Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пымарӗ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ каллех питӗ пӑшӑрхантӑм, анчах ку туйӑм нумая пымарӗ.

Это меня опять-таки расстроило, но ненадолго.

Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах Татьяна шанчӑкӗ нумая пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче отделени начальникӗ ман ҫывӑха пымарӗ те.

Во время одного из обходов начальник отделения даже не подошел ко мне, а бросил сестре:

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах ку та нумая пымарӗ.

Но и это продолжалось недолго.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Перкелешӳ пилӗк минутран ытла пымарӗ.

Перестрелка длилась не больше десяти минут.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл трибуна патне пымарӗ, суфлёр будкинчен инҫе мар, рампа тӗлӗнче тӑчӗ.

Он взошел на трибуну и стал у самой лампы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ӗҫӗ вӑрӑма пымарӗ, ҫӑмӑл пулчӗ.

Работа оказалась нетрудной и недолгой.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӗрсен калаҫӑвӗ мӗн вӑл пыричченех йӗркеллӗ ҫыхӑнса пымарӗ.

До самого его прихода разговор у девушек не вязался.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

«Питех ҫаврӑнса пӑхасшӑн мар ку вараланчӑк кочегар», тесе шухӑшларӗ вӑл тарӑхса, анчах Павел тепӗр кун та пымарӗ, Тоньӑна кичем пулса ҫитрӗ.

«Не очень внимателен этот мальчишка-кочегар», — с досадой подумала она, но, когда Павел не пришел и в следующие дни, Тоне стало скучно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗрре, январь уйӑхӗнчи сивӗ кунта, Павка хӑйӗн сменинчи ӗҫсене пӗтерсе киле кайма хатӗрлене пуҫларӗ, анчах ӑна улӑштаракан ача пымарӗ.

В один из морозных январских дней дорабатывал Павка свою смену и собирался уходить домой, но сменявшего его парня не было.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Салхуланчӗ вӑл, ним патне те чунӗ туртмарӗ унӑн, алли те ӗҫ патне пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Канашлу вӑраха пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Анчах нумая пымарӗ, вӑл татах хӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Маюкӑн ӑс пухасси малтанах ӑнса пымарӗ, пӗчченлӗх те витӗм кӳчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Физкультура урокӗсенче те вӑл арҫын ачасенчен юлса пымарӗ: вӗсем турник ҫинче мӗн чухлӗ туртӑнаҫҫӗ, вӑл та ҫавӑн чухлех туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Славкӑпа текех тӗл пулма май килмерӗ — парка вӑл урӑх пымарӗ.

Со Славкой повидаться мне так и не удалось — в парк он больше не приходил.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Анчах аслатиллӗ ҫумӑр нумая пымарӗ.

Но гроза была недолгая.

Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.

Лайӑхланасси нумая пымарӗ.

Перемена к лучшему продолжалась недолго.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Тарҫӑ ӗҫне вӗренсе ҫитнӗ Петр улпут ывӑлӗн алли патне пымарӗ, аякран ҫеҫ ӑна пуҫ тайрӗ те, каллех хапхаран кӗрсе ҫухалчӗ.

Петр, который в качестве усовершенствованного слуги не подошел к ручке барича, а только издали поклонился ему, снова скрылся под воротами.

II // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Анчах пирӗн сӑмах сыпӑнсах пымарӗ; Ася пӳлӗме кӗре-кӗре тухрӗ, эпӗ вара, манӑн васкавлӑ ӗҫ пур, ҫавӑнпа киле таврӑнма вӑхӑт терӗм.

Но речи наши не клеились; Ася входила в комнатку и убегала снова; я объявил, наконец, что у меня есть спешная работа и что мне пора вернуться домой.

VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех