Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтерӗн (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай курса пӗлӗн… пурнӑҫна вара ҫакӑн пекех пӗтерӗн: манашкалах ҫапла вилӗме кӗтсе выртӑн…

Узнаешь много… а кончишь тем же, — будешь, как я, лежать да дожидаться смерти…

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Апла эсӗ хӑна ху пӗтерӗн.

Ты сама себя погубишь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Эпӗ ӑна ытти ултӑ пинӗпе пӗрле хурӑп, халь эсӗ вӗсене илсен, ахалех салатса пӗтерӗн.

Я лучше положу их вместе с остальными шестью тысячами, а не то ты истратишь их, если возьмешь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Кайран вӑрҫса пӗтерӗн, Туфта.

— Потом доругаешься с ним, Туфта.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Капла туссене шыраса ҫӳресе пӗтӗм урусене ҫӗмӗрсе пӗтерӗн, тупасса никама тупаймӑн, — мӑкӑртатса илчӗ Корчагин, кӑмӑлне пусарма тӑрӑшса.

— Так по друзьям ходить, все ноги отобьешь и никого не увидишь, — угрюмо ворчал Корчагин, пересиливая горечь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӗсене ӑҫта пурне те итлесе пӗтерӗн.

Разве их всех переслушаешь?

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Ӑҫта чиксе пӗтерӗн ӑна, ҫав ирӗке.

Да разве легко ее вынести?

VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Ӑҫтан астуса пӗтерӗн!

Разве упомнишь!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эпӗ вӗсене кунта юри кӗртмерӗм: ырӑ ҫынсене хӑратса пӗтерӗн те тата, утарҫӑран вара, ҫырлахтӑрах турӑ, пурте шуйттанран хӑранӑ пек хӑрама тытӑнӗҫ.

Я нарочно и не помещал их сюда: еще напугаешь добрых людей так, что пасичника, прости господи, как черта, все станут бояться.

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӑракана вараласа пӗтерӗн!

Бардой замажешь!

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫул ҫине илсе тухнине ҫул ҫинчех тӑккаласа пӗтерӗн, таврӑн вара киле, ҫатта-ҫарамас.

Что с собой возьмешь в дорогу, по дороге растеряешь, и вернешься домой голым.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Апат хыҫҫӑн каласа пӗтерӗн… уроксене лайӑхрах хатӗрлесчӗ санӑн пӗреххут.

— После ужина доскажешь… ты бы лучше уроки свои готовил.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Унта каллех арпаштарса пӗтерӗн эсӗ, — терӗ диван ҫинче сехет уҫҫипе выляса выртаканӗ, анчах ҫула тухса каяканӗ ун сӑмахне илтмерӗ.

— В которой ты опять напутаешь, — сказал лежавший на диване и игравший ключиком часов; но отъезжающий не слыхал его.

I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Ӑҫтан пӗлсе пӗтерӗн, — терӗ Ганчо, — анчах пирӗн пӑхӑрҫӑ таппа ҫакланнӑ пек туйӑнать мана, питӗрсех илнӗ ӑна, пӗтӗм урам халӑхӗ унта пуҫтарӑннӑ.

— Толком не знаю, — ответил Ганчо, — но сдается мне, что наш Рачко попался в ловушку, со всего околотка соседи собрались.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сирӗнпе ирӗксӗрех пӗтерӗн.

— С вами нехотя кончишь.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Серафима, кайран ҫуса пӗтерӗн.

— Серафима, брось, потом домоешь.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

2. Хӑвна ху ан мухта, мӑнаҫлӑху чунна вӑкӑр курӑка таптанӑ пек ан таптатӑр: 3. ҫулҫусене ҫисе пӗтерӗн, ҫимӗҫӳсем типсе ларӗҫ, вара хӑрнӑ йывӑҫ пек тӑрса юлӑн.

2. Не возноси себя в помыслах души твоей, чтобы душа твоя не была растерзана, как вол: 3. листья твои ты истребишь и плоды твои погубишь, и останешься, как сухое дерево.

Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫӗрӗ ҫинчен ҫимӗҫне-хунавне, этем ывӑлӗсем хушшинчен вӗсен йӑхне пӗтерӗн: 12. вӗсем Сана хирӗҫ усал тума тӑчӗҫ, каварлашрӗҫ, анчах [туса ҫитерме] пултараймарӗҫ.

11. Ты истребишь плод их с земли и семя их - из среды сынов человеческих, 12. ибо они предприняли против Тебя злое, составили замыслы, но не могли [выполнить их].

Пс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пророк тарҫи ун пуҫӗ ҫине ҫу юхтарнӑ та ӑна каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: «сана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши, Израиль патши, пулма ҫу сӗретӗп, 7. эсӗ Ахавӑн, хӑвӑн хуҫун, килне пӗтерӗн, Эпӗ ҫапла Иезавель вӗлернӗ Хамӑн чурасен, пророксен, юнӗшӗн тата Ҫӳлхуҫа чурисенӗн юнӗшӗн тавӑрӑп, 8. Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ, Эпӗ Ахав килӗнчи пӗтӗм арҫынна — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — тӗп тӑвӑп, 9. Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне тата Ахия ывӑлӗн Ваасанӑн килне тӗп тунӑ пек, Ахав килне те тӗп тӑвӑп; 10. Иезавеле вара Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, ӑна никам та пытармӗ» тет, тенӗ.

И отрок вылил елей на голову его, и сказал ему: так говорит Господь Бог Израилев: «помазую тебя в царя над народом Господним, над Израилем, 7. и ты истребишь дом Ахава, господина твоего, чтобы Мне отмстить за кровь рабов Моих пророков и за кровь всех рабов Господних, павших от руки Иезавели; 8. и погибнет весь дом Ахава, и истреблю у Ахава мочащегося к стене, и заключенного и оставшегося в Израиле, 9. и сделаю дом Ахава, как дом Иеровоама, сына Наватова, и как дом Ваасы, сына Ахиина; 10. Иезавель же съедят псы на поле Изреельском, и никто не похоронит ее».

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Дан ывӑлӗсем каланӑ ӑна: шӑплан, санӑн сассуна урӑх илтер мар эпир; асту, пирӗнтен хӑшӗ-хӑшӗ ҫилленсе кайса тапӑнӗ те сире, эсӗ хӑвна та, хӑвӑн кил-йышна та пӗтерӗн, тенӗ.

25. Сыны Дановы сказали ему: молчи, чтобы мы не слышали голоса твоего; иначе некоторые из нас, рассердившись, нападут на вас, и ты погубишь себя и семейство твое.

Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех