Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иов 7

Пай: Библи –> Иов кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.06 17:06

Пуплевӗш: 22; Сӑмах: 265

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Этеме ҫӗр ҫинче шутлӑ вӑхӑт паман-и,
унӑн кунӗсем тара кӗрӗшнӗ ҫыннӑн кунӗсемпе пӗрех мар-и?

2. Чура сулхӑншӑн тӗмсӗлнӗ пек,
тара кӗрӗшнӗ ҫын хӑйӗн ӗҫӗ пӗтессе кӗтнӗ пек,
3. мана та ҫавнашкал тӗлсӗр уйӑхсем пӳрнӗ иккен,
манӑн шӑпам хурлӑхлӑ каҫсем иккен.

4. Ҫывӑрма выртнӑ чухне: «хӑҫан тӑрӑп-ши?» тетӗп;
ҫӗрӗ вӑрӑм —
тул ҫутӑличчен енчен енне ҫаврӑнкаласа хӑшкӑлатӑп.

5. Ӳтӗм-тирӗм хуртланса-кӗсенленсе кайрӗ,
ӗнтӗ ҫуркаланса та пӳрленсе ҫеҫ тӑрать.

6. Кунӑмсем ӑса вылянинчен те хӑвӑртрах ӑсанаҫҫӗ,
пӗр шанчӑк хӑвармасӑр иртеҫҫӗ вӗсем.

7. Аса ил-ха, манӑн пурӑнӑҫӑм — ҫил варкӑшӗ ҫеҫ,
куҫӑм урӑх ыррине курас ҫук.

8. Мана халь тӗсекенӗ текех мана кураймӗ;
эй Турӑ, ман ҫине пӑхӑн та — эпӗ ҫук та.

9. Пӗлӗт шӗвелсе пырать те ҫухалать;
ҫӗр тӗпне анса кайнӑ ҫын та каялла килес ҫук,
10. вӑл хӑйӗн ҫуртне каялла таврӑнаймӗ,
хӑй пурӑннӑ вырӑнӗ те ӑна манса кайӗ.

11. Чӗлхем-ҫӑварӑма чармӑп ӗнтӗ;
сывлӑшӑм тӑвӑнса ҫитнине каласа парам,
чунӑм асапланнӑран ӳпкелешем.

12. Эй Турӑ, эпӗ тинӗс-им е тинӗс ҫамӗ-им,
мӗншӗн Эсӗ мана хураллама хурал тӑратрӑн?

13. «Выртас вырӑнӑм лӑплантарӗ-ха мана,
хӗн-асапӑма сирсе ярӗ-ха» тесе шухӑшласассӑн,
14. Эсӗ мана тӗлӗксемпе хӑрататӑн,
темтепӗр кӑтартса сехӗрлентеретӗн;
15. шӑммӑм-шаккӑма упрассинчен ытларах манӑн чунӑм
сывлӑш тухасса кӗтет, вилӗм ҫитессе ӗмӗтленсе тӑрать.

16. Ӗнтӗ пурӑнӑҫ йӗрӗнтерсех ҫитерчӗ. Ӗмӗр пурӑнассӑм ҫук.

Пӑрӑн ман патӑмран: кунҫулӑм — ҫил варкӑшӗ ҫеҫ.

17. Этем мӗнех вӑл?  — Эсӗ вара ӑна ҫав териех хаклатӑн,
ӑна тимлетӗн,
18. ирсерен пыра-пыра пӑхатӑн,
ӑна кашни самантра сӑнатӑн.

19. Хӑҫан пӑрахса хӑварӑн-ши мана, хӑҫан куҫӑнтан вӗҫертӗн-ши мана,
хӑҫан сурчӑкӑма та пулин ҫӑтса ямалӑх канӑҫ парӑн-ши мана?

20. Эпӗ ҫылӑха кӗтӗм-им? Этемсене Сыхлакан, эпӗ Сана мӗн тума пултараятӑп-ха?

Мӗншӗн мана тӗллетӗн?

Мӗншӗн-ха мана чӑтайми пулса ҫитрӗн?

21. Мӗншӗн-ха манӑн ҫылӑхӑма каҫарас мар,
йӗркесӗр ӗҫӗмсене ман ҫинчен сирес мар?
акӑ тусан ҫине выртӑп та,
ыран шырӑн мана — эпӗ пулмӑп та.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех