Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нӳхрепе (тĕпĕ: нӳхреп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл япаласене эпӗ малтан картишне, унтан палатка хыҫне, сӑрт айне чавнӑ нӳхрепе, куҫартӑм.

Сначала я перенес вещи только в ограду, а затем и в пещеру, которую я вырыл в холме за палаткой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ку тӗллеве мӗнле пурнӑҫланине, хамӑн нӳхрепе мӗнле аслӑлатнине, кил-ҫурт ӑшчиккине мӗнле йӗркелесе ҫитернине эпӗ малалли страницӑсенче ҫырса кӑтартӑп.

Как я справился с этой задачей, как я увеличил свой погреб, как постепенно окружил себя некоторыми удобствами жизни, я подробно расскажу на дальнейших страницах.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Огнянов, хуйхӑрса татӑлан Петра чӗнсе илсе, каллех нӳхрепе ертсе кайрӗ.

Огнянов отозвал в сторону убитого горем Петра и снова увел его в погреб.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов Петра нӳхрепе ертсе кайрӗ.

Огнянов увел Петра в погреб.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Агафон та, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен сӗт ӗҫме нӳхрепе шӑвӑнса кӗресшӗн пулнӑ пек, партие хӗсӗнсе кӗресшӗн, анчах эпӗ ӑна паян Кондратран та ытларах кӳпкетӗп, эпӗ ун ҫинчен те чылай япала пӗлетӗп, эсир ӑна пӗлсен тӗлӗнсе кайӑр, хӑш-пӗри, тен, тӑнран та кайса ӳкӗ.

Агафон тоже норовит в партию пролезть, как ужака в погреб, чтобы молока напиться, но я ему отлуп нынче дам похлеще, чем Кондрату, я и про него знаю кое-что такое, что все вы ахнете, когда узнаете, а может, кое-кого и омороком шибнет.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑкӑрна хӑваласа пырсах нӳхрепе кӗртсе ӳкернӗ ҫав ӗнтӗ…

Загнал быка-то в погреб…

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тем усалӗ ҫавна нӳхреп лаҫҫине ертсе кӗнӗ те, нӳхрепе ӳке панӑ хайхискер, урине хуҫнӑ пӑрахнӑ.

На погребицу занесла его нечистая сила, провалился в погреб и сломал ногу.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Обломов ун ҫине чылаях ҫӑмӑллӑн пӑхать: Агафья Матвеевнӑн чавсисем пӗрмай хускални, куҫӗсем пур япалана та тинкерсе сӑнани, вӑл пӗрмай кухньӑран кладовӑйне, унтан нӳхрепе ҫӳрени, вӑл килтипе хуҫалӑхри мӗнпур ӗҫӗн майӗсене те пӗлсе тӑни — Обломовшӑн пулсан, океан пек вӗҫӗ-хӗррисӗр те лӑпкӑ пурнӑҫӑн идеалӗ кӑна; ҫакӑн пек пурнӑҫа вӑл ача чухнех, ашшӗ килӗнче чух, нихҫан та манми астуса юлнӑ.

Его отношения к ней были гораздо проще: для него в Агафье Матвеевне, в ее вечно движущихся локтях, в заботливо останавливающихся на всем глазах, в вечном хождении из шкафа в кухню, из кухни в кладовую, оттуда в погреб, во всезнании всех домашних и хозяйственных удобств воплощался идеал того необозримого, как океан, и ненарушимого покоя жизни, картина которого неизгладимо легла на его душу в детстве, под отеческой кровлей.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Отбой!» — вара снаряд усӑнса аннӑ алӑсенчен хӑй тӗллӗнех шуса тухать те, подъёмник сӑнчӑрӗсемпе шалтӑртатса, каялла нӳхрепе анса каять.

«Отбой!» — и снаряд, выскользнув из упавших рук, опускается обратно в погреб, гремя цепями подъемника.

XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Нимӗнрен хӑрамалли те ҫук: Гаврила, ҫыхса пӑрахса, нӳхрепе лартнӑ, ӑна илме ыран урядник килет, тесе ахалех ӗнентерме хӑтланнӑ.

Напрасно он уверял, что никакой опасности нет: Гаврила связан и посажен в погреб и завтра за ним приедет урядник…

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Манӑн Игорьтен ҫакна ыйтас килчӗ: мӗншӗн-ха апла, пирӗн гороскопсене вӑл тивмен пулсан, пирӗн нӳхрепе ун лезвийӗ лекме пултарнӑ?

Мне хотелось спросить у Игоря: почему же тогда, если он не трогал гороскопы, его лезвие оказалось в нашем погребе.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах, Игорь пирӗн походченех утрав ҫинче пулнӑ, нӳхрепе кӗрсе тухнӑ, унта хӑйӗн лезвине ӳкерсе хӑварнӑ.

Ясно, что Игорь был на острове до нашего похода, спускался в погреб, там выронил своё лезвие.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Акӑ ӑна халех тытатӑп, — куҫ хӗссе илчӗ Дёма, унтан тӳрех хыттӑн: — Жмырь, мӗншӗн эс пирӗн нӳхрепе кӗтӗн? — тесе хучӗ.

— Сейчас я его поймаю, — сказал Дёма, подмигнув нам, и с таинственной значительностью громко спросил: — Жмырь, ты зачем к нам в погреб лазил?

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл гороскопсене ҫаратса кайнипе ниепле те килӗшесшӗн мар, хам кӗрсе, хам тӗрӗслем — тесе нӳхрепе йӑпӑр-япӑр сикрӗ, пӑртак тӑрсан, вараланса, сӑнран кайса, йӑраланса тухрӗ.

Он никак не хотел примириться с тем, что «загадалки» украдены, сам полез в погреб, чтобы убедиться в их пропаже, вылез весь в грязи, совсем расстроенный.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ нӳхрепе тепӗр хут тишкӗрсе ҫаврӑнтӑм.

Я еще раз оглядела погреб.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара эп хам нӳхрепе енкрӗм.

Я спрыгнула вниз, в погреб.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Нӳхрепе анаканни Витя пулчӗ, вӑл аллине ийӗ тытнӑ, ыттисем шӑтӑк тавра кукленсе ларчӗҫ, аялалла усӑна-усӑна пӑхма пуҫларӗҫ.

Витя спустился в погреб, держа в руке стамеску, все сгрудились над ямой, заглядывая вниз.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кашни хӑй маларах нӳхрепе сикесшӗн.

Каждый хотел полезть туда первым.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пирен нӳхрепе хыт хура пусса илнӗ, анчах эпир ӑна кӗҫех тупрӑмӑр, вара ишӗлнӗ ҫӑварӗ тавра кӗпӗрленсе тӑтӑмӑр.

Погребок совсем зарос, но мы сразу отыскали его и склонились над полуобвалившимся люком.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах, ачасен шухӑшӗ — часрах нӳхрепе чупасси, гороскопсене уҫса, часрах-часрах вуласа пӑхасси.

Конечно, ребятам не терпелось скорее спуститься в подземелье и вскрыть наш тайник, чтобы прочесть «загадалки».

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех