Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӗнне (тĕпĕ: мӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑпан мӗнне пӗлмен этеме чӑннипех телейлӗ темелле.

Человека, не знающего действительно о чири, можно сказать, что он счастливый.

Ҫӑпан // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Канмалли кун мӗнне те пӗлместпӗр темелле.

Куҫарса пулӑш

«Кунта чунпа канатпӑр…» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

— Раиса Васильевна, эсир — тивӗҫлӗ канура, анчах кану мӗнне пӗлместӗр, университетра студентсене тӑван литературӑпа, культурӑпа, йӑла-йӗркепе ҫывӑхлатрӑр, халӗ акӑ хӑвӑрӑн бизнеса аталантаратӑр.

Куҫарса пулӑш

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ырӑ ӗмӗтпе ҫунатланакан, пуласлӑхне те-лейлӗ курас текен ҫын наянлӑх мӗнне пӗлмест.

Окрыляющийся доброй мечтой, мечтающий видеть свое будущее счастливым, не знает что такое лень.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

«Эмилия халӗ урӑххине тупнӑ. Намӑс мӗнне пӗлмест, йӑхӗ ҫавнашкал вӗсен. Ҫапах вӑл Абрашевпа та тӗл пулма чарӑнмасть, ун хыҫҫӑн арҫын килӗнче арӑмӗпе вӑрҫӑнать, ясар ясара шанмасть теҫҫӗ вӗт, кӗвӗҫнипе хӗнет», — терӗҫ ял хӗрарӑмӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Чӗлхе мӗнне филологла ӑнланмастӑп эпӗ.

— С точки зрения филолога я не понимаю что такое язык.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Юриспруденци, тӗнче тата конституци прави мӗнне кӑштах та пулин чухлакансемшӗн тӗлӗнмелле документ вӑл.

Для понимающих сколько нибудь, что такое юриспруденция, международное и конституционное право, он удивительный документ.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Йӗркесӗр ҫемье мӗнне питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та тӑван ашшӗ-амӑшӗ сывӑ-чӗрӗ пулсан та вӗсемпе пӗр «йӑвара» пурӑнма кӑмӑлӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Алина, аҫу сан пирки: «Юратура ҫуралнӑ хӗр вӑл пирӗн, унӑн чӗринче те таса ҫак туйӑм пурӑнать. Пӑхма анчах ҫинҫешке вӑл, шалта вара пысӑк вӑй пытаннӑ, ырӑ мӗнне пӗчӗкренех пӗлет, телей хӑйӗн урапине пирӗн тӗлтен кӑлтӑртаттарса иртнӗ чухне ҫак хӗре ӳкерсе хӑварнӑ», — тет.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑсӗ пӑсӑлнӑ ҫынсем пӗр вӗҫсӗр тавлашаҫҫӗ: вӗсем чӑнлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑннине вӗсем услам кӳрекен япала вырӑнне анчах хураҫҫӗ.

5. Пустые споры между людьми поврежденного ума, чуждыми истины, которые думают, будто благочестие служит для прибытка.

1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫырура та каланӑ: «тӳрӗ ҫын ҫук, пӗр ҫын та ҫук; 11. пӗр тӑнлӑ ҫын та ҫук, никам та Турра шырамасть. 12. Пурте ҫултан аташнӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗр ҫын та ҫук. 13. Вӗсенӗн карланки — уҫӑ тупӑк; чӗлхипе улталаҫҫӗ; чӗлхи айӗнче — аспид наркӑмӑшӗ; 14. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси те хӑртасси. 15. Вӗсенӗн урисем юн юхтарма васкаҫҫӗ; 16. вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм; 17. канӑҫлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ вӗсем. 18. Вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ» тенӗ.

10. Как написано: нет праведного ни одного; 11. нет разумевающего; никто не ищет Бога; 12. все совратились с пути, до одного негодны; нет делающего добро, нет ни одного; 13.гортань их - открытый гроб; языком своим обманывают; яд аспидов на губах их; 14. уста их полны злословия и горечи; 15. ноги их быстры на пролитие крови; 16. разрушение и пагуба на путях их; 17. они не знают пути мира; 18. нет страха Божия перед глазами их.

Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑраканӗ чӑн юрату мӗнне пӗлмест.

Боящийся несовершен в любви.

1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вӑл мана каларӗ: ку мӗнне пӗлместӗн-и эсӗ? терӗ.

13. И сказал он мне: ты не знаешь, что это?

Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Пире ӗнтӗ усал тӑшмансен аллине, Турӑран хӑпнӑ, чи курайми ҫынсен аллине, ҫӗр ҫинчи чи усал та тӗрӗс сут мӗнне пӗлмен патша аллине ӳкертӗн.

32. И предал нас в руки врагов беззаконных, ненавистнейших отступников, и царю неправосудному и злейшему на всей земле.

Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑнпа эпир тутӑччӗ, телейлӗччӗ, инкек-синкек мӗнне пӗлместӗмӗр!

потому что тогда мы были сыты и счастливы и беды не видели.

Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Тӑнӑҫлӑх ҫулне пӗлмеҫҫӗ вӗсем, вӗсен ҫулӗ ҫинче тӳрӗ сут ҫук; вӗсен ҫулӗсем кукӑрӑлса кайнӑ, ҫав ҫулсемпе пыракан никам та тӑнӑҫлӑх мӗнне пӗлмест.

8. Пути мира они не знают, и нет суда на стезях их; пути их искривлены, и никто, идущий по ним, не знает мира.

Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Мӗскӗнскер, сана ҫил-тӑвӑл тулать, эсӗ лӑпланӑҫ мӗнне пӗлместӗн!

11. Бедная, бросаемая бурею, безутешная!

Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ӑна — хӗн-асап тӳснӗ ара, чир-чӗр мӗнне пӗлекенскере — ҫынсем умӗнче мӑшкӑллатчӗҫ, ӑҫтиҫук вырӑнне хуратчӗҫ, пирӗн Ун ҫине пӑхас та килместчӗ, Унран йӗрӗнетчӗҫ, эпир Ӑна ним вырӑнне те хумастӑмӑр.

3. Он был презрен и умален пред людьми, муж скорбей и изведавший болезни, и мы отвращали от Него лице свое; Он был презираем, и мы ни во что ставили Его.

Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ пуянлатать, унпа эсӗ хурлӑх мӗнне пӗлмӗн.

22. Благословение Господне - оно обогащает и печали с собою не приносит.

Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Акӑ ӗнтӗ — ӑна хирӗҫ хӗрарӑм тухрӗ: аскӑнчӑк арӑм пек тумланнӑ, чее чӗреллӗскер, 11. шавлӑскер, ҫӑварлӑх мӗнне пӗлменскер; урисем унӑн килӗнче тӑмаҫҫӗ: 12. вӑл е урамра, е урам тӑваткӑлӗнче, кашни кӗтесрех кӗтсе-сыхласа тӑрать.

10. И вот - навстречу к нему женщина, в наряде блудницы, с коварным сердцем, 11. шумливая и необузданная; ноги ее не живут в доме ее: 12. то на улице, то на площадях, и у каждого угла строит она ковы.

Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех