Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нихҫан сăмах пирĕн базăра пур.
нихҫан (тĕпĕ: нихҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эп вӗт, амӑшӗ, пурнӑҫра нихҫан та ҫуран ҫӳремен.

«Я же, мать, сроду в жизни шагом не ездил.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Юртӑпа е уттипе нихҫан та ҫӳремен.

Рысью или шагом сроду не ездил.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапла пуҫланчӗ ҫак тӗлӗнмелле, нихҫан пулман юрату, Макар уншӑн кӗҫех пуҫне хумарӗ.

Так зародилось это удивительное и необычайное увлечение, за которое вскоре Макар едва не поплатился жизнью.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лушкӑпа ирттернӗ кунсем халӗ Давыдова нихҫан таврӑнми иртсе кайнӑ ытарма ҫук кунсем пек туйӑнаҫҫӗ.

Все пережитое с Лушкой теперь казалось Давыдову прекрасным, но невозвратимым и далеким прошлым.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫук, нихҫан та, кирек мӗнле пулсан та вӑл аптӑраса ӳкмен, хивре сӑмаха юбка кӗсйинче шыраман, ку ҫеҫ те мар, хуторта пӗр кӗвӗҫ хӗрарӑм та, Лушка пуҫӗ ҫинчен тутӑр сӗвсе илсе, ӑна намӑс кӑтартайман-ха…

Нет, никогда и ни при каких обстоятельствах она не терялась и за хлестким словом в карман юбки не лазила, не говоря уже о том, что еще не было в хуторе такой ревнивицы, которая сумела бы опростоволосить Лушку, сорвать с ее головы платок…

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑй сисмесӗрех Давыдов тирпейсӗртерех ҫӳре пуҫларӗ, кӑмӑлӗ те улшӑнчӗ унӑн: час-часах шӑртланма пӑхать — халиччен ун пек нихҫан та пулман, сӑнран пӑхма та вӑл Шырланпуҫа килнӗ малтанхи кунсенчи пек маттур та патвар курӑнмасть ӗнтӗ.

Как-то незаметно для себя самого Давыдов чуточку опустился, в характере его появилась никогда ранее не свойственная ему раздражительность, да и внешне выглядел он далеко не таким молодцеватым и упитанным, как в первые дни после приезда в Гремячий Лог.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Упӑшкипе нихҫан хирӗҫмен арӑмӗ, кӑмӑлне пусарса, сӑмах хушрӗ:

Никогда не вступавшая в пререкания с ним жена сказала сдержанно:

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун пек чухне эп ӑна нихҫан та чӑрмантармастӑп, каласа пӗтерме паратӑп, вара вӑл шӑпланать те ҫавӑнпа ӗҫӗ те пӗтет.

Я обычно не перебивал его, а он, выговорившись, умолкал.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Нихҫан та пулмасть.

Ни в жизнь!

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ывӑлӑм, тӗрӗс мар вӗлерчӗҫ вӗсем сана, эс ҫакна нихҫан та манайрас ҫук.

— Сын мой, Юй-эр, — произнесла она во весь голос, — ведь тебя казнили невинного, несправедливо.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Патша вара ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытнӑ та: — Нихҫан та ан кала кун пек… Ан кала кун пек, о Суламифь! — пӑшӑлтатнӑ, пӑлханса кайнӑскер.

И, прижимая ее к своей груди, царь прошептал, взволнованный: — Не говори так никогда… Не говори так, о Суламифь!

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Гремячий Лог хуторӗ пуҫланнӑранпа нихҫан та хаҫат тени хӑй тавра ҫав кун пуҫтарнӑ чухлӗ итлекен халӑх пуҫтарни пулман.

Никогда за время существования Гремячего Лога газета не собирала вокруг себя такого множества слушателей, как в этот день.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах хӗвелпе ӗннӗ сан ҫепӗҫ аллуна ак ҫакӑнта чуптӑватӑп та тупа тусах калатӑп сана: нихҫан та, — ни яшлӑх вӑхӑтӗнчи юратӑвӑн малтанхи асапӗсемпе тертленнӗ чухне те, ни мухтавӑм ӳссе сарӑлнӑ кунсенче те, — ман чӗрем нихҫан кунашкалах чарса чарӑнман ҫулӑмпа ӗрӗхсе ялкӑшман, сан пӗртен-пӗр куллу, сан вут-кӑварлӑ кӑтрусем пӗр хут сӗртӗнниех, сан йӗпкӗн-хӗрлӗ тутун пӗр авӑнчӑкех вӑратса хускатать ҫак туйӑма манра!

Но вот на этом месте я целую твою милую руку, опаленную солнцем, и клянусь тебе, что еще никогда: ни в пору первых любовных томлений юности, ни в дни моей славы, не горело мое сердце таким неутолимым желанием, которое будит во мне одна твоя улыбка, одно прикосновение твоих огненных кудрей, один изгиб твоих пурпуровых губ!

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Эсӗ, халех тӑрса, ман патӑмран кайсан та, сана урӑх нихҫан курмалла мар пулсан та, хам ӗмӗрӗм вӗҫленичченех тав туса асӑнӑп эпӗ сан ятна, Соломон!

Если бы ты сейчас же встал и ушел от меня и если бы я осуждена была никогда потом не видеть тебя, я до конца моей жизни буду произносить с благодарностью твое имя, Соломон!

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех