Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сийӗ (тĕпĕ: сий) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малта инҫетре темле ял чиркӗвӗн тӑрри, ҫуртсем курӑнаҫҫӗ, вырсарникун пулнӑ май хохолсем килтех лараҫҫӗ иккен, апат пӗҫереҫҫӗ — ӑна пур ҫӗрте те мӑрьесенчен тухса пӗтӗм ял ҫийӗн витӗннӗ шӗвӗ кӑвак тӗтӗм сийӗ тӑрӑх ӑнланса илме пулать.

Далеко впереди белели колокольни и избы какой-то деревни; по случаю воскресного дня хохлы сидели дома, пекли и варили — это видно было по дыму, который шел изо всех труб и сизой прозрачной пеленой висел над деревней.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

«Ку тусем малтан ҫара хысаксем пулнӑ, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ. — Халӗ вӗсене хулӑн тӑпра сийӗ витсе тӑрать, вӗсем ҫинче, садсем хушшинче, чи ҫӳллӗ йывӑҫсен ращисем ӳсеҫҫӗ: аялта, нӳрлӗ лапамсенче, кофе йывӑҫӗсен плантацийӗсем; ҫӳлерех — финик пальмисем, смоква йывӑҫӗсем; виноград пахчисем сахӑр тростникӗсемпе хутӑшса кайнӑ; хирсенче тулӑ та пур, анчах пуринчен ытларах рис», — «Ку мӗнле ҫӗр вӑл?»

«Эти горы были прежде голые скалы, — говорит старшая сестра. — Теперь они покрыты толстым слоем земли, и на них среди садов растут рощи самых высоких деревьев: внизу во влажных ложбинах плантации кофейного дерева; выше финиковые пальмы, смоковницы; виноградники перемешаны с плантациями сахарного тростника; на нивах есть и пшеница, но больше рис», — «Что ж это за земля?»

9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чэнь ҫанӑ тавӑрсах чаврӗ, хӑйӑр айӗнчен хура ҫӗр сийӗ тухрӗ.

Засучив рукава, Чэнь стал его выгребать, пока не показалась земля.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Каллех — касӑ хыҫҫӑн касӑ выртса юлать, ҫӗр ҫулсем хушши ҫил-ҫумӑрпа ҫийӗнсе, пирченсе выртнӑ тӑпра, плуг шӑрчӗпе тӗренӗ айӗнче касӑлса, ҫаврӑнса выртать, пуҫхӗрлӗ ҫавӑрса пӑрахнӑ курӑксен хӑрса пӗтӗрӗнкелесе пӗтнӗ тымаррисем пӗлӗтелле кармашаҫҫӗ, касса вакласа тӗпретнӗ ҫиелти ҫеремлӗ тӑпра сийӗ хуп-хура касӑ йӑранӗсем айне пулса пытанать.

И снова — борозда за бороздой — валится изрезанная череслом и лемехом заклеклая, спрессованная столетиями почва, тянутся к небу опрокинутые, мертво скрюченные корневища трав, издробленная, дернистая верхушка прячется в черных валах.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл плугӑн сылтӑм аври ҫине уртӑнчӗ, плугне тӗрен вӗҫӗ ҫине лартрӗ, вара тӑпра сийӗ, плугӑн сурпанӗ тӑрӑх чалӑшшӑн та хыттӑн сӑтӑрӑнса иртсе, сурпан ҫумне ҫыпҫӑнса хытса ларнӑ тӑпрана, ҫулласа тасатнӑ пекех, тасатса хучӗ.

Он налег на правую чапигу, поставил плуг «на перо», и пласт земли, косо и туго проехавшись по отвалу, словно слизал плотно притертую, налипшую на отвале грязь.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов кӑштах хумханкаласа аллине плуг аври ҫине хучӗ, хӑй умӗнче плуг шӑрчӗ касса уйӑрнӑ тачка хура тӑпра сийӗ, тӗрен ҫинелле хӑпарса, тӗренӗн ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатакан ҫунатти тӑрӑх шӑвӑнса, ӗнтӗркенӗ мӑн пулӑ евӗр хӑяккӑн йӑвана-йӑвана ҫаврӑнса ӳксе юлнине пӑхса, плуг хыҫҫӑн утса кайрӗ.

Давыдов с некоторым волнением положил руки на чапиги, пошел за плугом, глядя, как, разрезанный череслом, лезет из-под лемеха по глянцевитому отвалу черный сальный пласт земли, валится, поворачиваясь набок, как сонная рыбина.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халех, пӗр сехет те тытӑнса тӑмасӑр, унӑн типсе куштӑрканӑ ҫиелти сийӗ тӑрӑх виҫшер тӑватшар йӗрлӗн сӳресе тухмалла, пирченсе выртнӑ тӑпрана тимӗр сӳре шӑлӗсемпе чӗркелесе ватса тӑкмалла, унтан вара, кӑпӑшка суха кассисем тӑрӑх тырӑ акакан машинӑсем кӑларса ямалла: ылтӑн тулӑ пӗрчисем ҫӗр айне тарӑнрах акӑнса юлччӑр.

Требовалось, не медля ни часу, пустить по заклеклой дернистой верхушке в три-четыре следа бороны, разодрать железными зубьями слежалую почву, а потом уже гнать по рыхлым бороздам сеялки, чтобы падали поглубже золотистые зерна пшеницы.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӗлхине ҫухатнӑ чӑвашсем - обществӑн ҫӗнӗ сийӗ.

Потерявшие язык чуваши - новый слой общества.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Ун айӗнче ҫӗрӗн ҫиелти сийӗ хӑвӑрт ӑшӑнать, типмест, вӑрлӑх патне сывлӑш лайӑх пырать.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

Ун ҫине панулми сийӗ, унтан каллех — упа сарри.

Куҫарса пулӑш

Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Ҫӑварӑн лӑймака сийӗ сиенленмен пулсан сурана ӗмсе илме юрать.

Если нет повреждения слизистой поверхности рта, то можно отсасывать яд из раны.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Тӑм сийӗ хулӑн пулсан тӑпра йӳҫеклӗхӗ пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Ҫӗре пулӑхлатмалли кальциллӗ хутӑшсем ҫаксем: кальцит, акшар тӑмӗ, доломит ҫӑнӑхӗ, сӳнтернӗ тата сӳнтермен извеҫ, сланец кӗлӗ, цемент тусанӗ, торфотуф /торф кӑларакан вырӑнсенче аялти сийӗ/, кӳлӗ извеҫӗ /авал кӳлӗ пулнӑ вырӑнсенче кӑлараҫҫӗ/, гипс.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

31. Акӑ Ҫӳлхуҫа хушнипе вӑйлӑ ҫил тухнӑ, ҫил тинӗс енчен путенесем вӗҫтерсе килнӗ, вӗсене тапӑр таврашне, тапӑрӑн пӗр енне — пӗр кун каяс ҫул тӑршшӗ, тепӗр енне те пӗр кун каяс ҫул тӑршшӗ сапаласа пӑрахнӑ, путене сийӗ хулӑн, икӗ чикене яхӑн пулнӑ.

31. И поднялся ветер от Господа, и принес от моря перепелов, и набросал их около стана, на путь дня по одну сторону и на путь дня по другую сторону около стана, на два почти локтя от земли.

Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех