Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫланӑччӗ (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйӗн хаклӑ япалине салтса пӑрахма пуҫланӑччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра пӳлӗме Джули тарҫи поднос йӑтса кӗчӗ.

Он с нежностью стал развертывать свое сокровище, в этот момент вошел мальчик, грум Юлии, он держал в руках поднос.

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ҫав кунхине Дон ҫыран хӗрринчен пӑрлана пуҫланӑччӗ.

В этот день замерзли на Дону окраинцы.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн виҫӗ эрнене яхӑн иртрӗ, хула ҫыннисем ун ҫинчен манма та пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, анчах сасартӑк ҫав Артамонов хӑйпе пӗрле виҫӗ ҫынна ертсе килсе, тӳрех Баймаков патне пырса кӗчӗ те, пуртӑпа касса татнӑ пек, каласа хучӗ:

Прошло недели три, и уже почти затянуло рубец в памяти горожан, вдруг этот Артамонов явился сам-четвёрт прямо к Баймакову и сказал, как топором рубя:

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Эпир Симферополе кайма хатӗрлене те пуҫланӑччӗ, анчах штабӑн пирӗн валли тум та, документсем те пулмарӗҫ.

Мы начали готовиться к походу в Симферополь, но у штаба в лесу не оказалось нужных нам документов и одежды.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Кӑҫалхи ҫулталӑка лаборатори 652 пин те 732 мӑшӑрпа пуҫланӑччӗ — ҫапла май вара вӑл вӑхӑтранпа пурӗ 47 пин ытла ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ.

Текущий год лаборатория начала с 652 732 пар — таким образом, всего с того времени она успела подготовить более 47 тысяч новых пар.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 700 пин мӑшӑр хатӗрлерӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/27866.html

Андрей мана вӑратнӑ чух тул ҫутӑлма ҫеҫ пуҫланӑччӗ.

Чуть светало, когда меня разбудил Андрей.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Эрех шӑршине те мана пуҫланӑччӗ.

Я уже забыл, как вино пахнет.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ун чухне тупӑсенчен пеме чарӑна пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, анчах та пӑшалтан пересси ӳссех пычӗ.

Стрельба орудийная кончилась; но трескотня ружей была во всем разгаре.

25 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ҫак шухӑш ӑна кӑштах лӑплантарчӗ; тӗлӗрме те пуҫланӑччӗ ӗнтӗ вӑл.

Эта мысль успокоила его немного; он стал было засыпать.

14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Михайловпа юнашар пыракан Праскухин халь кӑна Калугинран уйрӑлма ӗлкӗрнӗччӗ, хӑрушсӑртарах вырӑналла ҫывхарнӑ май, кӑштах чунӗ те кӗре пуҫланӑччӗ ӗнтӗ ун, ҫак самантра вӑл хӑй хыҫӗнче ҫиҫӗм йӑлтлатса илнине курчӗ, часовой «маркела!» тесе кӑшкӑрнине тата хӑй хыҫӗнчен пыракан салтаксенчен пӗри: «шӑп та шай батальон ҫине килсе ӳкет!» тенине илтрӗ те ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Только что Праскухин, идя рядом с Михайловым, разошелся с Калугиным и, подходя к менее опасному месту, начинал уже оживать немного, как он увидал молнию, ярко блеснувшую сзади себя, услыхал крик часового: «Маркела!» — и слова одного из солдат, шедших сзади: «Как раз на батальон прилетит!»

12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Дик Сэнд вӑйлах кулянма пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, июлӗн 14-мӗшӗнче шыв ҫулӗ сасартӑк урӑх еннелле пӑрӑнчӗ.

Дик Сэнд уже начинал сильно беспокоиться, как вдруг утром 14 июля направление реки внезапно изменилось.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Куҫӗ хупӑна та пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк вӑл темле шӑна тӳсмелле мар тарӑхтаракан саслӑн сӗрлесе вӗҫсе ҫӳренине илтрӗ.

И вдруг, когда глаза его уже наполовину закрылись, он услышал какое-то жужжание, невыносимо раздражающий звук.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку вӑхӑта пӗчӗк Джек хӑйне аванрах туя пуҫланӑччӗ ӗнтӗ.

А между тем маленький Джек чувствовал себя лучше.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫавӑнтанпа вара вӗсен сӑмах-юмахӗ те еккине кӗре пуҫланӑччӗ

И с тех пор стало у них налаживаться…

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Владимир Ильич ҫырӑвӗнче акӑ мӗн ҫырать, — каласа пама пуҫланӑччӗ Глеб Максимилианович.

— В письме Владимир Ильич пишет… — начал было Глеб Максимилианович.

Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Тулта ҫил мӗнле уласа шӑхӑрнине итлесе, Саша сӗтел патне пырса ларнӑччӗ, кӑштах тӗлӗрме пуҫланӑччӗ, шӑп ҫак самантра чӳрече умӗнче темӗнле сасӑ пуррине илтрӗ.

Услушав, как воет ветер снаружи, Саша подошел к столу и задремал, и в этот самый момент услышал некий звук у окна.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ҫутӑлма ҫеҫ пуҫланӑччӗ — шӑнкӑртатакан сехет Сашӑна ыйхӑран вӑратрӗ.

Только что начало светать, как Сашу разбудил затрещавший будильник.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ачасем шыв хӗррине чупса ҫитнӗ ҫӗре вара пӑр юхма та пуҫланӑччӗ.

Когда ребята прибежали на берег, ледоход был в полном разгаре.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ҫеруш хӑй мӗн-мӗн илме шутлани ҫинчен калама пуҫланӑччӗ, анчах ачасем ӑна чарса лартрӗҫ.

Серега начал было перечислять, что бы он купил, пока ребята не одернули его:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

— А Белкин ӑна мечӗк тесе кустарса ҫӳреме пуҫланӑччӗ! — хаваслӑн хушса хучӗ Коля Одинцов.

— А Белкин его за мячик принял и давай катать! — весело добавил Коля Одинцов.

40 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех