Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 4 Пат 9

Пай: Библи –> Патшасен 4-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 17:05

Пуплевӗш: 59; Сӑмах: 884

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Елисей пророк пророксен ывӑлӗсенчен пӗрне хӑй патне чӗнсе илнӗ те каланӑ: пилӗкне ҫых, йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ ҫакӑ савӑта ил те Галаадри Рамоф хулине кай; 2. унта ҫитсессӗн Ииуя — Намесси ывӑлӗн Иосафатӑн ывӑлне — шыраса туп, пыр ун патне, вара ӑна пиччӗшӗ-шӑллӗ хушшинчен илсе тух та шалти пулӗме ҫавӑтса кӗр; 3. савӑтна тыт та йывӑҫ ҫӑвне ун пуҫӗ ҫине юхтар, вара ҫапла кала: «Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сана Израиль патши пулма ҫу сӗретӗп» те. Кайран алӑка уҫ та тухса чуп, кӗтсе ан тӑр, тенӗ. 4. Вара ҫав ача, пророк тарҫи, Галаадри Рамоф хулине тухса кайнӑ, 5. ҫитмелли ҫӗре ҫитнӗ. Акӑ ҫарпуҫсем пухӑнса ларнӑ. Вара яш ача: ҫарпуҫ, манӑн сана каламалли сӑмах пур, тенӗ. Ииуй ыйтнӑ: кунта ларакансенчен хӑшне калас сӑмах пур? Лешӗ каланӑ: сана, ҫарпуҫ, тенӗ. 6. Ииуй тӑнӑ та пӳрте кӗнӗ. Пророк тарҫи ун пуҫӗ ҫине ҫу юхтарнӑ та ӑна каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: «сана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши, Израиль патши, пулма ҫу сӗретӗп, 7. эсӗ Ахавӑн, хӑвӑн хуҫун, килне пӗтерӗн, Эпӗ ҫапла Иезавель вӗлернӗ Хамӑн чурасен, пророксен, юнӗшӗн тата Ҫӳлхуҫа чурисенӗн юнӗшӗн тавӑрӑп, 8. Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ, Эпӗ Ахав килӗнчи пӗтӗм арҫынна — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — тӗп тӑвӑп, 9. Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне тата Ахия ывӑлӗн Ваасанӑн килне тӗп тунӑ пек, Ахав килне те тӗп тӑвӑп; 10. Иезавеле вара Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, ӑна никам та пытармӗ» тет, тенӗ. Ҫапла каласа, яш ача алӑка уҫнӑ та тухса чупнӑ. 11. Ииуй ӗнтӗ хуҫи тарҫисем патне тухнӑ; лешӗсем унран ыйтнӑ: ырӑпах-и? Ку тилӗрчӗк ҫын сан патна мӗн тума килнӗ? тенӗ. Ииуй вӗсене каланӑ: эсир вӑл ҫынна та, вӑл мӗн каланине те пӗлетӗр, тенӗ. 12. Лешӗсем хирӗҫленӗ: тӗрӗс мар, кала пире, тенӗ. Вара вӑл каланӑ: вӑл мана ҫапла-ҫапла терӗ, унтан акӑ мӗн каларӗ: «Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ сана Израиль патши пулма ҫу сӗрсе яратӑп» тет, терӗ. 13. Вара вӗсем хыпкаланса ӳкнӗ, кашниех, хӑй тумне хывса, ӑна ура пусмалли ҫӗре сарса панӑ, Ииуй патшана ларнӑ! тесе трупа кӑшкӑртнӑ. 14. Ӗнтӗ Ииуй — Намесси ывӑлӗн Иосафатӑн ывӑлӗ — Иорама хирӗҫ ҫӗкленнӗ; Иорам ҫав вӑхӑтра мӗнпур Израиль ҫыннисемпе пӗрле Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хулине Сири патшинчен Азаилран хӳтӗлеме кайнӑ пулнӑ. 15. Анчах Иорам патшан хӑйӗн каялла Изрееле таврӑнма тивнӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн Азаилпа, Сири патшипе, ҫапӑҫнӑ чухне суранланнине сиплемелле пулнӑ. Ииуй хӑй ҫыннисене каланӑ вара: эсир манпа килӗшетӗр пулсассӑн, Изрееле хыпар ан ҫиттӗр, ҫавӑнпа хуларан никам та ан тухнӑ пултӑр, тенӗ. 16. Ииуй ҫар урапи ҫине ларнӑ та Изрееле тухса кайнӑ; [Израиль патши] Иорам шӑпах ҫавӑнта пулнӑ, [вӑйлӑ та хӑватлӑ Азаилпа, Сири патшипе, Рамофра ҫапӑҫнӑ чухне аманса пӗтнӗскер, вӑл ҫавӑнта хӑйӗн суранӗсене сипленӗ,] Иудея патши Охозия вара унта Иорама курма пынӑ пулнӑ. 17. Изреельте, пашне ҫинче, хуралҫӑ тӑнӑ, вӑл Ииуй эшкерӗ килнине асӑрханӑ та: эпӗ ҫар эшкерӗ куратӑп, тенӗ. Вара Иорам ҫапла каланӑ: вӗсене хирӗҫ юланутҫӑ яр, ыйттӑр вӑл: ырӑпах-и? тетӗр. 18. Юланутҫӑ хирӗҫ тухнӑ та каланӑ: патша ҫапла ыйтать: ырӑпах-и? тет, тенӗ. Ииуй каланӑ: сана ырри мӗн тума кирлӗ? Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ. Хуралҫӑ ӗнтӗ Иорама пӗлтернӗ: юланутҫӑ вӗсем патне ҫитрӗ, анчах каялла килмест-ха, тенӗ. 19. Вара тепӗр юланутҫӑна янӑ, вӑл вӗсем патне ҫитнӗ те каланӑ: патша ҫапла ыйтать: ырӑпах-и? тет, тенӗ. Ииуй каланӑ: сана ырри мӗн тума кирлӗ? Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ. 20. Хуралҫӑ ӗнтӗ Иорама пӗлтернӗ: вӗсем патне ҫитрӗ, каялла килмест-ха. Унта ҫар урапипе пӗр ҫын килет-ха, Намесси ывӑлӗ Ииуй пек туйӑнать, ҫавӑ ҫапла виркӗнсе ҫӳрекенччӗ, тенӗ. 21. Иорам вара: лаша кӳл, тенӗ. Ӑна ҫар урапи кӳлсе панӑ. Ӗнтӗ Израиль патши Иорам тата Иудея патши Охозия кашни хӑйӗн урапипе хирӗҫ тухнӑ. Ииуя вӗсем Изреель ҫыннин Навуфейӗн хирӗнче тӗл пулнӑ. 22. Ииуя курсассӑн, Иорам каланӑ: ырӑпах-и эсӗ, Ииуй? тенӗ. Лешӗ хуравланӑ: Иезавель, хӑвӑн аннӳ, асса-тӗссе те вӗрӳ-суру чӗлхипе аппаланса пурӑннӑ чухне мӗн ырри пултӑр-ха, тенӗ. 23. Иорам вара каялла ҫаврӑннӑ та Охозияна: Охозия, пире сутрӗҫ! тесе кӑшкӑрса чупнӑ. 24. Ииуй ӗнтӗ уххине карӑнтарнӑ, ухӑ ҫӗмренӗ Иорама хул калакӗ хушшинчен лексе чӗри витӗрех тухнӑ, вара вӑл урапи ҫинчех вилсе выртнӑ. 25. Ииуй хӑйӗн лавҫине, Бидекара, каланӑ: виллине илсе тух та Изреель ҫыннин Навуфейӑн хирне кайса пӑрах; аса ил-ха: эпир иксӗмӗр ун ашшӗ Ахав хыҫҫӑн пынӑ чухне Ҫӳлхуҫа ҫапла пулса тухасса малтанах каласа хучӗ: 26. «ӗнер Эпӗ Навуфей юнне тата ун ывӑлӗсен юнне куртӑм; Ахав, Эпӗ сана ҫак уйрах тавӑратӑп. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ку» терӗ. Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе, хире кайса пӑрах ӑна, тенӗ. 27. Охозия, Иудея патши, мӗн пулса иртнине курсассӑн, йывӑҫ пахчинчи ҫурт еннелле чупнӑ. Ииуй ӑна хыҫран хӑваланӑ: ӑна урапи ҫинчех вӗлерӗр! тенӗ. Ӑна вара Ивлеам ҫывӑхинчи Гур патне хӑпарнӑ чухне урапи ҫинчех амантнӑ. Охозия ӗнтӗ Мегиддон хулине тарса ӳкнӗ, ҫавӑнтах вилнӗ. 28. Чурисем ӑна Иерусалима турттарса кайнӑ, ӑна Давид хулинче, хӑйӗн тупӑклӑхне, ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.

