Шырав
Шырав ĕçĕ:
Укҫа пуҫтарса пӗтермен: кӑҫалхи ҫул тупӑшне, пирӗн аттемӗр, ырӑ тӑваканӑмӑр, иртнӗ ҫулхинчен икӗ пин кая ярса паратпӑр, анчах усал шӑрӑх йӑлтах пӗтерсе ан хутӑрччӗ, ун пек пулмасан, укҫа яратпӑрах, ҫакӑн ҫинчен сана пӗлтеретпӗр.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пӗр уйӑх каяллах куҫса кайма пултӑр та — халӗ те каймастӑр, теҫҫӗ вӗсем; полицие пӗлтеретпӗр, теҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кирлӗ органсене пӗлтеретпӗр, — ҫирӗппӗн каларӗ Женя.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫин кӑтартӑвӗсене, танлаштарма тенӗ пек, пӗлтеретпӗр: ку хыпара ҫырнӑ чухне корпусра 1 365 текст (+18), 165 874 пуплевӗш (+32 479), 2 007 101 сӑмах (+308 851).
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ авӑн уйӑхӗнче рекорда ҫӗнетрӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23215.html
Ун ҫине: «Хӗр ача сутаҫҫӗ, куафюр тума пӗлет, французла калаҫать, сасси аван, сцена ҫинче ӑста вылять, ҫавӑнпа та кун ҫинчен театра юратакан ҫынсене уйрӑм пӗлтеретпӗр, унтан тата улпутсене пӑхас, апат-ҫимӗҫ хатӗрлес ӗҫре те юрӑхлӑ. Хакӗ — килӗшнӗ тӑрӑх…» — тесе ҫырнӑ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Яланхи пекех чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи ытти кӑтартусене сире пӗлтеретпӗр: кунта халь 1 328 текст (+121), 108 438 пуплевӗш (+14 475), 1 413 932 cӑмах (+129 008).
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн утӑ уйӑхӗнчи хӗрӳ ӗҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22721.html
Сентябрӗн 1-мӗшӗнче кадет класӗ уҫӑлни ҫинчен пӗлтеретпӗр.
Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26
Иккӗмӗшӗнчен, эпир ЧР кунӗсенче федераци центрӗнчен региона мӗнле пулӑшу кирлине те пӗлтеретпӗр.Во-вторых, на Днях ЧР мы доводим какая помощь нужна региону от федеративного центра.
Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Пӗлтерӳпе миҫе хут кӑсӑкланнине ҫак ӳкерчӗк ҫине пусни тӑрӑх шутлатпӑр (ыйтсан пӗлтеретпӗр).
Сайтра пӗлтерӳсем пама май пур // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12702.html
11. Чӑн-чӑнах калатӑп сана: эпир мӗн пӗлнине калатпӑр, мӗн курнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр, эсир ҫапах та эпир каласа кӑтартнине йышӑнмастӑр.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эпир Ун ҫинчен пӗлтеретпӗр те, кирек кама та ӑс парса, ӑслӑлӑхӑмӑр ҫитнӗ таран вӗрентсе, вӗсене Христос Иисуспа пӗрлештерсе, Турӑ умне пӗр кӑлтӑксӑр тӑратма тӑрӑшатпӑр.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир ҫакӑн ҫинчен этем ӑслӑлӑхӗ вӗрентнӗ сӑмахпа каламастпӑр, хамӑра Таса Сывлӑш вӗрентнӗ сӑмахпа калатпӑр, Турӑ пире Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ уҫса панине пӗлтеретпӗр.
1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпир сире чӑн малтанах пулнӑ, чӗрӗлӗх паракан Сӑмах ҫинчен ҫыратпӑр — эпир Ӑна хамӑр илтнӗ, хамӑр куҫпа курнӑ, хамӑр тӗсенӗ, аллӑмӑрпа сӗртӗннӗ: 2. чӗрӗлӗх килчӗ, эпир ӑна куртӑмӑр, ун ҫинчен пӗлтеретпӗр, ҫав ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ ҫинчен — Ашшӗнче пулнӑ, халӗ пирӗн патӑмӑра килнӗ пурӑнӑҫ ҫинчен — сире каласа паратпӑр, 3. сире хамӑрпа пӗрлештересшӗн эпир хамӑр курни-илтни ҫинчен каласа паратпӑр; пирӗнпе пӗрлешни Аттемӗрпе, Унӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлешни пулать.
1 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем, ҫапла ӗнтӗ эсир пӗлсе тӑрӑр: сирӗн ҫылӑхӑрсем Ун урлӑ каҫарӑнассине пӗлтеретпӗр; 39. эсир Моисей саккунӗпе пурӑнса тӳрре тухаймарӑр пулсан, кашни ӗненекен ҫынах Ун урлӑ пур тӗлӗшпе те тӳрре тухать.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эпир сире Ырӑ Хыпар пӗлтеретпӗр: Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса, Турӑ аттемӗрсене пама пулнине халӗ пире — вӗсенӗн ачисене — пачӗ, 33. ҫакӑн ҫинчен иккӗмӗш псаломра та ҫырнӑ: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тенӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗлӗк Дарий [Арей] янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ: 20. «Спарта патши аслӑ священника Онияна савӑнӑҫ сунать. 21. Спарта ҫыннисемпе иудейсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче вӗсем Авраам йӑхӗнчен тухнӑ тӑвансем тесе ҫырнине тупнӑ. 22. Халӗ ӗнтӗ, хамӑр ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн, эсир пирӗн патӑмӑра хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен ҫырса ярсассӑн аван тунӑ пулӑттӑр. 23. Хамӑр енчен эпир сире ҫакна пӗлтеретпӗр: сирӗн выльӑх-чӗрлӗхӗрпе сирӗн пурлӑхӑр — пирӗн; пирӗн мӗн пурри вара — сирӗн. Эпир сире ҫавӑн ҫинчен пӗлтерме хушрӑмӑр» тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫавӑн ҫинчен ҫырнине тупӑн та ҫак хула сутӑнчӑк хула, патшасемпе хуласене пӑлхатса тӑнӑ хула пулнине, 23. иудейсем вара унта яланах кавар тӑвакан ҫылӑхлӑ ҫынсем пулнине, ҫак хулана шӑпах ҫавӑнпа аркатнине вуласа пӗлӗн. 24. Халӗ патша хуҫамӑра ҫакна пӗлтеретпӗр: ҫак хулана туса пӗтерсессӗн, ун хӳмисене юсаса ҫавӑрӑнсассӑн, санӑн Келе-Сирипе Финикийӑна ҫӳреме ҫул пулмӗ».
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. «Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ. 13. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ. 14. Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр: 15. аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн. 16. Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.