все это?

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Асӑрхаттарни. Ҫак статья положенийӗсем право йӗркине пӑснине чарса лартас, аварие, ҫут ҫанталӑк алхасӑвне, чрезвычайлӑ ытти лару-тӑрӑва пула сиксе тухнӑ инкеке сирес тата ун сиенне пӗтерес, граждансен харкам хӑй тата обществӑлла хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтернипе е тата халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене тивӗҫтерекен объекчӗсем ӗҫленипе ҫыхӑннӑ пӗр тӑхтамасӑр пурнӑҫламалли ӗҫсене тӑвас тӗллевпе юридически сӑпатсем тата граждансем пурнӑҫлакан ӗҫсене пырса тивмеҫҫӗ.»;

Примечание. Положения настоящей статьи не распространяются на действия юридических лиц и граждан, направленные на предотвращение правонарушений, предотвращение и ликвидацию последствий аварий, стихийных бедствий, иных чрезвычайных ситуаций, выполнение неотложных работ, связанных с обеспечением личной и общественной безопасности граждан либо функционированием объектов жизнеобеспечения населения.»;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №49 от 10 июля 2019 г.

Ӑнӑҫусем пур — вӗсене аталантармалла, ҫав вӑхӑтрах ҫитменлӗхсем те ҫук мар — вӗсене сирес енӗпе пурин те пӗр тӗллевлӗ пулса ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ӳсӗм ҫулӗпе – пысӑк тӗллевсем патне // А. Ильин. http://avangard-21.ru/gazeta/12432-s-m-u ... vsem-patne

– Администрацин айӑпланнисен хушшинчи ӑнланманлӑха, курайманлӑх палӑрӑмӗсене сирес тӗлӗшпе ҫакна асӑрханӑ хыҫҫӑн тӑхтамасӑр мерӑсем йышӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Юлашки ҫулсенче вӗсене ӗҫе вырнаҫтармалли тухӑҫлӑ тытӑм йӗркеленӗ, обществӑпа пӗрлешме чаракан чӑрмавсене сирес тӗлӗшпе нумай ӗҫ туса ирттернӗ.

В последние годы создана эффективная система по их трудоустройству, многое сделано для устранения препятствий, мешающих их интеграции с обществом.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Тунсӑха сирес тесе алла кӑранташпа шурӑ хут илсе ӳкерме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

ЧР ШӖМӗн пай пуҫлӑхӗ Юрий Митрофанов пӗлтернӗ тӑрӑх - микроҫырав тапхӑрӗнче право йӗркине пӑсассине сирес тӗллевпе ятарлӑ ушкӑн туса хунӑ, унӑн тӗллевӗсене палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

21. Мӗншӗн-ха манӑн ҫылӑхӑма каҫарас мар, йӗркесӗр ӗҫӗмсене ман ҫинчен сирес мар? акӑ тусан ҫине выртӑп та, ыран шырӑн мана — эпӗ пулмӑп та.

21. И зачем бы не простить мне греха и не снять с меня беззакония моего? ибо, вот, я лягу в прахе; завтра поищешь меня, и меня нет.

Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе пулнӑ: Вӑл Манассия тунӑ ҫылӑхсемшӗн Иудӑна Хӑй умӗнчен сирес тенӗ; 4. Манассия айӑпсӑр юн юхтарнӑшӑн, Иерусалима айӑпсӑр юнпа тултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа Иудӑна каҫарасшӑн пулман.

3. По повелению Господа было это с Иудою, чтобы отвергнуть его от лица Его за грехи Манассии, за все, что он сделал; 4. и за кровь невинную, которую он пролил, наполнив Иерусалим кровью невинною, Господь не захотел простить.

4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫу уйӑхӗн 29-31-мӗшӗсенче Шупашкарта перинаталь пулӑшӑвӗн тата хӗрарӑмсен ача ҫуратассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑвӗсемпе регионсен хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ пухӑнать, ҫӗршыври акушерствӑпа гинекологин ертсе пыракан специалисчӗсем перинаталь тапхӑрӗнчи чир-чӗре профилактикӑлас тата вилӗме сирес пирки канашлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫак тӗрӗсмарлӑха сирес тӗллевпе хатӗрлесе кӑлартӑмӑр та ку энциклопедие.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех