Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Упа

Автор: Гаврил Молостовкин

Ҫӑлкуҫ: Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 115-116 с.

Ҫул: 1951; Хушнӑ: 2020.05.18 15:22

Пуплевӗш: 26; Сӑмах: 410

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Нумайӑшӗ ҫапла шухӑшлаҫҫӗ: упасем нумай пурӑнакан вӑрмана кайсан, вӗсем ҫынсене тапӑнаҫҫӗ те — шӑмми-шаккипех ҫисе яраҫҫӗ, теҫҫӗ. Ҫук, ку пӗртте тӗрӗс мар!

Упасем, ытти кайӑксем пекех, вӑрманта калама ҫук сыхланса ҫӳреҫҫӗ, ҫын пуррине сиссенех унтан тараҫҫӗ; упана хӑйне кӑна мар, хӳрине те кураймастӑн.

Пӗрре ҫурҫӗр енче мана упасем нумай пурӑнакан вырӑн кӑтартрӗҫ. Вӑл вырӑн Пинега юппин — Кода шывӗн хӗрринче пулнӑ. Ман упана пӗртте вӗлерес килместчӗ, ун хыҫҫӑн сунара ҫӳреме вӑхӑт та ҫукчӗ: сунара ӑна хӗлле ҫӳреҫҫӗ, эпӗ ӗнтӗ Кода хӗррине ҫуркунне, упасем хӑйсен шӑтӑкӗсенчен тухсан пырса ҫитрӗм.

Эпӗ упана апатланнӑ ҫӗрте ӑҫта та пулсан уҫланкӑра, е юхан шыв хӗрринче пулӑ тытнӑ чухне, е канса выртнӑ вӑхӑтра курасшӑнччӗ. Манӑн хампа пӗрле пӑшал та пурччӗ, анчах эпӗ вӑрманта кайӑксем пекех пит асӑрханса ҫӳреме тӑрӑшрӑм, халӗ ҫеҫ иртсе кайнӑ ура йӗрӗсене сиссе, йӑпшӑна-йӑпшӑна лартӑм; мана темиҫе хут та упа шӑрши кӗнӗ пекех туйӑнчӗ… Анчах упана хӑйне, эпӗ мӗн чухлӗ ҫӳренӗ пулсан та, манӑн ун чухне курма тӳрӗ килмерӗ.

Юлашкинчен манан чӑтӑмлӑхӑм пӗтрӗ, эпӗ киле таврӑнма шутларӑм. Хамӑн кимӗпе апат-ҫимӗҫе пытарса хунӑ ҫӗре кайрӑм. Сасартӑк акӑ мӗн куратӑп. Ман умра пысӑк чӑрӑш турачӗ чӗтресе хӑй тӗллӗнех сулланса кайрӗ.

«Мӗнле те пулин кайӑк пулас», шухӑшларӑм эпӗ.

Хамӑн хутаҫӑмсене илсе, кимӗ ҫине лартам та ишсе кайрӑм.

Эпӗ кимӗ ҫине ларнӑ вырӑн тӗлӗнче, шывӑн тепӗр енче, пит ҫӳлӗ те чӑнкӑ ҫыран хӗрринче, пӗчӗкҫӗ пӳртре пӗр сунарҫӑ пурӑнатчӗ. Пӗр-икӗ сехетрен ҫав сунарҫӑ хӑйӗн киммипе Кода шывӗ тӑрӑх анаталла аннӑ чухне мана, шӑпах ӗнтӗ пурте канма чарӑнакан пӳртре, ҫурма ҫулта, тӗл пулчӗ.

Вӑл мана хӑй пӳрчӗ ларакан ҫыран хӗрринчен упа тайгаран шӑп эпӗ хамӑн кимӗ патне тухнӑ тӗле чупса тухнине куртӑм, тесе каласа кӑтартрӗ. Ҫакӑнта аса илтӗм те ӗнтӗ эпӗ пӗр лӗм те ҫил ҫук чухне ман умра чӑрӑш турачӗ сулланса кайнине.

Шавласа упана хӑратнӑ пирки хама кӳренсе те илтӗм. Анчах сунарҫӑ мана тата акӑ мӗн каласа кӑтартрӗ: упа ман куҫ умӗнчех пытанса ҫӳренӗ ҫеҫ мар, вӑл тата манран кулнӑ та иккен… Вӑл акӑ мӗн хӑтланнӑ: манран инҫе мар чупса кайса, вӑл пӗр кукӑра пытаннӑ та, ҫавӑнта ик уран тӑрса, мана асӑрханӑ: эпӗ вӑрмантан мӗнле тухнине те, кимӗ ҫине мӗнле ларнине те, мӗнле ишсе кайнине те сӑнанӑ. Эпӗ ун куҫне курӑнми пулсан, вӑл йывӑҫ ҫине улӑхса ларнӑ та, эпӗ Кода шывӗ тӑрӑх анаталла ишсе аннине нумайччен сӑнаса пӑхнӑ.

— Пит те нумайччен, — терӗ сунарҫӑ, — эпӗ пӑхса йӑлӑхрӑм та пӳрте чей ӗҫме кӗтӗм.

Упа манран кулнӑшӑн эпӗ кӑшт хурланса та илтӗм. Анчах тӗрлӗ сӳпӗлтисем ача-пӑчасене вӑрманти кайӑксемпе хӑратса: вӑрмана пӑшалсӑр пырса ҫеҫ кӗр — вӗсем санӑн шӑмму-шаккуна та хӑвармӗҫ, тесе суйнинчен тата та ытларах хурланмалла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех