Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурте, пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах тенӗ пек, чипер Оксанӑна мӗнле те пулин ҫӗнӗ хыпар пӗлтерме васкаҫҫӗ, юрласа ҫӳренӗ чух пухма ӗлкӗрнӗ апат-ҫимӗҫсемпе мухтанаҫҫӗ, хутаҫӗсенчен пӗчӗкрех ҫӑкӑрсем, колбасса, хуран куклисем кӑларса кӑтартаҫҫӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Унпа вӗсем вара мухтанаҫҫӗ.
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Соломбал ачисем Шурӑ тинӗс хӗрринчи шартлама сивӗ хӗл ҫинчен каласа, пӗчӗк черноморец умӗнче хӑйсен йӗлтӗрӗсемпе, конькисемпе мухтанаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ачасем антӑхсах кайрӗҫ, анчах пӗрӗхкелесе, суркаласа, тискеррӗн кӑшкӑрашса хӑйсене хӑйсем хавхалантараҫҫӗ, пӗр-пӗрин умӗнче, Хура тинӗс хӗрринчи ачасем пӗлекен тӗрлӗ фокуссем туса мухтанаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ун пек ӗҫсем ҫинчен ытти ҫынсемпе калаҫнинчен нимӗнле усӑ та пулас ҫук, мӗншӗн тесен ытти ҫынсем ун пек чухне пурпӗрех ирсӗррӗн хӑтланаҫҫӗ: хӗрарӑма намӑслантараҫҫӗ, хӑйсен ятне яраҫҫӗ, унтан вара, хӑйсен юлташӗсем патне кайса, йышӑнма пуҫлаҫҫӗ, хӑйсен паттӑрлӑхӗпе, ырӑ кӑмӑллӑхӗпе е хӑйсем илӗртме пултарнипе савӑнса мухтанаҫҫӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Упӑшки ҫынсенчен ӑспа — арҫыннӑн ытарайми вӑйӗпе — уйрӑлса тӑрать пулин те, унашкал хӗрарӑмсем ҫав ӑспа пӗр-пӗр хаклӑ мӑйҫыххипе мухтаннӑ пек ҫеҫ мухтанаҫҫӗ, ӑна та ҫав ӑс вӗсен мӗскӗн ултавӗсене асӑрхасан ҫеҫ мухтаҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран вара: «Ман патӑмра ҫав пулчӗ, эпӗ ҫавӑн патӗнче пултӑм», тесе мухтанаҫҫӗ…«У меня был такой-то, а я был у такого-то», — хвастают потом…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫирӗм ҫула ҫитиччен вӑл тундрӑра кӗтӳ кӗтсе сӳренӗ, ненецсем ахальтен мар ӗнтӗ унпа мухтанаҫҫӗ, ырӑ ятпа асӑнаҫҫӗ ӑна, юратаҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Саня пире ҫак музее (унпа Энск ҫыннисем те мухтанаҫҫӗ) кӑтартма пулнӑччӗ.Саня хотела показать нам этот музей, которым в Энске очень гордились.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапах вӗсем телейлӗ пулас, пурнӑҫ начар мар, сӑнӗсене хаҫатра пичетлеҫҫӗ, халӑх вӗсене хисеплет, кил-йышра та вӗсемпе мухтанаҫҫӗ.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ман положенире пулнисем яланах вара хӑйсене лӑпкӑн, нимӗн те пулман пек тытма пултарнипе мухтанаҫҫӗ, анчах та, тӳррипех калас пулать, эпӗ хама ун пек кӑтартаймарӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Надзирательсем унпа ҫав тери мухтанаҫҫӗ: «Кунӗ-кунӗпе ӗҫлет, унтан шанчӑклӑ ҫын тупас та ҫук, хӑйӗн ӗҫӗсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать, ӑна кунта тума юраман ӗҫсем еннелле пӑрса яраймӑн; коридорнӑйсем, пурте унтан пример илӗр!»
Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Халь вара — уҫҫӑнах мухтанаҫҫӗ.
«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html
Мӑнукӗсемпе те мухтанаҫҫӗ Борисовсем.
Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20
18. Нумайӑшӗ Христос хӗресӗн тӑшманӗсем пек пурӑнать — вӗсем ҫинчен эпӗ сире тӑтӑшах калаттӑмччӗ, халӗ ӗнтӗ куҫҫулӗпе йӗрсе калатӑп: 19. вӗсем пӗтӗҫ, вӗсенӗн турри — хырӑм, вӗсем намӑс ӗҫпе мухтанаҫҫӗ: вӗсене ҫӗр ҫинчи анчах шухӑшлаттарать.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсем ӗнтӗ Турра пӗлесшӗн пулмарӗҫ, Турӑ вара вӗсене хӑйсен пӑсӑк ӑсӗпе кирлӗ мар ӗҫсем тума ирӗк пачӗ, 29. ҫавӑнпа вӗсенӗн тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑх туллиех: вӗсем аскӑн, чее, мула юратаҫҫӗ, ҫынна кураймаҫҫӗ, ӑмсанаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, вӗсем ултавҫӑ, усал кӑмӑллӑ, 30. усал чӗлхеллӗ, элекҫӗ, Турра кураймаҫҫӗ, ҫынна хур тӑваҫҫӗ, мухтанаҫҫӗ, вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, усал шухӑшласа кӑларма ӑста, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмаҫҫӗ, 31. вӗсем ӑссӑр, шанчӑксӑр, юратма пӗлмеҫҫӗ, килӗштермеҫҫӗ, хӗрхенмеҫҫӗ.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫа, вӗсем Санӑн сӑну ҫутинче ҫӳреҫҫӗ, 17. кунӗпе Санӑн ятушӑн савӑнаҫҫӗ, Санӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтанаҫҫӗ: 18. Эсӗ — вӗсен вӑй-хӑвачӗн илемӗ, Эсӗ кӑмӑл тунипе пирӗн мӑйрака ҫӗкленет.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ ӗнтӗ Ассири халӑхӗ хӑватланчӗ, учӗпе, юланутҫипе мӑнаҫланаҫҫӗ; ҫуран ҫарӗн вӑйӗпе мухтанаҫҫӗ, хулканне, сӑннине, уххине, чулравне шанаҫҫӗ, хӑйсем вара Эсӗ вӑрҫа-харҫа аркатакан Ҫӳлхуҫа пулнине пӗлмеҫҫӗ.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.