Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗнпур ҫынсем паҫӑрах унта пуҫтарӑнма пуҫланӑччӗ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл хӑйӗн кӑмӑлӗнчен тухса кайма та пуҫланӑччӗ, анчах чарӑнса тӑчӗ.
XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Таня, сана ӑнланмалла каларӑм вӗт-ха, — пуҫланӑччӗ Лёша, анчах ҫав вӑхӑтра сӗтел ҫинчи телефон шӑнкӑртатса илчӗ.— Таня, тебе, кажется, ясно говорят… — начал было Лёша, но тут на столе затрезвонил телефон.
Пӗрремӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Эпир ӗнтӗ пӑшӑрханма та пуҫланӑччӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унччен те пулмарӗ, кӑтӑш пула пуҫланӑччӗ кӑна, шӑп ыйхӑ килнӗ ҫӗрте тӑмалла пулчӗ: упа ҫури столовӑй алӑкӗ умне пынӑ та уҫма тапаҫланать.
Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.
Эпӗ ҫав курӑк ашне кӗрсе ларас тесе, ӑна алӑпа сирме кӑна пуҫланӑччӗ.
Эпӗ пуринчен лайӑхрах пытанни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Эпӗ макӑрма кӑна пуҫланӑччӗ, анчах асанне мана: — макӑрма тула тух, мӗншӗн тесен халӗ пурпӗрех сӗрекене шыва пӑрахмаҫҫӗ, каҫ пулсан тин пӑрахаҫҫӗ, терӗ.
Пулӑ тытнӑ ҫӗре ҫитрӗмӗр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Пӑрахут иртсе каймах пуҫланӑччӗ, сасартӑк такам пӑрахут ҫинчен шурӑ тутӑрне сӗлте пуҫларӗ.Пароход уже совсем проходил, и вдруг оттуда кто-то платком белым тоже начал махать.
Мана шыв кумӗ пырса ҫапрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Вара вӗсем, хӑйсене-хӑйсем мансах, кӗрешме пуҫланӑччӗ кӑна, — сукмак хӗрри катӑлса анчӗ — ку пӑрлӑ карниз пулнӑ, — вӗсем иккӗшӗ те аялалла ывтӑнчӗҫ.
Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Малтанах вӑл ҫав тери хӗрсе, хӑйне шывпа ислете-ислете ӗҫлеме пуҫланӑччӗ, анчах шывне ытла ҫывӑха тӑкнӑ пирки, унӑн шывӗ каялла юхса кӗре пуҫларӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Вӑрӑ-хурахсем Буратинона урисенчен ярса тытма пуҫланӑччӗ кӑна, анчах вӑл вӑхӑтра акӑш кӳлӗ урлӑ вӗҫсе Буратинона хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ.
Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ман ӑшӑмра икӗ ҫын пурӑнатчӗ: пӗри ирсӗрлӗх таврашне ытлашши нумай пӗлнӗ те ҫавӑнпа пӑртак хӑрасарах кайнӑччӗ, вара куллен-кун пулакан хӑрушӑ япаласене пӗлнипе пусӑрӑнса кайнӑскер, пурӑнӑҫа та, ҫынсене те шанмасӑр, шикленсе пӑхма пуҫланӑччӗ, пурне те тата хӑйне-хӑй те шанмасӑр хӗрхенетчӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫынсем тӗрексӗр тӑни ытла та палӑрса тӑрать, вӗсем фокус тунӑ пек пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗрелле тапа-тапа сикнисем мана тӗлӗнтерсех яраҫҫӗ; эпӗ ҫав ӑнланса илме май ҫук тапа-тапа сикнисенчен тӗлӗнсе ывӑнма та пуҫланӑччӗ, вӗсем эпӗ ҫынсемпе пит интересленессине хуллен-хулленех сӳнтерсе пыратчӗҫ, эпӗ ҫынсене юратассине кансӗрлетчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Август уйӑхӗччӗ, йывӑҫсем ҫинчен ҫулҫӑсем тӑкӑнма пуҫланӑччӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах мана кайӑк тытасси пит илӗртме пуҫланӑччӗ, вӑл мана кӑмӑша каятчӗ, мана никама та пӑхӑнмасӑр пурӑнма май парса вӑл кайӑксемсӗр пуҫне никама та чӑрмантармастчӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӗнтӗ тул ҫутӑла пуҫланӑччӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Каҫхи апат ҫимесӗрех вӑл, вырӑн ҫине вӑрттӑн йӑшт кӗрсе выртса, ҫывӑрса кайма ҫеҫ пуҫланӑччӗ, ҫав вӑхӑтра ашшӗ утияла сирсе пӑрахса ӑна пӗр сӑмах каламасӑр пӗтӗм йӗркепе хӗненӗччӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл вӑхӑтра Монтекристсем тата тӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑхсем» курӑнкалама пуҫланӑччӗ кӑна, эпӗ вара Сю, Дюма тата Поль де Кок романӗсене хӗрсех вуларӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ ӗнтӗ эпир хуларан тухрӑмӑр; пылчӑклӑ ула-чӑла урамсем, хӑлхана ҫуракан йӑлӑхтаруллӑ шӑв-шав анлӑ уйсемпе тусанлӑ ҫул тӑрӑх кустӑрмасем ҫемҫен кӑлтӑртатса пынипе улшӑнчӗҫ; ман тавра пур енче те ырӑ шӑршӑллӑ ҫурхи сывлӑш анлӑ ирӗклӗхре чӳхенме пуҫларӗ; ҫакӑнта ҫеҫ эпӗ юлашки икӗ кун хушшинче мӗн курни-илтнипе ирӗклӗ пурӑнма пуҫланин тыткӑнӗнчен хӑтӑлса, хама хам алла илтӗм, унсӑрӑн чӑлханса кайма пуҫланӑччӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ӗнтӗ вӑл та ман пирки турӑ ҫынни пекех — кунашакал лайӑх ҫамрӑк ҫын ҫут тӗнчере урӑх ҫук, тесе шутлани ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑччӗ; анчах вӑл сасартӑк мана ҫапла каларӗ:
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.