Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алӑк патӗнче Василий Васильевич сасартӑк такӑнчӗ, — ӑна ҫав самантрах икӗ енчен те тытман пулсан, вӑл ӳкнӗ пулӗччӗ.споткнулся на пороге и упал бы, если бы его не подхватили под руки.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунта ӑна ӑшӑрах та, тутӑрах та пулӗччӗ, — тет.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Алексей хӑй вӗҫеве тухас умӗн пысӑк компани умӗнчех ҫак Кукушкинран питех те ҫивӗччӗн тӑрӑхласа кулнине аса илчӗ; кӳренӗве манман этем пулсан ӑна, тен, нихҫан та каҫарман пулӗччӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ку сасса Алексей кирек мӗн чухлӗ нумай сасӑсем хушшинчен те уйӑрса илнӗ пулӗччӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр самантра, ҫын пирус туртса яма ӗлкӗриччен, вӑл хӑйсен вӑрманти тӑван аэродромне ҫитнӗ пулӗччӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫав тери хуллен илтӗнет, ӑна тискер кайӑк хӑлхи те пӑрланнӑ йывӑҫ тӑррисем пӗрпек кашланинчен уйӑрса илеймен пулӗччӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсене пӑхса тӑнӑ май ҫапла та ӗмӗтленнӗ пуль: ҫак яштака хырсене касса вулав ҫурчӗ тӑвасчӗ, вара, ӗҫрен пушӑ чух, кӗркуннехи каҫсене кунта килсе лӑпкӑ пӳлӗмсенче ларма, ҫӗнӗ хаҫат вулама та аван пулӗччӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗмӗсем хушшинчен тилӗ асӑрханса вӗрни илтӗнмен пулсан, тен, вӑл ҫавӑнтах ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тен, ҫак каҫхине вӑрманта Алексейӗн чунӗ кӳтсе ҫитнӗ пулӗччӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫапах та вӑл хӑй патне тӗмӗсем хыҫӗнчен кӗҫ-вӗҫ сухаллӑ ҫынсем тухасса шанса кӑшкӑрчӗ; вӗсем ҫинчен Алексей нумай илтнӗ, килсе тухӗҫ те вӗсем, ӑна та хӑйсемпе пӗрле илсе кайӗҫ; вара пӗр кун е пӗр сехет те пулин ирӗклӗн, ним ҫинчен те шутламасӑр, ырӑ ҫынсен ирӗкне парӑнса, ниҫта та васкамасӑр, никамран та сыхланмасӑр канма пулӗччӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Паллах, сӗм вӑрманта ҫакнашкал ӑнланмалла мар майпа тарӑн кӗртсем тӑрӑх кӑпшанкӑ хӑвӑртлӑхӗпе ҫеҫ шӑвакан, ир пуҫласа каҫчен пилӗк километртан ытла каяйман ҫынна кам та пулин аякран курса тӑракан пулсан, вӑл ҫын питӗ тӗлӗннӗ пулӗччӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Утма тени те тӗрӗс мар пулӗччӗ; вӑл утса мар, ура кӗлисем ҫине асӑрханса кӑна пусса пычӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Паллах, ытти чухне пулсан, вӑл ҫак ванса шыҫӑннӑ урисем ҫине тӑрас пирки шутламан та пулӗччӗ.Конечно, в обычных условиях он даже и не подумал бы подняться на эти разбитые, распухшие ноги.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ку ӗнтӗ ҫав тери хӑюллӑ утӑм тунӑ пулнӑ пулӗччӗ.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Е унӑн кӑштах каялла чакса нимӗҫсен кивӗ окопӗсенче, айлӑмӑн ку енче, лайӑхрах оборона йышӑнмалла, — пек кун туни ӑслӑрах пулнӑ пулӗччӗ, — е хӑйӗнчен вӑйлӑрах тӑшманпа хирӗҫле ҫапӑҫӑва кӗрсе хӑйӗн резервра тӑракан пӗртен-пӗр ротине те ҫапӑҫӑва кӗртмелле.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тепӗр салтак кунта епле пулсан та: «Эсӗ, тӑванӑм, пӗчӗк кӗтӳҫӗ, хаяр иккен», тенӗ пулӗччӗ, анчах Ковалев нимӗн те каламарӗ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Санӑн аҫу-аннӳрен ыйтсан аван пулӗччӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Урӑхла ниепле ыйту та Ваньӑн кӑмӑлне ҫак ыйту пек кайман пулӗччӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл ҫавна пӗлнӗ пулсан, хӑранипе чӗтӗресе кайнӑ пулӗччӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Анчах тӗтре пулман пулсан та, разведчиксене никам та курман пулӗччӗ.Но даже если бы тумана и не было, то и тогда вряд ли кто-нибудь увидел бы разведчиков.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948