Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майӗпен сăмах пирĕн базăра пур.
майӗпен (тĕпĕ: майӗпен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан пӗрисем пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑйсен пуянлӑхне ҫын куҫӗ умне кӑларӗҫ, кайран вӗсем хыҫҫӑн ыттисем те майӗпен хӑюланса пычӗҫ.

Сначала одни начнут по-маленьку выставлять перед людьми свое богатство, после них остальные постепенно становились смелыми.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Хамӑр тӑрӑхри ялсенче чылай ҫул хушши уявсем ирттернӗрен вӗсен йӗркине те майӗпен хӑнӑхса ҫитрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Майӗпен Хурӑнкассинче колхоз ура ҫине тӑма пуҫларӗ.

Постепенно колхоз в Березовке начал развиваться.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Курать — ҫил арманӗ ҫунаттисене майӗпен ҫавӑрса ларать.

Смотрит - ветреная мельница медленно крутит крылья.

Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Анчах вӑхӑт ҫав тери майӗпен шурӗ.

Но время шло очень медленно.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Анчах вӑхӑт ҫав тери майӗпен шурӗ.

Вот только время шло очень медленно.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Сивӗрех шӗвекпе урасене майӗпен чӳхемелле е унпа 10-12 минутлӑх ура ванни тумалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи шӑрӑхра // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Вӑйсӑр ҫулӑм ҫинчи майӗпен вӗрекен шыв мунчине 1,5 сехете лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк хӗвеле аса илтерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

— Кунта пысӑк вольтлӑ хӑватлӑ электродвигательсене майӗпен хускатмалли, вӗсен ӗҫӗн хӑвӑртлӑхне йӗркелекен, хӑватне улӑштаракан ҫӗнӗ изделисем шухӑшласа кӑларӑпӑр, вӗсене тӗрӗслесе пӑхӑпӑр, сутлӑха кӑларӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Анчах вӑл хӑйне сирӗн ҫинелле сикме хатӗрленнӗ пек тытсан вырӑнта темиҫе ҫеккунт хытса тӑмалла та хусканусем тумасӑр майӗпен чакма пуҫламалла.

Но если она ведёт себя так, как будто собирается напасть, замрите на несколько секунд, и очень медленно, без лишних движений, отходите.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ҫӗлене асӑрхасан чарӑнса тӑмалла, майӗпен хыҫалалла чакма тӑрӑшмалла, ҫӗлене шуса кайма памалла.

Если заметите змей, нужно остановиться, стараться медленно отшагнуть назад, дать возможность уползти.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Калаҫу майӗпен пурнӑҫ ҫине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Пӗрене майӗпен ҫыраналла ҫывхарчӗ.

Бревно медленно приближался к берегу.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ тенӗн, майӗпен Эльза амӑшӗн кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ: хӑй килӗнче поселенецсене мунча хутма ирӗк пачӗ.

Как говорят, хлеб за соль, мать Эльзы постепенно начала отходить: разрешила топить свою домашнюю баню поселенцам.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Пирӗн Ҫӗньял-Покровски, сӑмахран, Ункӑ хӗррине майӗпен анса пыракан сӑртлӑ вырӑн тайлӑкӗнче вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Организм ӑна майӗпен йышӑнать.

Организм его медленно усваивает.

Хуратул — ирхине, какай — кӑнтӑрла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Халӗ ҫурта майӗпен йӗркене кӗртсе пыратпӑр-ха.

Сейчас дом приводим потихоньку в порядок.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ҫӗнӗ трактор ҫичӗ ҫултан кӑна туяннӑ, майӗпен ытти техника та хушӑннӑ.

Новый трактор купили через семь лет, потихоньку прибавилась и другая техника.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Майӗпен ак сар хӗвел те Вӑрман хыҫне пытанать.

Потихоньку и солнце За лес уходит прячась.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Майӗпен пурнӑҫ кӑткӑслӑхне ӑнланса пырать Пальмира.

Куҫарса пулӑш

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех