Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗнле сыхланса юлнӑ-ха Джемма Санина панӑ хӗрес, мӗншӗн калла паман-ха вӑл ӑна, мӗнле пулнӑ-ха ку, мӗнле пӗрре те тӗл пулман-ха вӑл ӑна ҫак кунччен?
XLIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Мӗнле чӗрине пусарса кӗтетчӗ Елена ӑна, мӗнле итлетчӗ каласа панине тата мӗнле ыйтса пӗлетчӗ!С каким сердечным замиранием она его ожидала, как она его выслушивала и расспрашивала!
XXVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анна Васильевна килте ларма юратни ҫинчен вулакан пӗлет ӗнтӗ; анчах та, тепӗр чухне, унӑн мӗнле те пулин кулленхинчен урӑхларах ӗҫ, мӗнле те пулин тӗлӗнмелле partie de рlaisir туса ирттерес шухӑш пырса кӗнӗ; тата ҫав partie de рlaisir мӗнле чӑрмавлӑрах пулнӑ, вӑл ҫавӑн чухлӗ ҫине тӑрса хатӗрленнӗ, ыттисене пуҫтарӑнма хистенӗ; Анна Васильевна хӑй мӗн чухлӗ пӑлханнӑ, ҫавӑн чухлӗ унӑн кӑмӑлне кайнӑ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпӗ васкасах куккана ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен, пассажир хама мӗн калани, старик Яков мана мӗнле куҫ хӗссе илни тата шанман проводникран мӗнле пӑрӑнса юлни ҫинчен каласа патӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Малтан сывлӑх сунчӗ, унтан эпӗ мӗнле чупни ҫинчен, мӗнле аташса кайни ҫинчен, кайран Кальвӑна мӗнле тупни ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Вӑл акӑ мӗн хӑтланнӑ: манран инҫе мар чупса кайса, вӑл пӗр кукӑра пытаннӑ та, ҫавӑнта ик уран тӑрса, мана асӑрханӑ: эпӗ вӑрмантан мӗнле тухнине те, кимӗ ҫине мӗнле ларнине те, мӗнле ишсе кайнине те сӑнанӑ.
Упа // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 115-116 с.
Ав мӗнле сӗрнӗ краскисене, ав мӗнле меслетпе тунӑ ку картинӑсене, мӗнле хытнӑ алӑ пулнӑ ӳкерекенӗн, этем алли мар, тӳрккес автомат тейӗн!..
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
«Мӗнле хитре хӗр, мӗнле сӑн-сӑпат, анчах ӑҫта, мӗнле вырӑнта!..»«Такая красавица, такие божественные черты — и где же? в каком месте!..»
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ҫак каҫ курсантсем «Пысӑк тата пӗчӗк напряжениллӗ электричество линийӗсене тӑвасси» ятлӑ тема вӗренчӗҫ, ку тема, паллах, питӗ кирлӗ ӗнтӗ, анчах эпир заняти мӗнле иртни ҫинчен тӗплӗн ҫырса тӑмӑпӑр, ҫакна ҫеҫ асӑнса хӑварӑпӑр: Виктор пысӑк напряжениллӗ электричествӑна мӗнле майсемпе инҫете яни ҫинчен, ялхуҫалӑхӗнче электричествӑпа усӑ курма линисене мӗнле туни ҫинчен, юпасем мӗн ҫӳллӗш пулни ҫинчен, ахаль ҫӗрте тата ҫул юписенче пралуксене ҫӗртен мӗн ҫӳллӗшӗнче ҫакса тухни ҫинчен питӗ ӑнланмалла каласа пачӗ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кайран вара часах, полк пурнӑҫӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн, орудисемпе пулеметсем мӗнле йӗркелли ҫинчен, вӗсене хӗлле сӗрмелли ҫу ҫителӗксӗррипе ҫителӗкли ҫинчен, вӗсене юсакансем мӗнле ӗҫленине, мӗнле транспортсем пуррине, телефон кармалли кабельсем мӗн чухлӗ пуррине, ӑҫта йӗлтӗрсем тупма май пуррине ыйта-ыйта пӗлчӗ.