29. Охозия вӑл Ахав ывӑлӗ Иорам вунпӗрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патши пулса тӑнӑ. 30. Ииуй вара Изреель хулине ҫитсе кӗнӗ. Иезавель, ку хыпара илтсессӗн, питне хӗретсе, ҫӳҫне-пуҫне капӑрлатса чӳречерен пӑхса тӑнӑ. 31. Ииуй хапхаран кӗрсессӗн, Иезавель кӑшкӑрса каланӑ: Замврие, хӑй патшине вӗлерекене, тӑнӑҫлӑх кирлӗ-и? тенӗ. 32. Ииуй пуҫне чӳрече еннелле ҫӗкленӗ те каланӑ: кам, кам ман майлӑ? тенӗ. Икӗ-виҫӗ хайран пуҫне чӳречерен кӑларса пӑхнӑ. 33. Ииуй вара вӗсене: кӑларса ывӑтӑр ӑна, тенӗ. Иезавеле кӑларса ывӑтнӑ. Унӑн юнӗ пӳрт ҫине, лашасем ҫине сирпӗннӗ, ӑна лашасем таптаса пӗтернӗ. 34. Ииуй хулана таврӑннӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, унтан каланӑ: шыраса тупӑр ҫав ылханлӑ хӗрарӑма, пытарӑр ӑна — патша хӗрӗ вӑл, тенӗ. 35. Иезавеле пытарма тесе пынӑ, анчах пуҫ купташкисӗр, алӑ шӑммисемсӗр, ура шӑммисемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те тупайман. 36. Каялла таврӑннисем Ииуя каласа панӑ. Вӑл вара каланӑ: Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫапла пулнӑ, Вӑл ӑна Хӑйӗн чури, Фесва ҫынни Илия урлӑ, пӗлтернӗ: Иезавель ӳтне Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, 37. Иезавель вилли Изреель уйӗнче тислӗк пек выртса юлӗ; никам та: ку — Иезавель тесе каламӗ, тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех