Шырав
Шырав ĕçĕ:
Красноармеецсен цепӗсем, ҫула пӳлсе тӑракан постсене нимӗн сывлӑш ҫавӑрса илме, чарӑнса тӑма памасӑр штыксемпе сирсе пырса, урамсене каплана-каплана тулма пуҫларӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Лум, нимӗн сас памасӑр, сасартӑк нимӗҫӗн пуҫ чашкине ҫӗмӗрсе пӑрахни Артёмпа Брузжака вутпа ӗнтнӗ пек шартах сиктерчӗ.Глухой, короткий удар лома, проломивший череп немцу, поразил Артема и Брузжака, как ожог.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унтан, куҫ уҫма памасӑр, гимнази формӑллӑ курткинчен ҫирӗппӗн ярса тытса, хӑй еннелле карт туртрӗ те шыва сӗтӗрсе кӗчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Юлашкинчен вӑл чӗнсе илчӗ, анчах Взрывселпромран ӑна — Мускавран наряд памасӑр пӗр килограм та динамит пама пултараймастпӑр, терӗҫ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Виҫҫӗмӗшӗ — хӑйне юрами пулчӗ, тӑвӑр, теприне халлӗхе памасӑр тӑратӑп-ха.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Вӑл — тӗнчере хушса тӑма тивӗҫлӗ господасем, вӗсем валли ӗҫлеме тивӗҫлӗ ахаль халӑх пуррине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та вӑл йӑпӑлтатассинчен те, пуҫҫапассинчен те йӗрӗнсе тӑман; анчах хӑйне пӑхӑнакансемпе ӑшӑ кӑмӑллӑ та лӑпкӗ пулнӑ, пӗр ыйткалакана та памасӑр кӑларса яман, час-часах сӑмах чыхма юратнӑ пулин те, нихӑҫан та никам ҫинчен те ҫисе калаҫман.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Сасӑ пӗр хушӑ ыйтусем памасӑр тӑчӗ.
Алӑк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 171–172 с.
Секретарь хӑйне куҫран пӑхайманнинченех, Ридлер вӑл мӗн те пулин каласа памасӑр тытӑнса тӑнине тавҫӑрса илчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Партизансен нимӗҫсене ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленме памасӑр персе тӑракан пулемечӗсем каҫ пулас умӗн шӑпланчӗҫ.Перед вечером пулеметы партизан, не дававшие немцам подняться с земли, умолкли.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тискер кайӑк йывӑҫ ҫине хӑпарса кайнӑ, хӑй йӗрӗпе килнӗ Шарик ҫине тӳрех сикнӗ те вырӑнтан хускалма памасӑр ҫурса пӑрахнӑ.
Хӑрасси ӑҫтан пуҫланса кайнӑ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.
— Ҫын тупса памасӑр ниҫта та тухса каймастӑп…
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эпӗ сире хамӑрӑн Мерекке ҫинчен каласа памасӑр ниепле те чӑтаймастӑп.
Мерекке // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 9–13 с.
Анчах уйрӑмах ӑна хутор ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлӗ канӑҫ памасӑр пӑлхантарчӗ: вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем уҫҫӑнах ӗнтӗ хӗле кӗнӗ ҫӗре Совет влаҫӗ пӗтсе ларасси, Врангель, Таврирен тухса, Махнопа пӗрле Ростов патнелле ҫывхарни, союзниксем Новороссийскра пысӑк десант антарни ҫинчен калаҫрӗҫ…
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑш чухне вӑл хӑй пушанаймасть, хӑйӗн те урокӗсем нумай, пурпӗрех туса памасӑр каймасть.
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.
— Ҫакнашкал самант та килсе лекме пултарать: хӑв шухӑшусене эсӗ ҫынсене каласа памасӑр, вӗсемпе канашламасӑр чӑтса тӑрайми те пулатӑн.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Унта ав, инкеке, хӑрушла ҫапӑҫусем пуҫланса кайрӗҫ, пире хӗрлисем сывлӑш ҫавӑрма памасӑр хӗссе пыраҫҫӗ!А тут, как на грех, такие бои завязались, так нас жмут, что и воздохнуть не дают!
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫыран хӗрринчи ҫӳллӗрех вырӑнсене вырнаҫса тӑнӑ казаксем, хӗрлисене кӑнтӑрла ҫыран патнелле куҫма памасӑр, вӗсен Дон хӗрринелле тухакан ҫулсем ҫинче кӗпӗрленнӗ ушкӑнӗсем ҫинелле вут-хӗм тӑкса тӑчӗҫ; анчах ку участокри сотньӑсенче ҫапӑҫма юрӑхлӑ мар казаксем (стариксемпе вунҫиччӗрен пуҫласа вунтӑхӑр ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем) пулнӑ пирки, вӗсем хӑйсем те, хӗрлисене хӗссе пырса, сулахай ҫыран тӑрӑх наступлени туса каясшӑн тӑрӑшмарӗҫ, ҫавӑнпа Дон урлӑ каҫасшӑн та тимлемерӗҫ.
XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Килӗнче, ав, Петро вилнӗ хыҫҫӑн та ҫирӗп алӑра тытакан Ильинична, чӗрӗ упӑшкине улталаса пурӑннӑ Дарйӑн ӗнтӗ вилнӗскерне те парӑнмалла пулнӑ пек, ӑна ун пек-кун пек хӑтланма ирӗк памасӑр тарӑхтарчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Атту мӗн пулать-ха пирӗн, пӗр-пӗр юлташ ыттисем хушшинче палӑрса тӑнине асӑрхатпӑр ҫеҫ, эпир ӑна тӳрех хулана, аппарата илетпӗр те час-часах ҫынна пӗтерсе хуратпӑр, ӑна пултарулӑхне сарса яма памасӑр типӗтсе лартатпӑр!..
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Камӑн та пулсан татса памалла вӗт-ха ҫаксене пурне те, ҫынсене ответ памасӑр хӑварма юрамасть, атту ҫынсем кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, тарӑхаҫҫӗ…
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.