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кирек мӗнле комиссар та пуринчен малтан чаҫри ҫынсем мӗнле кӑмӑл-туйӑмлӑ пулнине тата политикӑллӑ ӗҫе мӗнле йӗркелесе янипе интересленнине Озеров майор лайӑх пӗлет.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Следователь Травкинпа пӗрле плащ-палаткӑсем хыҫне кӗрсе ларнӑ та, унран тӗплӗн ыйтса пӗлме тытӑннӑ: лашасене вӑл хӑҫан тата мӗнле илнӗ, мӗнле йӗрке тӑрӑх илнӗ, хӑҫан, мӗнле лару-тӑру вӑхӑтӗнче каялла леҫтерсе панӑ тата мӗншӗн распискӑна каялла илмен.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Мӗнле тавӑрас ӑна? мӗнле хӑтӑлас унран? унччен ним те пулман пек туса, ҫакна пӗтӗмпех мӗнле тӳрлетес? — ҫакӑн пек шухӑшсем пуҫа пиншерӗн киле-киле кӗреҫҫӗ.
XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл халь ачасене сахалрах пӑхатчӗ ӗнтӗ, вӗсемшӗн, унчченхи пек, чун-чӗрепе ҫунмастчӗ, ун вырӑнне, ҫакна пытаратчӗ пулин те, ытларан та ытларах хӑйне, хӑй пит-куҫне пӑхатчӗ, мӗнле тумланасси, мӗнле ыр курасси, мӗнле майпа лайӑхланасси ҫинчен шухӑшлатчӗ.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Хӑшпӗр чух вӑл чей мӗнле тултарнине, ӑна мӗнле лӗрплеттерсе ӗҫнине е тата урине мӗнле сулланине пӑхаттӑм та, вӑл темле усал япала тунӑ пек, ҫавӑншӑнах ӑна курайми пулса каяттӑм.
XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫурма тӗттӗмре вӗсен сӑн-пичӗсене уйӑрса илме йывӑр, анчах вӗсем калаҫу пуҫланасса мӗнле кӗтнинченех: хуллен ӳсӗркелесе илнинчен, пӗр-пӗринпе хуллен пӑшӑлтаткаланинчен, — вӗсем ҫӗр пӳрте мӗнле пӑлханса, мӗнле ҫӗкленнӗ шухӑш-кӑмӑлпа пуҫтарӑннине Воронин туйса илчӗ.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ун пуҫӗнче: чеченецсем лере, тусем хушшинче, мӗнле пурӑнаҫҫӗ-ши, йӗкӗтсем ку енне мӗнле ҫӳреҫҫӗ-ши, казаксенчен мӗнле хӑрамаҫҫӗ-ши вӗсем тата урӑх вырӑнта епле каҫма пултараҫҫӗ-ши текен шухӑшсем тӗлкӗшрӗҫ.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Эсӗ ӑна кай та сӑнаса тӑр: мӗнлерех пурӑнать йытӑ, мӗн шутлать вӑл, мӗнле чееленет, мӗнле тертленет, мӗнле савӑнать.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ку тӗллеве мӗнле пурнӑҫланине, хамӑн нӳхрепе мӗнле аслӑлатнине, кил-ҫурт ӑшчиккине мӗнле йӗркелесе ҫитернине эпӗ малалли страницӑсенче ҫырса кӑтартӑп.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫамрӑк ҫын эп, пӑлхар, тӑван ҫӗршыва та хӗрӳллӗн юратнӑ пек тӑватӑп тетӗп, анчах ҫак никам пӗлмен старик, хӑрах урипе ҫӑва ҫине пуснӑскер, тӑван ҫӗршыва мӗнле хӑватпа мӗнле юратма пултарни, унӑн лӑпкӑ чунӗ мӗнле аслӑ иккенӗ мана калама ҫук тӗлӗнтерчӗ.
XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.