Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтерӗн (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лёша, уҫса пар ӗнтӗ, — тилмӗрчӗ Таня, — кайран чавса пӗтерӗн.

— Лёша, ну открой! — стала просить Таня, — потом опять будешь копать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Ӑҫтан пӗлсе пӗтерӗн?

Разве разберешь?

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Укҫу-тенкӳ ҫитес ҫук, акӑ мӗн!.. ху та ӗҫпе хуҫӑлӑн, ӑна та пӗтерӗн

А только — средств не хватит… и сам надорвешься в работе, и ее заездишь…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Хӑҫан пӗтерӗн эсӗ хӑвӑн путсӗр элекӳсене?

 — Когда же ты прекратишь свои подлые клеветы?

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эсӗ хӑвӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫӳсене пайӑркипе ҫӑлса пӗтерӗн, пуҫна ҫапса йӗрӗн, эпӗ ҫуралнӑ куна ылханӑн, ҫынсене асап кӑтартма ҫак вӑрҫа шухӑшласа кӑларакансене пӗтӗм тӗнчипе ылханӑн.

Вырвешь ты свои седые косы, ударишься головою об стену, проклянешь тот день, когда родила меня, весь мир проклянешь, что выдумал на страдание людям войну!

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Харсӑрлӑхпа пултарулӑх вӑл кашни ӗҫрех кирлӗ, вӗсемсӗр хӑвна та, ыттисене те пӗтерӗн.

А смелость и уменье во всяком деле нужны, иначе и себя и других погубишь.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Ах, Ухмахсен Ҫӗршывне ҫитмешкӗн ҫӑмӑлах мар ҫав, пӗтӗм урасене ыраттарса пӗтерӗн… — тет вӑл.

— Ах, не так-то легко попасть в Страну Дураков, все лапы сотрёшь…

«Виҫӗ Партас апатланмаллинче» // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Колхозӗ пысӑк, ултӑ яла пӗрлештерсе тӑрать те, ӑҫтан пурне те ятран-сӑнран ҫывхартса пӗтерӗн.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫуртра пуртӑ ывӑтсан пуртӑ тытӑнса тӑмалла тӗтӗм-сӗрӗм явӑнать, шаритленӗ аш, пӑспа пӗҫернӗ аш шӑрши кӗрет, пӑрӑҫ шӑрши, уксус, горчица, корица шӑрши сӑмсана кӑтӑклать — ӑҫтан каласа пӗтерӗн пурне те, чан-чӑн шашлычнӑй!

В заведении стоял дым коромыслом, пахло жареным, пареным, перченым, пахло уксусом, горчицей, корицей… — да разве можно перечислить весь тот сложный букет запахов, какими благоухает шашлычная!

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Ыран юрласа пӗтерӗн… малалла куҫса кайнӑ чух…

— Завтра допоешь… Когда снимемся… вперед.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Чӑнах та ӗнтӗ, пӗтӗмпех епле ӗненсе пӗтерӗн: сӑмахран, сана тухатмӑш ҫинчен вуласа параҫҫӗ, ҫавӑнтах тата: «Серёжа, тухатмӑшсем тӗнчере ҫук», теҫҫӗ.

И вообще, как принимать всерьез, если читают про ведьму и тут же говорят: «А ведьм, Сереженька, не бывает».

Кам-ха вӑл Сережа тата ӑҫта пурӑнаканскер // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Вӑл туса пӗтереймен ӗҫсене туса пӗтерӗн… —

Будешь продолжать то, что он еще не закончил… —

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Упӑшка патне служба ӗҫӗпе нумай ҫӳреҫҫӗ те, ӑҫтан пурне те палласа пӗтерӗн.

К мужу приходит много людей по делам службы, разве всех узнаешь!

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ҫынни лашине татах пушӑпа ҫапать те тилхепине карт! туртать; лаши вара, чул сарнӑ ҫӗре тухса, ак ҫапла шухӑшласа пырать: «Ку мана мӗн тесе кунта туртса кӗртрӗ-ха; ура айӗ хытӑ тенипе хытӑ, кунта чӗрнӳсене пӗтӗмпе катса пӗтерӗн», — тет.

Мужик ударил кнутом и дернул лошадь: она пошла на мостовую и думает: «Зачем он меня повернул на мостовую, только копыта обломаешь. Тут под ногами жестко».

Лашапа ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Анне мана: «Эсӗ пӗчӗкҫӗ-ха, санран ҫӗлесси пулмӗ, эсӗ пӳрнӳсене анчах чиксе пӗтерӗн», — тетчӗ.

Она сказала: «Ты еще мала, ты только пальцы наколешь».

Мӑнакка хӑй ҫӗлеме вӗренни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эсӗ, ак, вуннӑ пӗтерӗн, хуланалла ҫул тытас тейӗн.

Ведь школу закончишь, наверное, в город поедешь, в институт?

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Тинех ӑҫтан йывӑра илсе пӗтерӗн

— На все сердиться — сердца не хватит…

XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кирпӗчне ҫапаканни те, ӑна хӗртсе ӗҫе кӗртекенни те, кайран ҫуртне тӑваканӗ те кирлӗ пулать, ӑҫтан тупса пӗтерӗн вӗсене?

Небось один формует, другой — обжигает, третий — кладет… где их взять-то, мастеров-то?

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Пӗлсе пӗтерӗн кунта ӑҫтан кӗмеллине, — илтӗни-илтӗнми мӑкӑртатрӗ Шерккей; унтан хытӑрах сасӑпа ҫапла хушса хучӗ:

— Кто тут у вас разберет, через какую, — пробормотал Шерккей и, повысив голос, добавил:

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ял сӑмахӗ ӗнтӗ, калаҫан ҫынна ӑҫтан чарса пӗтерӗн.

Ну, людская молва — что морская волна, ни остановить ее, ни повернуть вспять.

Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех