Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулемет сăмах пирĕн базăра пур.
пулемет (тĕпĕ: пулемет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дрезина ҫинчен перрон ҫине Максим пулемёт, пулемёт ленти коробкисем тата ҫирӗм винтовка кӑларса хучӗҫ.

С дрезины сняли и поставили на перрон пулемет «максим», несколько коробок с пулеметными лентами и два десятка винтовок.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӗсем ак ҫапла килӗшнӗ: ҫав ирхине Фомин эскадрона пӗтӗм хӗҫпӑшалӗ-мӗнӗпе уҫӑлма илсе тухать те, ним кӗтмен ҫӗртен станица хӗрринчи пулемет взводне тапӑнса, пӗтӗм пулемечӗсене тытса илет, унтан хурал ротипе пӗрле округ учрежденийӗсене «тасатма» тытӑнать.

Было условлено, что в этот день Фомин выведет эскадрон на утреннюю проездку в полном вооружении, а затем внезапно атакует расположенный на окраине станицы пулеметный взвод, захватит пулеметы и после этого поможет караульной роте провести «чистку» окружных учреждений.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑнтӑрла тӗлнелле пулемет заставинчи хӗрлӗармеецсем, ним кӗтмен ҫӗртен йӑпӑр-япӑр хуторти килсене хӑварса, пулемечӗсене сӗтӗре-сӗтӗре, ҫырмасем тӑрӑх сӑрталла ҫул тытрӗҫ.

К полудню находившиеся в хуторе красноармейцы пулеметных застав вдруг спешно покинули дворы, по ярам двинулись на гору, таща за собою пулеметы.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав вӑхӑтра лешӗ, шурӑ сӑмсахлӑ сӑрт ҫинчи станковӑй пулеметӑн симӗс питлӗхӗ хыҫӗнче выртакан хӗрлӗ пулеметчик, Григорий шухӑшне тавҫӑрнӑ пекех, прицела маларах илсе, пулемет черетне аяларахран сӑтӑрттарса ячӗ.

И, словно угадав его мысль, красный пулеметчик, лежавший за зеленым щитком станкового пулемета где-то на беломысом бугре, взял прицел с упреждением, резанул струею пулеметного огня ниже.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кудинов хушнипе, Вешенскинче, кирлӗ таранах пулемет лентӑсем парса, ҫирӗм пулемет ытла Дон хӗррине пырса лартнӑ.

По приказу Кудинова в Вешенской у Дона было сосредоточено более двадцати пулеметов, снабженных достаточным числом пулеметных лент.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем тачанкӑна хӑйсене атакӑлакан казаксем еннелле пулемет ҫӑварӗпе ҫавӑрса лартасшӑн аппаланчӗҫ, анчах хӗсӗк тӑкӑрлӑкра май килмерӗ пулас: пулемет шӑпах ларчӗ, ӗнтӗ винтовка сассисем те сайрарах кӗрӗслетрӗҫ, пульӑсем вӗрин те ҫивӗччӗн шӑхӑрса вӗҫни Григорий хӑлхине сахалтарах пӗҫертсе иртме пуҫларӗ.

Они пытались повернуть тачанку дулом пулемета на атакующих их казаков, но в узком проулке это им, видимо, не удавалось: пулемет молчал, и все реже хлопали винтовочные выстрелы, все реже обжигал слух Григория горячий посвист пуль.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗри, шӑлаварне шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикни, пӗҫиссен чармакланӑ та кӗлет тӑрринче пӗчченех пулемет питлӗхӗ хыҫӗнче ҫурӑмне мӑкӑртса выртать; тепри, пулемет лентипе хӗреслӗ-мӗреслӗ явакланнӑскер, пусма тӑрӑх тапаҫланса хӑпарать.

Разбросав ноги в шароварах, заправленных в белые чулки, согнувшись под щитком, один лежал на крыше; второй карабкался по лестнице, обмотавшись пулеметной лентой.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пулемет лартнӑ пӗр тачанка тӑвайккинчен тӗрлеттерсе хӑпарса кайрӗ те ҫавӑнтах, масар патӗнче, хӑвӑрт каялла ҫаврӑнчӗ, чупакан тата чупнӑ ҫӗртех ҫӗре лӑпчӑна-лӑпчӑна выртакан хӗрлӗармеецсен пуҫӗсем урлӑ, садсенчен вӑркӑнса тухнӑ казаксем ҫинелле пулеметпа шӑлтарма пуҫларӗ.

Одна из пулеметных тачанок поскакала было на бугор, но сейчас же, неподалеку от кладбища, круто повернула, и через головы бежавших и припадавших на бегу красноармейцев пулемет застрочил по казакам, высыпавшим из садов.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Бунчук, Михалидине пулемет патӗнчен тӗртсе ярса, чылайччен куҫне хӗссе прицела виҫрӗ; аллинчи пулемет, сулӑмлӑн чӗтренсе, тикӗссӗн ҫулма тытӑнсан вара, ӗҫ усса юрани сисӗнчӗ: чупа-чупа ҫывхаракан юнкерсем, тӑмлӑ тӑвайкки хӗрринче пӗр ҫынна ҫухатса, сӑрт тӳпинчен каялла анса тарчӗҫ.

Оттолкнув Михалиди, Бунчук долго щурился, примеривая прицел, а когда рубанул и, содрогаясь, размеренно зататакал под его руками пулемет, — сказались и результаты: перебиравшаяся перебежкой кучка юнкеров сыпанула с пригорка назад, потеряла одного на суглинистой плешине.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтан пулемет команди пулемечӗсене турттарса кайрӗ.

Впереди пулеметная команда везла пулеметы.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр секундран Юргинӑн пулемет пускӑчӗ ҫинчи пӳрни шӑнӑр туртнипе хутланчӗ, вара пулемет сасартӑк вут-хӗм сапса чӗтреме пуҫларӗ…

Через секунду палец умирающего Юргина, застывший на спуске, сильно свело судорогой; и пулемет вдруг задрожал, сверкая огнем…

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак ушкӑн темиҫе лавпа ҫапӑҫу пулса иртнӗ Вазузене кайса винтовкӑсем, темиҫе станковӑй пулеметпа ручной пулемет, ещӗкӗ-ещӗкӗпе гранатӑсем, тол, патронсем тата тӗрлӗрен вӑрҫӑ хатӗрӗсем илсе килчӗ.

На нескольких подводах она съездила к Вазузе, где шел бой, и привезла оттуда много винтовок, несколько станковых и ручных пулеметов, ящики гранат, тола, патронов и разного другого военного снаряжения.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӑш чухне Половцев, картне пӑрахса, урисене калмӑкла хуҫлатса, урайнех ларать те, брезент татки сарса хурса, ахаль те пит таса ручной пулемета салатса тӑкса тасатать, унӑн кашни пайне тутӑр таткипе сӑтӑрать, вӗрипе ӑшӑннӑ пӑшал ҫӑвӗпе сӗрет, унтан, пулемет ҫине ытараймасӑр пӑхса, ӑна каллех пуҫтарать, сарлака ҫамкаллӑ пуҫне енчен еннелле суллать.

Иногда Половцев, оставив карты, садился прямо на полу, по-калмыцки сложив ноги, и, расстелив кусок брезента, разбирал, чистил и без того идеально чистый ручной пулемет, протирал, смазывал теплым от жары ружейным маслом каждую деталь и снова не спеша собирал пулемет, любуясь им, клоня лобастую голову то в одну, то в другую сторону.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

1941 ҫулхи декабрьтен пуҫласа запасри рядовой Порфирий Константинович Романов нумай ҫапӑҫусенче пулнӑ, вӑл 374 уйрӑм пулемет батальонӗнче 82 миллиметрлӑ миномет расчечӗн командирӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103

Пӑшал, пулемет, тупӑ сассисем те, пирӗн салтаксем «ура!» кӑшкӑрса атакӑна кӗнисем те юнашар пекех илтӗнме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна полкӑн кавалери шкулне яраҫҫӗ, кайран вара - пулемет шкулне, унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 3-мӗш гварди сывлӑш десант дивизийӗн 8-мӗш гварди сывлӑш десант полкӗнче службӑра тӑрать.

Получил направление в полковую кавалерийскую школу, а затем — в пулемётную школу, после окончания которой служил в 8-м гвардейском воздушно-десантном полку 3-й гвардейской воздушно-десантной дивизии.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

Икӗ пулемет илтӗмӗр, винтовкӑсем, гранатӑсем пур ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Амӑшӗ ун, Манюк аппа, пулемет шатӑртаттарнӑ пек хӑвӑрт калаҫать, ӑнланнине ӑнланса юлатӑн, илтменни ҫаплах вӗҫсе каять.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Алӑк уҫсанах куҫ умне ӳкерчӗкри кӑпӑк кӑларса ыткӑнакан лашасем сиксе тухрӗҫ, хӑлхара тачанка сасси, пулемет тӑкӑртатни илтӗннӗ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑтӑр ултӑ пулемет расчечӗ шанса пачӗҫ мана.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех