Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Эй Ҫӳлхуҫа, Давида, унӑн пӗтӗм хурлӑхне асна илсемччӗ: 2. вӑл Ҫӳлхуҫана епле тупа тунӑ, Иаковӑн Вӑйлӑскерне епле сӑмах панӑ: 3-5. «Ҫӳлхуҫа валли вырӑн тупиччен, Иаковӑн Вӑйлӑскерӗ валли Ҫурт лартиччен килӗме, чатӑрӑма, эпӗ кӗмӗп, вырӑнӑм ҫине те выртмӑп, куҫӑм та ыйхӑ мӗнне пӗлмӗ, куҫ хупанки те тӗлӗрмӗ» тенӗ.
Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Чӑн савӑнӑҫ мӗнне пӗлекен халӑх телейлӗ!
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ ҫилленнипе ӳтӗм-тирӗмре сурансӑр вырӑн юлмарӗ; ҫылӑхӑмсене пула шӑммӑмсем те канӑҫ мӗнне пӗлмеҫҫӗ: 5. ӗнтӗ ҫылӑхлӑ ӗҫӗмсем пуҫ тӳпинчен те иртсе кайрӗҫ, мана йывӑр ҫӗклем пек пусса тӑраҫҫӗ, 6. хамӑн ӑссӑрлӑхӑма пула суранӑмсем шӑршланса юхса тӑраҫҫӗ.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ ҫыннисем, [пурсӑр та] Ҫӳлхуҫаран хӑрӑр: Унран хӑракансем ҫитменни мӗнне пӗлмӗҫ.10. Бойтесь Господа, [все] святые Его, ибо нет скудости у боящихся Его.
Пс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа — манӑн Кӗтӳҫӗм; эпӗ ҫитменни мӗнне пӗлмӗп: 2. Вӑл мана тулӑх улӑхсенче канлӗн ҫӳретет, мана лӑпкӑ шыв хӗррине илсе ҫӳрет, 3. Хӑй ячӗшӗн манӑн чунӑма тӗреклӗх парать, мана тӳрӗлӗх ҫулӗпе илсе пырать.
Пс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӗрле шӑммӑм-шаккӑм сурать, шӑнӑрӑмсем те канӑҫ мӗнне пӗлмеҫҫӗ.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсен килӗсем хӑрушлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ, вӗсем тӗллӗн Турӑ туйи ҫук.
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эсӗ вӗсене пушхирте хӗрӗх ҫул тӑрантарнӑ; вӗсем ҫитменлӗх мӗнне пӗлмен; вӗсен тумтирӗ те ҫӗтӗлмен, ури те шӑйрӑлман.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Израиль ывӑлӗсен килес ӑрӑвӗсем, вӑрҫӑ курманскерсем, вӑрҫӑ мӗнне пӗлччӗр, ҫапӑҫма вӗренччӗр тесе, израильсене — Ханаан вӑрҫисене пӗлменскерсене — сӑнама Ҫӳлхуҫа хӑварнӑ халӑхсем ҫаксем: 3. пилӗк пуҫлӑха пӑхӑнса тӑракан Филисти халӑхӗ, мӗнпур ханаан, Сидон халӑхӗ тата Ливан тӑвӗ ҫинче, Ваал-Ермон тӑвӗпе Емаф хули хушшинче пурӑнакан евейсем.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана ырӑ ҫӗре — шывсем юхса выртакан, айлӑмсенче кӳлӗсем сарӑлса выртакан, тусенчен ҫӑлкуҫӗсем тапса тӑракан ҫӗре — илсе каять, 8. [унта] ҫав ҫӗршывра — тулӑ, урпа, иҫӗм, смоква тата нар йывӑҫҫисем, ҫав ҫӗршывра — ҫу йывӑҫҫисем тата пыл, 9. унта хӑвӑн ҫӑкӑрна ытлӑн-ҫитлӗн ҫийӗн, унта ҫитменлӗх мӗнне пӗлмӗн, унти чулра тимӗр тупӑн, унти тусенчен пӑхӑр ката-ката кӑларӑн.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 3. ҫак ту тавра ҫӳресе ҫитӗ сире, ҫурҫӗрелле ҫаврӑнӑр; 4. халӑха хуш, кала: эсир хӑвӑр тӑванӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫӗрӗсем урлӑ иртӗр, вӗсем сирӗнтен хӑраса ӳкӗҫ; 5. анчах вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарасран сыхланӑр, Эпӗ сире вӗсен ҫӗрне ура лаппи пусмалӑх та памастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Сеир тӑвне Исав аллине панӑ; 6. апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӗмӗлле туянса ҫийӗр, шывне те вӗсенчен кӗмӗлле туянса ӗҫӗр; 7. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ тӑвакан пур ӗҫе те пилленӗ, эсӗ ҫак аслӑ [та хӑрушӑ] пушхирте ҫӳренӗ чухне сан хутна кӗрсе тӑнӑ; акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӗрӗх ҫул санпала пӗрле; эсӗ ҫитменлӗх мӗнне пӗлмерӗн, терӗ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене ҫӗр парать, мӗншӗн эсир вӗсене ҫак ҫӗртен сивӗтесшӗн, унта кайма чӑрмантарасшӑн? 8. сирӗн аҫӑрсем, эпӗ вӗсене Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма ярсассӑн, ҫапла хӑтланнӑччӗ: 9. Есхол айлӑмӗ патне ҫитсессӗн, вӗсем унта ҫӗр курнӑччӗ, анчах Израиль ывӑлӗсем хӑйсене Ҫӳлхуҫа паракан ҫӗре ан кайччӑр тесе, вӗсене ҫав ҫӗртен сивӗтнӗччӗ; 10. ҫав кун Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитрӗ, Вӑл вара тупа туса каларӗ: 11. Египетран тухнӑ ҫак ҫынсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, [ырӑпа усал мӗнне пӗлекенскерсем,] Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова пама пулнӑ ҫӗре кураймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлемерӗҫ, 12. унта Халев — Иефонния кенезей ывӑлӗ — тата Нав ывӑлӗ Иисус анчах кӗрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫана итлесе-пӑхӑнса тӑчӗҫ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавах та пирӗн патра лайӑххи нумай% тус-тантӑшӗсемпе пӗрле чух кичемлӗх мӗнне пӗлмеҫҫӗ.
Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11