Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӗнне (тĕпĕ: мӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шуйттан пӗлет ку мӗнне.

Черт знает что такое!

Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.

Нухрат мӗнне пӗлместӗр пулсан…

Не знаете, что такое нухрат?

Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.

— Сӑвап мӗнне аса илтерейсен хӑйсене хӑйсемех пулӑшайӗччӗҫ вӗсем.

— Если напомнить, что есть благодать, они сами смогут помочь себе.

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Ҫӑтмах мӗнне те пӗлсе ӗлкӗреймерӗҫ пӗрех хут!..

Они даже не успели узнать, что такое рай!..

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Тӗпсӗр япала мӗнне ӑнкарас тесе ҫӗрӗпе шухӑшласа выртатӑп.

Всю ночь думал, хотел понять, как это, когда нет дна.

Ҫукнӑҫ // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 51–56 с.

Чылайӑшӗ кукаҫи мӗнне те пӗлмест — вӑрҫӑран таврӑнман…

Многие даже не знают, что такое иметь дедушку — с войны не вернулись…

Лешкас ачисем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Эх, илем мӗнне пӗлмеҫҫӗ-ҫке!

Эх, что поделаешь, не понимают, что такое красота!»

Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

— Эпӗ кӑтартӑп-ха сире, кӑвакарчӑнсем, совет влаҫӗ мӗнне!

— Я вам, голуби, покажу, что такое Советская власть!

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Шуйттанӗ пӗлет-и мӗнне! — шӑлне ҫыртса каларӗ куҫлӑхли.

— Чёрт знает что! — процедил сквозь зубы гражданин в пенсне.

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

Мур пӗлет-и мӗнне

Черт знает что…

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Мӗнне хам та ӑнланмастӑп.

А что, сам не пойму.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Ара, ара, шӑпах ҫав леш мӗнне!..

— Да-да, это насчет того самого!..

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑшпӗрисем сӑнӑ мӗнне те пӗлмеҫҫӗ.

Многие пики не видели.

Ҫӗлӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Гришака асатте, савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса, кӳрши ҫине пӑхрӗ: лешӗ, хӑйӗн пысӑк та кӗтеслӗрех пуҫне кӑкри ҫине усса ҫывӑрса кайнӑ та шӑв-шавне мӗнне те туймасть, канлӗн харлаттарать.

Дед Гришака, торжествуя, глянул на соседа: тот, уронив на грудь огромную угловатую голову, уснул под шум, уютно всхрапывая.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӗлместӗн-им мӗнне?..

— Не знаешь чего?..

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен, кухньӑра кӑмака ани ҫывӑхне ларса тулнӑ шӑнасем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе тӗлӗрсе кайнӑ чух, Аксинья, тутисене чӗтретсе, вырӑн сарма тытӑнсанах, Степан, унӑн ҫӑварне хура та кӑштӑрка аллаппийӗпе хупласа, ӑна кӳпкеме тытӑнать, намӑсне мӗнне пӗлмесӗр Григорипе мӗнле пурӑнни ҫинчен пӗтӗмпе калаттарать.

По ночам, когда в кухне над камельком засыпало мушиное стадо и Аксинья, дрожа губами, стлала постель, бил ее Степан, зажимая рот черной шершавой ладонью, выспрашивал бесстыдно подробности о связи с Гришкой.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӗлӗк-авал, эпӗ астӑвасса, хуратул пилӗк таранччӗ; халь мӗнне турӑ пӗлет.

В старину у нас, бывало, я помню, гречиха была по пояс, теперь бог знает что.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тепри ун вырӑнӗнче пулас пулсан ҫакӑн пек чин илнӗ хыҫҫӑн мухтанса ҫӳренӗ пулӗччӗ; анчах Иван Федорович мӑнкӑмӑллӑх мӗнне пачах пӗлмен.

Иной на его месте, получивши такой чин, возгордился бы; но гордость совершенно была ему неизвестна, и, сделавшись подпоручиком.

I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Мӗнне калӑн, ӑна ӗнтӗ пурте пӗлеҫҫӗ, пан голова!

— Что и говорить! Это всякий уже знает, пан голова.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Юргин лейтенант атака мӗнне лайӑх пӗлнӗ, паян уйрӑмах йывӑр атака пулмаллине ӑнланнӑ: тӑшман — сӑрт ҫинче.

Лейтенант Юргин хорошо знал, что такое атака, и понимал, что сегодня атака предстоит особенно тяжелая: враг — на высоте.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех